Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Телейлӗ ӳс, пепке!

Вячеславпа Регина Васильевсен ҫемйи иккӗмӗш хут атте-анне пулса тӑчӗ. Больницăран амăшӗпе ачине кӑларассине Анне кунне уявланӑ кун, савăнăçлă лару-тăрура йӗркеленӗччӗ

Васильевсене ҫак пулăмпа район пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин, ЗАГС пайӗн начальникӗ Альбина Шарафутдинова, районти тӗп больницӑн тӗп врачӗн çумӗ Иосиф Кукушкин, врач-акушер Светлана Тяхина, медицина ӗҫченӗсем саламларӗҫ.

Демьяна (Васильевсем ывӑлне çапла ят панă) ача çуратмалли уйрăмран илсе тухма унăн 2 ҫулти тетӗшӗ Радмир, ашшӗ Вячеслав, асламӑшӗ, тӑванӗсем килнӗччӗ.

— Халӗ кам ҫуралассине малтанах пӗлетӗн вӗт, эпир те çакăн çинчен тӗрӗссине пӗлсен, ывӑл валли Демьян ята суйласа илтӗмӗр. Вӑл «çӗнтерӳҫӗ» тенине пӗлтерет, — терӗ Вячеслав Николаевич, пӗчӗк ывӑлӗ ҫинчен куҫне илмесӗр, хӑй савӑннине пӗлтерсе.

Демьянăн асламăшӗ те, Людмила Анатольевна: «Манӑн халӗ тӑватӑ мӑнук. Тӑваттӑшӗ те арҫын ачасем. Ачамсем хӗр пӗрчи-мӑнук та парнелӗç-ха, ырă-сывӑ кăна пулччӑр», — тесе тав турӗ вӑл тухтӑрсене.
Людмила Анатольевна каланӑ тӑрӑх, ҫамрӑксен ача ҫуратма Ульяновск хулине кайма тивӗçлӗ пулнӑ. Анчах Демьян çуралма васканă — районти тӗп больницăна çул тытнă. «Юрать-ха çапла турăмăр, веçех лайăх иртрӗ, Ульяновск — инçе, ҫул ҫинче юлнӑ пулсан, мӗн тунӑ пулӑччӗç-ши...», — тет асламăшӗ.

Регинӑпа Вячеслав Васильевсем Алешкин-Саплăк ялӗнче, ашшӗ-амӑшӗ патӗнче пурӑнаҫҫӗ. Ҫемье пуҫлӑхӗ Тăваньел ялӗнче клуб заведующийӗ пулса ӗҫлет, Регина вара, декрета тухиччен банкра ӗҫленӗ.
Телейлӗ ашшӗ-амӑшне ертӳçӗсем саламласа, ача валли кирлӗ япаласем, чи пахи вара, ача ҫурални ҫинчен çирӗплетекен документ пачӗç. Ырлăхпа, сывлӑхпа тата телейлӗ пурăнма сунчӗç.

Справка

Тутарстанстатăн даннăйӗсем енӗпе, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Çӗпрел районӗнче 101 ача ҫуралнӑ. Районти ЗАГС пайӗнче 65 ача çуралнине регистрациленӗ. 16 ҫемьере пӗрремӗш ача ҫуралнӑ, 21 çемьере — иккӗмӗш ача, 19 çемьере — виççӗмӗш ача, 9 ҫемьере тăваттăмӗш тата унран ытларах ача ҫут тӗнчене килнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев