Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Тӗн вулавӗсем: вунҫиччӗмӗш хут

Мучелей ялне тӗрлӗ енчен ентешсем, тӗн представителӗсем, хӑнасем пуҫтарӑннăччӗ

«Мучелей вулавӗсем» ятлă тӗн пухӑвне кӑҫал вунҫиччӗмӗш хут ирттерчӗç, вăл августӑн 17-мӗшне тӳрӗ килчӗ. Тата тепӗр хăйне евӗрлӗх — тӗн пухăвӗ çӗнӗ паркра иртрӗ.

Аса илтеретпӗр, тӗн пухӑвӗ пӗрремӗш хут 2008 ҫулта, Мучелей ялӗн 500 ҫуллăх юбилейӗ, ялти мечете хута янăранпа 10 ҫул çитнӗ май, тутар драматургӗ Туфан Миннуллин пилленипе иртнӗччӗ. Унта пулнӑ ученӑйсем, тӗн деятелӗсем ҫак мероприятие пысӑка хурса хакласа, ӑна ҫулсеренех ирттерме йышӑннӑччӗ. Халӗ ҫак тӗн мероприятийӗ пирӗн район бренчӗ пулса тӑчӗ, регионсем хушшинчи шая тухрӗ. 

Тӗнӗмӗре, нацие, чӗлхемӗре, культурăна, халӑхăн йӑли-йӗркисене, традицийӗсене, тутар ялӗсене упраса хӑварас тата аталантарас тӗслӗхсене кăтартса паракан Мучелей вулавӗсен хакӗ калама ҫук пысӑк, масштабӗ те анлăланса пырать. Унта кăçал Раҫҫейри тӗрлӗ регионсенчен: Ульяновск, Чӑваш Ен, Нижний Новгород, Самара, Пенза тата Мордови облаçӗсенчи тӗн представителӗсемпе хӑнасем хутшӑнчӗç, вăл Çемье çулталăкӗнче «Çемье хаклăхӗ тата халяль пурнăç йӗрки» ятпа иртрӗ. «Мучелей вулавӗсем» Тутарстан Республикинчи мусульмансен Тӗн управленийӗ, Пӗтӗм тӗнчери тутар конгресӗн пулӑшнипе иртеҫҫӗ. 

Тӗн пухӑвӗ кашни ҫул мӗнле-тӗр ҫӗнӗлӗхпе асра юлать. Кӑҫалхи çулăн хăйне евӗрлӗхӗ — вӑл ял варринче туса лартнӑ «Ҫамрӑклӑх паркӗнче» ирттерни пулчӗ пулас. Кунта ял ҫыннисем валли канмалли вырӑнсем, чаплӑ сцена йӗркеленӗ. Ҫитес вӑхӑтра парка кӳлӗ те илемлетӗ.
Хисеплӗ хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ хыҫҫӑн, вӗсене анлă масштаблӑ курав пăхма сӗнчӗç. Куравра тутар-мишер халӑхӗн капӑр тумӗсене, йӑх-ăру, ăрусен кӗнекисене, ҫемье реликвийӗсене, халӑх инструменчӗсене, харпӑр хӑй архивӗн экспоначӗсене курма пулчӗ.

Ҫавӑн пекех, хутшăнакансене ятарлă палаткӑсенче Хусан хулинчен килнӗ ятарлă ӑстасем тӗрӗсемпе, наци орнаменчӗсемпе сӑрантан изделисем тăвасси пек алă ӗçӗсем, йӑх-ăру йывăççин тӑвасси, дизайн-проектсем туса хатӗрлесси, ӑру историйӗ ҫинчен кӗнекесем ҫырасси енӗпе ӑсталӑх класӗсем ирттерчӗҫ. 

Ҫемье-хаклӑхӗ — ачасем

Сӑваплӑ мероприяти Коран вулассинчен пуҫланчӗ. Тӗн пухӑвне уҫнӑ май, район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров мероприяти пӗлтерӗшне палӑртрӗ.

— «Мучелей вулавӗсем» — йӑла-йӗркесене, чӗлхене, тӗне упраса хӑварас тӗллевлӗ пысӑк мероприяти. Кунта пулса курнӑ кашни ҫын хӑйӗн ачалӑхне таврӑнать, чун-чӗринчи асаилӳсене çӗнетет, паллах ӗнтӗ, тӑван енӗ ҫинчен шухӑшлать. Ҫак мероприятире пирӗн нацин пӗтӗм пуянлӑхӗ палӑрать — вӑл малалла тăсăлтăр! — терӗ вӑл. Уява йӗркелес ӗҫсене хӑй ҫине илнӗ, ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Ильмир Измайлова тав турӗ. 

Тутарстанăн Тӗп казыйӗ Джалиль хазрат Фазлыев:

— Ҫемье хаклӑхӗсене илес пулсан, эпӗ унăн хакӗ ачасенче тесе каланӑ пулӑттӑм. Ача пулмасан, ҫемье пулмасть вăл. Ӗлӗк икӗ енлӗ ҫуртра, асламӑшӗ, аслашшӗ, ывăлӗ-кинӗ, 6-7 ача ӳснӗ. Паян çав тери илемлӗ ҫуртсем, шалта вара пуш-пушах, ашшӗ-амӑшне ҫеҫ мар, ачисене те вырӑн ҫук. Шухӑшласа пӑхар-ха çакăн çинчен! Пурăнма мӗнпур майсем пур. Тӗн патне таврӑнни чӗлхе çинче ҫеҫ мар, ӗçпе те пултӑрччӗ малашне. Нацийӗмӗр, тӗнӗмӗр пурӑнччӑр тесен, ачасем пӗрле килӗштерсе пурӑнмалла.

Ӗҫчен ҫынсем — ял мӑнаҫлӑхӗ

Кашни регион хӑйӗн тăрăшуллă, паллă ҫыннисемпе чапа тухать. Çавăн пек ҫынсем Мучелей ялӗнче те нумай. Уяв мероприятийӗнче вӗсене чысларӗҫ.
Ял хуҫалӑхӗнче тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн «Ҫӗпрел районӗ йӗркеленӗренпе 90 ҫул» асăнмалăх медальпе Нурислям Шайхуллович Исметова наградӑларӗç. Вӑл 42 ҫул «Авангард» колхозра ӗҫленӗ, паян тивӗҫлӗ канура.

Мучелей ялӗнче пурӑнакан ӗҫ ветеранӗсем: Флюра Файзрахмановна Аббазова, Хрия Гараевна Ахметова, Рашида Абдулхаковна Амерханова, Флюра Абдулхаковна Измайлова, Башир Адельзянович Шарафутдинов район пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвне тивӗҫлӗ пулчӗç.

Мучелей ялӗнче тумхахлă пурнăç çулӗпе утакан, пӗр-пӗрне юратса пурăнакан çемьесем пур. Ҫемье çулталӑкӗн шайӗнче Муратовсен, Исметовсен, Тазетдинсен ҫемйисем чысларӗç.

Çавăн пекех, паянхи кун çывăх çыннисем Тӑван çӗршыв сыххинче тăракан, тăнăçлăха сыхланă çӗрте пай кӗртекен ҫемьесем те манăçăнмарӗç. Тӗн управленийӗ, Пӗтӗм тӗнчери тутар конгресӗн ятӗнчен ҫак кун саламсемпе парнесем нумай пулчӗç.
Мероприятие йӗркелекенӗ çӗрте пысăк пай кӗртнӗ ял ҫыннисене, спонсорсене тав сӑмахӗсем каларӗç, парнесем пачӗç. 

Римма Сафиуллова, Теччӗ районӗ:

— 17-мӗш хут ирттереççӗ пулсан та, ҫак мероприятие пуҫласа хутшӑнтӑм. Тӗлӗнмелле содержаниллӗ уяв. Йӗркелекенсене пысӑк тав, вӗсем пирӗн наци хаклӑхне упрас енӗпе пысӑк ӗҫ тӑваҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев