Телей, çӗнтерӳ, ăнăçусем илсе кил эс, Çӗнӗ çул!
Çӗнӗ çултан кашниех мӗн-тӗр кӗтет. Питех те ачасем... Çак кунсенче вӗсем валли район шайӗнче тӗрлӗ мероприятисем иртеççӗ
Район пуçлăхӗ Марат Гафаров
Çӗнӗ çул тата Раштав уявӗ ячӗпе саламлани
Хисеплӗ Çӗпрел çыннисем, районăн хăнисем!
Сире пурне те Ҫӗнӗ, 2024 ҫулпа тата Çутӑ Раштав уявӗ ячӗпе ӑшшӑн саламлатӑп! Ҫӗнӗ ҫул – кашнийӗншӗн тахҫантанпа кӗтнӗ уяв. Вӑл яланах пуласлӑха пулнă ҫӗнӗ шанчӑкӗсемпе ҫыхӑнса тӑрать. Ҫак вӑхӑтра вăл тӑвансемпе, туссемпе, ҫемьепе ӑшӑ та туслӑ лару-тӑрура пӗрле пухӑнса, иртнине пӗтӗмлетсе, малашнехи плансене палӑртма та лайӑх вăхăт.
2023 ҫул пирӗн районшӑн пӗлтерӗшлӗ пулӑмсемпе пуян пулчӗ. Вӗренӳ, культура, сывлӑх сыхлавӗн объекчӗсен анлӑ строительстви пынӑ, нумай функциллӗ центр уҫнӑ, социаллӑ тӗллевлӗ нумай объекта тӗпрен юсанӑ. Ҫавӑн пекех районта ҫул-йӗр строительстви анлă калăпăшра пырать, пӗчӗк тата вӑтам бизнес аталанать, федераципе республика программисем пурнӑҫланаҫҫӗ. 2023 çул, çавăн пекех, сӑнавсемпе те тулли пулчӗ. Ҫак ҫул ятарлӑ ҫар операцийӗ малалла пырать, хăш-пӗр çемьесене хуйхă илсе килчӗ. Паян та пирӗн каччăсемпе арҫынсем Украинӑра хӑйсен мӑн аслашшӗсем Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче кăтартнă паттӑрлăхсене кӑтартаҫҫӗ. Ятарлă çар операцине хутшӑнакансем ырă-сывă таврӑнасса, тӗнчере, тинех, тăнăçлăх вырнаçасса та эпир сирӗнпе пӗрле, чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр.
Хаклӑ тусăмăрсем! Районти мӗнпур ҫитӗнӳсем – пурте пӗрле тӑрӑшнин кăтартăвӗ. Районӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне тивӗҫлӗ тӳпе хывакансене пурне те тав тӑватӑп. Эпир пурте пӗрле чухне, кирек мӗнле йывӑрлӑхсене те ҫӗнтерсе, чи кӑткӑс задачӑсене татса парӑпӑр, тесе шутлатӑп. Часах 2024 ҫула кӗретпӗр. Ҫитес ҫул ҫутӑ идейӑсен, лайӑх улшӑнусен, паллӑ пулăмсен ҫулталӑкӗ пултӑр. Кашни килтех тӑнӑҫлӑх, савӑнӑҫ, килӗшӳ пултӑр! Сире ырлăх-сывлӑх, уяв кӑмӑл-туйӑмӗ, тӑнӑҫлӑх сунатӑп! Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе, уявсемпе!
Марат ГАФАРОВ, Ҫӗпрел муниципаллă районӗн пуҫлăхӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев