Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Тăватă çамрăка çар службине ăсатрăмăр

Çар служби

Июнӗн 21-мӗшӗнче ирхине ирех Дементьев паркӗнче вӗсене ăсатмалли мероприяти иртрӗ.

Парка пулас салтаксене ӑнӑҫу сунма ертӳçӗсем, ашшӗ-амӑшӗсем, тӑванӗсем, тусӗсем тата ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсем килнӗччӗ.

Ӗç тăвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов Çӗпрел яш-кӗрӗмӗшӗн мӑнаҫланнине пӗлтерчӗ, вӗсене ҫӑмӑл служба сунчӗ. 

Ҫавӑн пекех, вӑл ҫарта служить туни личность пулса йӗркеленме, малашне те кирлӗ пулакан хӑнӑхусемпе опыт пухмашкăн пӗлтерӗшлӗ пулнине палăртса иртрӗ.

Ҫак ушкӑнра Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнчи Рамзиль Дружков, Кивӗ Йӗлмел ялӗнчен Максим Долгов, Ҫӗнӗ Кахăрлă ялӗнчен Айрат Камалов тата Аслă Аксу ялӗнчен Павел Мынин салтака кайрӗç.

Кивӗ Çӗпрел ял тăрăхӗн пуçлăхӗн çумӗ Рамиль Низамов:

– Ҫар службине кайни – пурнӑҫра ҫӗнӗ тапхӑрăн пуҫламӑшӗ.  Пулас салтаксене ӑнӑҫу сунатӑп.  Ҫарта служить тунипе мăнаçланса, тӑван ене сывӑ таврӑнма пӳртӗр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев