Тимур Сулейманов: «Малтисен юхăмӗ» – вăл пӗр шухӑшлисен команди
Района Тутарстан Республикин Раисӗн пулăшуçи, Раççейри «Малтисен юхăмӗ» ачасемпе çамрăксен юхăмӗн республикăри уйрăмӗн ертӳçи Тимур Сулейманов килчӗ
Тимур Сулейманов тӗлпулу вăхăтӗнче «Малтисен юхăмӗн» тӗллевӗсем, принципӗсемпе хаклăхсем ҫинчен, организаци мӗнпе интереслесси тата унта мӗнле хутшӑнасси ҫинчен каласа пачӗ.
– «Малтисен юхăмӗ» – вăл пӗр шухӑшлисен команди. Ҫак юхӑмӑн миссийӗ – Раççей, ҫынсемпе юхăмра пӗрлӗхлӗ пулса, малалла ăнтăлни. «Малтисен юхăмӗ» – чи лайăх вӗренекенсене, экзаменсенче çӗршер балл пухакансене, олимпиадӑсен ҫӗнтерӳҫисене ҫеҫ мар, питӗ нумай идейисем, энергийӗ пулнă, нумай пӗлекен ахаль шкул ачисен организацийӗ. Ӑҫта ямалла ку энергие? Паллах, лайӑх енне. Командăра кашни яш-кӗрӗм хӑйне кӑмӑла каякан, интереслӗ ӗҫ тупӗ, – терӗ Тимур Сулейманов.
Тӗлпулӑва Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров та хутшӑнчӗ. Вӑл районти ҫамрӑксен интересӗсем, хавхаланӑвӗсем, ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен каласа пачӗ.
– Пирӗн районти ҫамрӑксем питӗ активлӑ. Вӗсем хӑйсене культура, спорт, наука çул-йӗрӗ енӗпе хăйсене кӑтартаҫҫӗ, ăнăçусем тӑваҫҫӗ. «Малтисен юхăмӗнче» те нумайӑшӗ хӑйсен таланчӗсене уҫса парасса шанатпӑр. Паллах, эпир те вӗсемпе пӗрле пулӑпӑр, – терӗ вӑл.
«Малтисен юхăмӗ» совет саманинчи пионери пекех, анчах ҫӗнӗ идейӑсемпе тата хальхи шухӑшсемпе уйрӑлса тӑрать. Юхăмăн хӑйсен атрибутики пулать. Юхăм наука, спорт, искусство, медиа, волонтерлăх, ӗҫ тата ытти нумай ҫул-йӗрсенчен тӑрать. Проекта пула ҫамрӑксем хӑнӑхăвӗсене аталантарма, хӑйсенекилӗшекен занятисем, туссем тупаҫҫӗ.
Ачасемпе калаҫнӑ хыҫҫӑн Тутарстан Республикин Раисӗн пулăшуçи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсен представителӗсемпе те тӗл пулчӗ. Вӗсем ачасемпе ҫамрӑксемшӗн пӗрлехи воспитани тата аталану хутлӑхне йӗркелесси пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине сӳтсе яврӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев