Техника утă çине хатӗр-и – çакна тишкерчӗç
Утă çулма вăхăт çитрӗ
Районти обществӑсемпе агрофирма филиалӗсенче хӗл каçармалли тапхăр валли выльăх апачӗ хатӗрлес ӗçре хутшăнакан техникăсен хатӗрлӗхне уçăмлас тӗллевпе ятарлă тишкерӳ ирттерчӗç.
Семинарта район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров хутшăнчӗ. Комисси составӗнче ТР Министрсен Кабинечӗн ветеринари надзорӗн тата патшалăх надзорӗн Апас территориаллă уйрăмӗн консультанчӗ Зуфар Мазитов, Хусанти патшалӑх агроуниверситечӗн техносфера хӑрушсӑрлӑхӗн кафедрин заведующийӗ И.Гаязиев тата районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн начальникӗ Талгат Халитов, «Гостехнадзор»ăн районти уйрӑмӗн ертӳçи Ильдар Шайхаттаров, агропроуправленийӗн специалисчӗсем, вырӑнсенчи агрономсем, инженерипе техника ӗҫченӗсем хутшӑнчӗҫ.
Семинар ӗçӗ «Эталон-Агро» обществӑран пуçланчӗ. Ун хыççăн «Цильна» обществăри, «П.В.Дементьев ячӗллӗ агрофирмӑн» Тăваньел филиалне пăхăнса тăракан техникăна тишкерчӗç. Семинарта хутшӑнакансем Амосовсен, Лысовсен хресчен-фермер хуҫалӑхӗсенче пулса, техникӑна пӑхрӗç.
Комисси выльăх апачӗ хатӗрлемелли машинăсен техника шайне, хиртен апат утарне симӗс масса тата утă турттаракан транспорт хатӗрӗсен средствисен хатӗрлӗхне тата шоферсемпе тивӗҫтернине, апат утарӗсен тасалăхне, траншейӑсен юсавлăхне тимлӗхе илчӗ. Тишкерӳ вăхăтӗнче уçăмланнă çитменлӗхсене хăвăрт хушăра пӗтерме хушрӗç.
Кивӗ Чукал вăрман хуçалăхӗ çумӗнче «П.В.Дементьев ячӗллӗ агрофирмăн» апат хатӗрленӗ çӗрте хутшăнакан ытти техникисене те хатӗрлӗх ретне лартнăччӗ. Кунта техникăсене пăхса тишкернӗ хыççăн, семинара пӗтӗмлетӳ турӗç.
Агроуправлени начальникӗ Талгат Халитов техникӑна утă çине хатӗрленӗ мӗнпур специалистсемпе механизаторсене тав сăмахӗ пӗлтерчӗ, пурне те сывлӑх сунчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев