Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Тимур – кăçалхи çуркуннен пӗрремӗш салтакӗ

Ҫӗпрел районӗнчен 2020 ҫулта, пӗрремӗшӗ пулса, Тимур Хафизов ҫар службине кайрӗ

Призывниксемшӗн пулнă медицина тата призыв комиссине Çӗпрелӗн 70 ытла ҫынни иртнӗ. Паян пӗрремӗш ушкӑнпа вара, пурӗ те пӗр каччă Шланка ялӗнчи Тимур Хафизов çар тивӗçне пурнăçлама кайрӗ.

Ăна ăсатма килнисем, йӑлана кӗнӗ пек, Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнчи П.В. Дементьев ячӗллӗ парка пуҫтарӑнчӗҫ. Çӗпрел районӗнчи Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫин çумӗ, запасри медицина службин ҫар капитанӗ Айрат Залялов, Шланга ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Альберт Мухарямов, спорт тата ҫамрӑксен ӗҫӗсен пайӗн начальникӗ Руслан Вильданов, районти «Форпост» обществăлла йӗркене сыхлас енӗпе ҫамрӑксен центрӗн директорӗ Ильдус Валиуллин, Тутарстан Республикинчи Пăва тата Ҫӗпрел районӗсен ҫар комиссариачӗн представителӗ Нуршат Салихова тухса калаçрӗç.

– Ывӑлăмăр ҫар службине кайнӑшӑн эпир савӑнатпӑр. Ҫар службине пурнӑҫ шкулӗ тесе ахальтен каламаҫҫӗ. Ҫамрӑк ҫыннӑн малашнехи пурнӑҫ валли те пиҫӗхмелле. Эпӗ, хам та, Германире сержант званийӗнче ҫар службине ирттертӗм. Танкист пултăм. Ывăлăмăр ырă-сывӑ таврӑнтӑрччӗ, çӗршывра тӑнӑҫлӑх пултӑр», – терӗ Раис Хафизов та.

Тимурпа та калаçса илтӗм. «Ҫар службине каймалла ӗнтӗ. Килӗшсен, анчах вӑрттӑнлӑхра кăна, тен, контрактпа та юлӑп», – терӗ вăл.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев