Телейлӗ пулăр!
Денис Черновпа Кристина Данилова Çӗпрел районӗн 2023 çулăн пӗрремӗш мăшăрӗ пулчӗç
2023 ҫулхи январӗн 21-мӗшӗнче Ҫӗпрел районӗнчи ЗАГС пайӗнче ҫӗнӗ ҫулăн пӗрремӗш мăшăрӗ регистраци иртнине алă пусса çирĕплетрĕ.
Денис Черновпа Кристина Данилована – икӗ ҫамрӑк чӗрене интернет уҫлӑхӗ пӗрлештернӗ. Малтан вӗсем пӗр-пӗрне ҫыра-ҫыра тăнă, унтан тӗл пулса, пӗр-пӗрне пӗрре пӑхсах юратса пӑрахнӑ. «Интернет урлă ҫырса тăнă чухне нимӗнле туйӑмах та çук пек туйӑнатчӗ, анчах тӗл пулсан, эпӗ ку чӑн юрату иккенине ӑнлантӑм», – тет Денис. Ҫамрӑк ҫынсем икӗ ҫул хушши хӑйсен туйӑмӗсен ҫирӗплӗхне тӗрӗслеççӗ, юлашкинчен кӑҫал çемье çавăрма шут тытнă. «Эпир вӑхӑт ҫитнӗ пулӗ ӗнтӗ, тесе шутларăмăр», – теҫҫӗ.
Денис – Кивӗ Упи ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӗсем ҫемйипе Кивӗ Тăваньел ялне куҫаççӗ. Шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн вӑл Ульяновск хулинчи колледжа вӗренме кӗрет. Унтан ҫар службинче пулнӑ, паян Мускавра вахта меслечӗпе ӗҫлет.
Çураҫнӑ хӗр вара Ульяновск облаҫӗнчен. Шкул хыҫҫӑн Кристина медицина сестрин профессине суйласа илет. Хальхи вӑхӑтра Ульяновск облаҫӗн клиника больницинче ӗҫлет.
Çамрăк мăшăра çемье çавăрнă ятпа саламлама Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров килнӗччӗ. Вӑл пурнӑҫра чи паллă кунсем нумаях маррине, вӗсенчен пӗри – туй кунӗ пулнине палӑртрӗ.
– Паян эпир ҫӗнӗ ҫемье йӗркеленнине куракансем пулса тӑтӑмӑр. Сире ҫемье телейӗ, сывлӑх, пӗр-пӗрне ӑнлану тата тӑнӑҫлӑх сунатӑп, – терӗ вӑл, ҫемьери пӗрремӗш документа – мӑшӑрланăва регистрациленине çирӗплетекен свидетельствӑна тата асӑнмалӑх парне парса.
Ҫамрӑксем ҫӗрӗсемпе ылмашӑнчӗҫ, мӑшӑрсем пулнă май, ҫӗнӗ статусра пӗрремӗш вальс ташларӗç, хӑнасенчен ырӑ сунăмсем нумай йышăнчӗç.
Ҫӗпрел районӗнчи ЗАГС пайӗн начальникӗ Альбина Шарафутдинова каланӑ тӑрӑх, 2022 ҫулта 72 мӑшӑра регистрациленӗ, 2021 ҫулхинчен 7 мӑшӑр ытларах.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев