Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Тӗп тема — çемье хутшăнăвӗсем

Раҫҫейре — Çемье, Тутарстанра — наукӑпа технологи аталанӑвӗн ҫулталӑкӗ пуçланчӗ

Юлашки вăхăтра кашни пуçланнă çӗнӗ ҫула уйрӑм пӗр актуаллă темăна халаллаççӗ. Сӑмахран, иртнӗ 2023 ҫул — Раҫҫейре Педагог тата наставник, Тутарстанра Наци культурисемпе йӑли-йӗркисен ҫулталӑкӗ пек иртрӗ. Кăçалхи вара — 2024 ҫул Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Указӗпе килӗшӳллӗн — Çемье, Тутарстан Республикин Раисӗн Указӗпе килӗшӳллӗн Наукӑпа технологи аталанӑвӗн ҫулталӑкӗ пулӗ.

Ҫавна май районта нумай мероприяти ирттерме палӑртнӑ. Районти ЗАГС пайӗн ертӳçи Альбина Шарафутдинова мероприятисене ҫемье хаклӑхӗсене пропагандӑлама, вӗсене упраса хӑварма палӑртни çинчен пӗлтерчӗ. Ҫаксем — 60 ҫул ытла пӗрле пурӑнакансене, мӑшӑрланакан ҫамрӑк ҫынсене чысласси, ҫемьере ача ҫуратнӑ чухнехи пек савӑнӑҫлӑ пулăмсем тата çавăн пек ытти мероприятисем пулӗç. 

Районти социаллӑ хӳтлӗх уйрăмӗ тата ытти организацисем те нумай ачаллӑ, пулăшу кирлӗ пулнă ҫемьесене, паянхи кун ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ҫемйисене тимлӗх парасси тата та ытларах пулӗ.
2023 ҫулта районта 62 мӑшӑр çемье çавăрнă. Чи аслă кӗрӳ — 72 ҫулта, чи асли çураçнă хӗр — 63 ҫулта. Чи ҫамрӑк каччӑ — 19 ҫул, ҫураҫнӑ хӗр — 17 ҫул тултарнă. 64 ҫулти пӗр район çынни — чи аслă çулсенчи атте, 42 ҫулта ача çуратнă хӗрарăм — чи аслă çулсенчи анне пулса тăчӗ. Районти чи ҫамрӑк анне вара — 19 ҫулта, чи çамрăк атте 23 ҫул тултарнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев