Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Район пуҫлӑхӗ Раштавпа саламларӗ

Январӗн 7-мӗшӗнче православи тӗнне ӗненекенсем чи пӗлтерӗшлӗ уявӗсенчен пӗрне – Христос Çуралнă куна – Раштава палăртса ирттерчӗç

Раштав умӗнхи çӗрле Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров Чăваш Ҫӗпрел ялӗнчи Таса Турӑ Амăшӗн Пукравӗ ячӗллӗ чиркӳре пулчӗ. 

Литурги пуçланас умӗн район пуçлăхӗ православи тӗнӗн представительсемпе тӗл пулчӗ, хăйӗн ырă сунăмӗсене пӗлтерчӗ.

— Районти хисеплӗ православи христианӗсем! Хаклӑ тусӑмсем! Христос Çуралнин Ҫутӑ Уявӗпе чӗререн саламлатӑп! Ҫак ҫутӑ кунсем ҫывӑх çынсен тимлӗхӗпе та ырӑ ӗҫсемпе тулччăр, кашни килтех ӑшӑпа канлӗх атмосфери хуҫалантӑр! Сире тата çывăх çыннăрсене тӑнӑҫлӑх, ырлӑх, пӗр-пӗрне ӑнланулăх кӳтӗр, юрату, телей, чун хавалӗ сунатăп, пур пуҫарусенче те ӑнӑҫу пултăр! — терӗ вăл.

Раштав уявӗ ячӗпе литургие настоятель-иерей Димитрий Байгушев ирттерчӗ. Ҫавӑн пекех, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Виталий Землемеров та хутшӑнчӗ. Вӗсем те аслă уявпа — Раштавпа — саламларӗç, тăнăçлăхпа сывлăх сунчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев