Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

«Телейлӗ пурнăç никӗсӗ – пӗр-пӗрне çул пани»

Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗнче, районта çемьеллӗ пурнăçпа пурăнакан  юбилярсене саламларӗç. Вӗсен  хушшинче  Алешкин-Саплăк ялӗнчен Марковсен, Кивӗ Шемӗршел ялӗнчен Минкинсен, Гомеровсен тата Тутар Шатăршан ялӗнчен Хусаиновсен  ҫемйисем пурччӗ

«Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров: «Сире чун-чӗререн ҫак ҫутӑ уявпа саламлатпӑр. Сирӗн пурнӑҫ ҫулӗ пирӗншӗн мăнаçлăх. Телей, çемйӗр тата та ҫирӗпрех пултăр, тăнăçлăх, килӗшӳлӗх хуçалантăр тесе сунатпӑр. Эсир – ҫамрӑк ҫемьесемшӗн тӗслӗх», – терӗ вӑл юбилярсене.

Алешкин-Саплăк ялӗнче пурӑнакан Марковсен çемйи халăх хушшинче хисепе тивӗçлӗ, çитӗнекен ăрушăн тӗслӗхлӗ çемье.

Нина Игнатьевнӑпа Валерий Васильевич 50 ҫултан ытла пӗрле пурӑнаççӗ. Ҫемье пуҫлăхӗ чылай вӑхӑт хушши ертӳçӗ вырăнсенче ӗçлет. Вăл 1990-2009 ҫулсенче ял Совет ертӳçи, вырӑнти самоуправлени пуçлăхӗ, Алешкин-Саплӑк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулса вăй хурать. Хальхи вӑхӑтра тивӗçлӗ канури  ӗҫ ветеранӗ.

Район администрацийӗн  пуçлăхӗн Хисеп грамотипе, Федераллă патшалӑх статистика службин кӑкӑр çине çакмалли паллипе, район пуҫлӑхӗн Хисеп грамотипе, Тутарстан Республикин Патшалӑх Совечӗн Тав ҫырӑвӗпе те  парнеленнӗ çемье пуçлăхӗ.

Нина Игнатьевна Ульяновскри педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ, ӗмӗрӗпех Алешкин-Саплăк вӑтам шкулӗнче математика тата физика вӗрентекенӗ, ҫавӑн пекех воспитани ӗҫӗсем енӗпе директорӗн çумӗ пулса ӗçленӗ. Педагогика стажӗ – 42 ҫул. Вӗренекенсене воспитани панă çӗрти тата вӗрентӳ ӗҫӗсемшӗн пысӑк парнесемпе чысланнă ӗҫ ветеранӗ.

Вӗсен ҫемйисенче ӑшӑлăх, юрату тата пӗр-пӗрне хисеплесси хуҫаланать. Пурнӑҫри тӗп пуянлăхӗсем – ачисемпе мӑнукӗсем. «Вӗсене ӗçе юратма, ыттисене хисеплеме вӗрентсе ӳстерме  тӑрӑшрăмăр», – теҫҫӗ.

Марковсен ҫемйине «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» медальпе  парнелерӗç.

Минкинсен ҫемйи вара кӑҫал пӗрле пурăнма тытăннăранпа 65 ҫул çитнине палӑртрӗ. Вӗсем сивӗ январь уйăхӗн кунӗсенче çырăннă.

Султан Кадырович ӗмӗрӗпех колхозра механизатор пулса ӗҫленӗ. Çар службин ҫулӗсенче вӑл тӑрӑшуллӑ, ҫамрӑксемшӗн тӗслӗхлӗ пулнă, ӗçӗнче лайӑх кӑтартусем çӗнсе илнӗ, нумай хутчен Хисеп грамотисемпе парнеленнӗ, районти ял хуҫалӑх передовикӗсен слечӗсенче хутшӑннӑ.

Фагима Гиниятовнан шӑпи  колхоз ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ. Ӗлӗкхи ҫулсенче чӗкӗнтӗр, пахчаҫимӗҫ ӳстернӗ çӗрте малтисен ретӗнче пулнă.

Минкинсем тӑватӑ ача пӑхса ӳстернӗ. Вӗсем ӗҫчен, сӑпайлӑ, тӳрӗ кӑмӑллӑ, аслӑ пӗлӳллӗ, республикăра ертӳçӗ посчӗсенче ӗҫлеҫҫӗ.

 

«Халӗ те пулсан эпир 65 ҫул пӗрле пурӑннине  ӗненме пултараймастпӑр. Ӗнер кăна пулнӑ пек. Телейлӗ пурнӑҫăн  никӗсӗ - пӗрне-пӗри çул пани», – теççӗ Минкинсем.

Реклама

 

Хусаиновсен çемйи:

– Мӑшӑрланнă чухне эпӗ самаях ҫамрӑкчӗ. Анчах унпа  пӗрле пулассине çавăнтах ӑнлантăм. Ҫамрӑксене çакна калассăм килет, юратса, кăмăлтан пӗрлешмелле. Умăрта тăракан çын сирӗн шăпăр иккен, эсир ҫакна туятӑрах, – тет Минзиган Мубиновна. Вӗсем пӗрре курса пӗр-пӗрне юратса пăрахаҫҫӗ. Çакăн  ҫинчен Зарифулла пичче: «Хӗрсем нумайччӗ, вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсем, арҫынсем сахал. Анчах  Турӑ çырни, кăмăла кайни Минзиган пулчӗ»,  –  тет.

– Эпир те, вӗсен çемйи те,  аттесене вӑрҫа ӑсатса, аннесемпе ҫичшер ачапа тӑрса юлнă. Аттесем те вӑрҫӑран таврӑнман. Эпир курманни юлмарӗ. Вутӑ та каснӑ, уй-хирте те  ӗҫленӗ. Пурнӑҫа та иксӗмӗр пӗрле туртрӑмӑр, начарах пурăнман, мухтав Турра, – тет çемье пуçлăхӗ.

Зарифулла пичче ӗмӗрӗпе ял мулли пулнă. Халӗ мечӗте çӳрет. Сӑмах май, вăл  кӑҫалхи август уйӑхӗнче 90 ҫулхи юбилейне палӑртӗ.

Гомеровсен ҫемйи хӑйсен йышлă ҫемйипе мăнаçланать. Вӗсем ачисемпе, мăнуксемпе, кӗçӗн мăнуксемпе  пӗрле – 38 ҫын!

– Пурнӑҫăмăр  колхозра пуҫланчӗ, ӗç çулӗ те колхозра вӗҫленчӗ. Пӗрлехи пурнӑҫăн вӑрттӑнлӑхӗ – эпир туслӑ пурӑнтӑмӑр. Эпӗ лашапа ӗҫрен таврӑннӑ çӗре апат пиçнӗ, хапхана уçса хунă. Эпӗ ӗçрен таврăннă çӗре нихăçан та хапха хупă пулман, – тет Джаудат пичче.

Пӗрле çемьеллӗ пурнăç пурăнма пуҫлани те асăнмалăх вӗсен. Паллашсан, нумай çул çӳресе тăман – Джаудат пичче Фидаия аппана вӑрласа каять, çапла вара çемье çавăрса яраççӗ.

– Çуркунне пуçламăшӗнче пулчӗ çакă. Сурăхсен ферминчен юлташ хӗрӗсемпе таврăнатчӗ Фидаия. Çурхи ейӳ вăхăчӗ. Çырма урлӑ каҫнӑ чухне йăтса илсе каçартăм та, вăрласа та таврăнтăмăр туссемпе пӗрле. Фидаиян ашшӗпе аслашшӗ лаша çине утланса таврăннă пулнă çак вăхăтра, лавккана кӗрсен ӑна: «Хӗрӗре вăрласа каяççӗ вӗт», –  тенӗ. Асатте тепӗр кунне ирхине: «Чунпа хӗрӗмӗре каялла илсе килме те шутларăм. Унтан, юрӗ ӗнтӗ, качча кайтăр ӗнтӗ, çемьеллӗ пултăр, терӗм хама», тесе калаçрӗ. Эпир çырăнма та кайман сельсовета. Ӗлӗк вӗт вăл çавăн пекех çирӗп марччӗ. Юлташăм, Джаудат, секретарьччӗ, ҫырса хутăм сире тенӗччӗ.  Аннене, налуксем тӳлеме кайсан, эпир çырăнни çинчен свидетельство парса янăччӗ. Ҫапла пуҫланчӗ пирӗн пурнӑҫ ҫулӗ,– тесе аса илчӗ Джаудат пичче.

– Пурнӑҫра пурте пулать, ҫамрӑксен чӑтӑмлӑ пулмалла. Питех те хӗрарӑмăн, –  тесе çирӗплетет мăшăрӗн сăмахӗсене Фидаия аппа та.

Ҫапла, ҫак ҫемьесен никӗсӗнче –  пӗр-пӗрне юратни, шанчӑклӑх, тӳрӗ кӑмӑллӑх, пӗр-пӗрне хисеплени, пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурăнма пӗлни. Ҫавӑнпа та вӗсем паян телейлӗ пурӑнаҫҫӗ, хӑйсем хыҫҫӑн та лайăх пахалăхсемпе воспитани илнӗ ăру хӑварнă.

Справка

Районти ЗАГС уйрӑмӗн даннăйӗсем енӗпе, 2021 ҫулта  40 ҫемье 50 ҫул пӗрле, 26 – 55 ҫул пӗрле, 5 ҫемье 60 ҫул пӗрле, 3 ҫемье 65 ҫул пӗрле пурӑннине палӑртать. Кӑҫалхи çул вара   25 мӑшӑр ҫемье ҫавӑрнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев