Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Тӳлевсене компьютер урлӑ

Нихăçан та кая мар: аслă çулсенчисем тӳлевсене электронлă майпа пурнăçлама вӗренеççӗ

Электронлӑ тӳлевсем ҫинчен пӗлмен çын çук та пулӗ. Ҫапах та нумайӑшӗ яланхи пекех почтӑна, банка каяҫҫӗ, черетре тӑраҫҫӗ, пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ тата ытти пулӑшу ӗҫӗсемшӗн тӳлевсене пурнăçлаççӗ. Электронлӑ тӳлевсем –  çак черетсене пӗтермелли, халӑхăн хăтлăхӗшӗн шухăшласа тупнă тӳлемелли.

Паллӑ ӗнтӗ, интернет сетӗнчи тӳлевсене Тутарстанри патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвӗсен порталӗнче uslugi.tatarstan.ru сайтра пурнӑҫлаҫҫӗ. Порталта уйрăм кабинет туса, эсир пур тӳлевсем ҫинчен те информацие  упрама, кирлӗ чухне хӑвӑрӑн шут-хисепӗре улшӑнусем кӗртме, кирлӗ пулсан вӗсене тытса пыма пултаратӑр. Уйрăм кабинет тӑвас тесен сайтра мобиль телефонӗн номерне кӑтартса, шанчӑклӑ парольпе ҫеҫ усӑ курмалла.

– Пирӗн пурнӑҫ кулленех цифрăллă пулса пырать, ҫавӑнпа электронлӑ тӳлевсем – вӑхӑт ыйтӑвӗ. Паянхи кун патшалӑх порталӗнче 240 электронлӑ пулӑшу ӗҫӗсемпе сервиссем тӗл пулаҫҫӗ.  Чи популярли – «автоплатеж» сервис. Ун урлӑ тӗрлӗ тӳлевсене (пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн, ҫул-йӗр правилисене пӑснӑшӑн штрафсемшӗн, ача сачӗшӗн, çав шутра, интернетшăн, караслă телефоншăн тӳлевсем) тӳлеме пулать. Портал урлă халăх врач патне, ытти учрежденисене йышăнăва, шкулсене, ача сачӗсене заявленисем ҫырса хӑварма, кайран вӗсен статусне сӑнама пултарать. Пӗр сӑмахпа каласан, электронлӑ майпа тӳлевсем тума ҫӑмӑл, меллӗ тата вӑхӑт та перекетленет. Компьютерӗ пулман ҫынсемшӗн порталӑн мобильлӗ приложенийӗ ӗҫлет, ҫавӑн пекех тӳлевсене инфоматсенче «Электронлӑ Тутарстан» хушăм урлă та пурнӑҫлама пулать. Халӑх валли патшалӑх порталне вырӑсла тата тутарла туса хатӗрлени те меллӗ. Кунта тӳлевшӗн процентсем илмеҫҫӗ. Районти ҫынсене электронлӑ тӳлевсемпе усӑ курма сӗнетӗп, – тет районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин экономика ыйтӑвӗсем енӗпе ҫумӗ Ильмир Измайлов.

Эпир, ҫамрӑк ăру, мӗнпур тӳлевсене çав портал урлă тӳлетпӗр. Аслӑ ӑру вара ҫӗнӗлӗх ҫине те шикленерех пӑхать. Ҫавна май пенсионерсен союзӗн районти уйрӑмӗн ертӳҫи Дилюза Азизова аслă çулсенчисене хӑй патне уроксене чӗнет. – «Аслă çулсенчи çынсем хушшинче компьютер пӗлӳлӗхне ӳстересси» проект шайӗнче эпир специалистсем чӗнтерсе, вӗренӳсем ирттеретпӗр, – тет. – Ҫак кунсенче кӑна Фирдауса Яфизова аслă çулсенчисемшӗн уйрăм кабинетпа усӑ курас, шут-хисеп приборӗсен кӑтартӑвӗсене парас, онлайн урлă квитанцисем тăрăх тӳлес, пурнӑҫланă операцисене тӗрӗслес, интернет урлӑ тӗрлӗ консультаци илес енӗпе мастер-класс ирттерчӗ.

Аслă çулсенчисем те çакăнпа питӗ интересленеççӗ, паллах.

Нурлезиган Айметдинова:

– Электронлӑ тӳлев меслечӗ питӗ меллӗ. Темиҫе ҫул хушши ҫак майсемпе усӑ куратӑп. Сирӗн банк картти ҫинче укçăр пулсан, çак ӗçе хӑҫан тӑвас тетӗр ҫавӑн чухне пурнăçлама пултаратӑр. Чи пахи, черетре тӑма та кирлӗ пулмасть.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев