Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Тăван енӗн пархатарлă ҫынни

Ҫӗпрел — ял хуҫалӑх районӗ. Унăн аталанăвне ҫирӗп тивӗçтерессишӗн «Цильна» обществӑн ертӳҫи Барис Аппаувич Гафуров вăй хурать

Тӑван кӗтесӗн чӑн-чӑн патриочӗ, ӑна пӗтӗм чун-чӗререн парӑнса, хӑйӗн пӗтӗм пӗлӗвне, талантне, организатор ӑсталӑхне Çӗпрел районне ҫӗршыв шайӗнче палăртас ӗҫе янӑ, вӑл паян та малта пыракан кӑтартӑвӗсемпе чапа тухнӑ ертӳçӗсенчен пӗри пулса тӑрать.
Çакăнта çуралса ӳснӗ эпир...

Барис Аппаувич Гафуров Кивӗ Ишлӗ ялӗнче тӑхӑр ачаллӑ, хресчен ҫемйинче ҫуралса ӳсет. Вӑрҫӑн мӗнпур нуши-тертне, йывӑрлӑхӗсене тӳссе ирттернӗ çемьерен вăл. Вӑрҫӑн малтанхи кунӗсенчен ашшӗ вăрçа тухса каять. Тӑван ялне, вăрçă хыççăн, 1946 ҫулта кăна таврӑнать. Сакӑр ҫултан, шӑпах Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗнче, çак çемьен çиччӗмӗш ачи — Барис ҫут тӗнчене килет.

— Атте те, анне те питӗ пултаруллӑ, ӗҫчен ҫынсем пулчӗç. Асаттесем те хӑйсен хуҫалӑхӗсенче выльӑх-чӗрлӗх нумай усранӑ, анчах ҫав тапхăрăн хӑйӗн законӗсем пулнӑ, ҫавна пула, нимӗнсӗрех тӑрса юлаççӗ. Анне те, атте те пӗлӳ илме пултарайман. Эпӗ 6-мӗш класра вӗреннӗ чухне атте те пурнăçран уйрăлса кайрӗ. Ҫапах та анне пире ура ҫине тӑратма вӑй тупрӗ, пире тивӗҫлӗ пӗлӳ, воспитани пачӗ. Мӗн пӗчӗкрен ӗçлесе ӳснине астăватăп эпӗ. Пирӗн ача чухне урамра выляма та, çитӗнсен çитсен клуба ҫӳреме те вӑхӑт пулман. Анне пӗлӳ енӗпе питӗ çирӗп ыйтакан çын пулчӗ. «Тӑрӑшса вӗренӗр, ҫын пулатӑр!» — тетчӗ вӑл. Мал ӗмӗтлӗччӗ, çӳлти патшалăхра пултăр! 

Пуҫламӑш пӗлӗве Барис Аппаувич тӑван ялӗнче илет, унтан Çӗнӗ Ишлӗ шкулӗнче, Кивӗ Кахăрлă вӑтам шкулӗнче вӗренет. «Ҫав ҫулсенче 9-мӗшпе 10-мӗш классенче вӗренесси ятарлă пулман. Паллах, 7 ҫухрӑм çӳресе вӗренме ҫӑмӑл пулмарӗ. Ҫавӑнпа 30 вӗренекенрен 10-мӗш класа пурӗ тӑваттӑн ҫеҫ вӗренме килтӗмӗр», — тесе калаçрӗ Барис Аппаувич, хӑйӗн ҫамрӑклӑхне аса илсе. 

Ҫӗнӗ ҫулсем, ҫӗнӗ çитӗнӳсем

1971 ҫул. Яш каччăн хӑй мӗнле професси хуçи пуласси ҫинчен шухӑшламалли вăхăт. Вӑл хӑйӗн пуласлӑхне ял хуҫалӑхӗпе ҫыхӑнтарма шутлать. Унӑн пиччӗшӗ Джаудат та ял хуҫалӑх институтӗнче агрономи уйрăмӗнче вӗренет. Калаҫса ларнă чухне Джавдат: «Пӗр ҫемьере икӗ агроном пулма пултараймасть ӗнтӗ», — тесе каласа хурать. Унӑн сӑмахӗ ăна шухăшлама хистет — Барис документсене Хусанти патшалӑхăн педагогика институчӗн химипе биологи факультетне леҫсе парать. Каччă студент ҫулӗсене те ахаль ирттермест — тӑрӑшса вӗренет, пушӑ вӑхӑтра ялтисене пулӑшассишӗн те тăрăшать. Тӗп никӗсре хывнă çӗнӗ çурт та çав студентсен ӗҫӗн çимӗçӗ пулса тӑрать.

Вӗренӳ заведенийӗнчен вӗренсе тухсан, ҫамрӑк специалист Кивӗ Кахăрлă вӑтам шкулне вӗрентме килет. Тепӗр икӗ уйӑхран ӑна директор çумӗ пулма палăртаççӗ, нумаях та вăхăт иртмест, Барис Гафуров — Шланкари сакӑр ҫул вӗренмелли шкулăн директорӗ пулса тӑрать. Райком, киносеть — Барис Аппаувич иртнӗ ӗҫ хăнăхăвӗсем... Кирек ӑҫта ӗҫлесен те, Барис Аппаувич хӑйӗн сăмахӗ çинче çирӗп тăракан пулсать, ӗҫӗсемпе хисеп çӗнсе илет.

1989 ҫул — Барис Аппаувичӑн ҫамрӑклăхри ӗмӗчӗсем пурнӑҫланнӑ ҫул. Ӑна пӗр пысӑк колхоза ертсе пыма сӗнеççӗ. «Россия» е «Цильна» тесен, вӑл ним шухӑшласа тӑмасӑрах «Цильнана» суйласа илет. Кунта тӑватӑ ҫул парти организацийӗн секретарӗ пулса ӗҫленӗ чухне хуҫалӑха, Кӗçӗн Чăнлă ялӗнче пурӑнакан ҫынсене кăмăллама ӗлкӗрет. 

Çамрӑк ертӳçӗ колхоза ертсе пынӑ малтанхи кунсенчех вăл ял халăхӗпе икӗ хушăра «кӗпер» тӑвать. Ял аталанӑвне кӗртнӗ чи малтанхи пайӗ те Чăнлă шывӗ урлӑ хывнӑ кӗпер пулать. Ҫакӑ ял ҫыннисене ӑна шанма хавхалантарнӑ, унăн кабинетӗнче ялăн шурсухалӗсем те, ахаль ҫынсем те татăлман. Вӑл, наука ҫине таянса, колхозри пӗтӗм ӗҫе йӗркелет, хӑй тавра пӗр шухӑшлӑ, пултăр тесе тăрăшса ӗçлекен ҫынсенчен команда пухать.

Ял хуҫалӑх предприятийӗсем мӗн авалтан вырӑнти халӑха ӗҫпе, ҫӑкӑрпа тивӗҫтернӗ кӑна мар, электричество, шыв, газ, социаллӑ объектсем тӑвас ӗҫре пысӑк пулӑшу панӑ. Ҫак йӑла Кӗçӗн Чăнлă ялӗнче упранса юлнӑ та малалла тӑсӑлать.

Барис Аппаувич ертӳçӗ ӗçне пуçăнсан, яла сыхласа хӑварас, ҫамрӑксене ӗҫлӗ, ватăсене телейлӗ тӑвас тӗллев лартать. Кунта, Тукай каланă пек, ял илемӗпе юсавлăхне шутлама алă-ура пӳрнисем кăна ҫитмеҫҫӗ. Яла икӗ мечетлӗ, ку чухнехи шкулпа, районта вăл чи малтанхисенчен пулса, газпа тата шывпа тивӗҫтернӗ ертӳçӗ вăл. Ялта пурӑнакансен пурнӑҫӗпе кулленхи йӑлине лайӑхлатма халӗ те нумай ӗҫ пурнăçлать: ҫулсем тутарттарать, масарсене, парксене хӑтлӑх кӗртет. Иртнӗ çул, сӑмахран, ялти Культура çуртне юсанӑ, ҫӑлкуҫсене те черет ҫитнӗ.

— Тӗрлӗрен пулнӑ — çӗнетсе улшӑтарни, реформăсен тапхӑрӗ... инвесторсем килнӗ ҫулсем... Анчах эпир, кирек мӗн курсан та, хуҫалӑха ҫирӗп аталантарма, ăна хӑй тӗллӗн пурӑнтарма ăнтăлтăмăр, ҫавна тума пултартӑмӑр та, — тет Раҫҫейӗн тата Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ. 

Çакӑн пек ертӳçӗ ертсе пырать, команда та пӗрлӗхлӗ пулса ӗҫлет пулсан, хуҫалӑхăн кӑтартӑвӗсем кунӗ-кунӗпе мар, сехечӗ-сехечӗпе ӳсеҫҫӗ. Пухнӑ опыта ытти облаҫсенчен килсе вӗренеççӗ, хуçалăхра уйӑхсерен тӗрлӗ семинарсем иртеҫҫӗ. Ҫӗнӗ технологисене те иккӗленмесӗр, ӗҫ меслетне хӑюллӑн кӗртеҫҫӗ. Паян «Цильна» общество хальхи выльӑх-чӗрлӗх комплексӗсен хуçи пулни, чи тухăçлă техникăсемпе пуянланни, ҫавна пула ӗҫлекенсен ӗҫ условийӗсем самаях лайӑхланни, ӗҫ укҫи ӳсни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар. 

Пысӑк кӑтартусемпе ӗҫлекен хуҫалӑх пысăк строительство лаптăкӗ те пулса тӑрать, ялта ҫамрӑк ҫемьесем пурӑнма тытӑнаҫҫӗ, ҫакӑ вара ялăн малашлӑхне шанчӑклӑ тăвать. 

Ӗҫ-хӗл кăтартăвӗ

Кӗçӗн Чăнлă ялӗ кунран-кун илемленсе пыни те — хуҫалӑхăн правленийӗн, унăн ырӑ чӗреллӗ, тӑрӑшуллӑ, ку чухнехилле шухӑшлама-ӗмӗтленме тата ӗҫлеме пӗлекен ертӳçин Барис Аппаувич Гафуровӑн хӑйӗн вӑйӗн, тӑрӑшуллăхӗн, пултарулăхӗн кӑтартӑвӗ. 

Паянхи кун хуҫалӑхра 3000 ытла выльӑх-чӗрлӗх пур, сӑвакан ӗнесем, ҫамрӑк пӑрусем усраҫҫӗ, вӗсем валли ку чухнехилле зданисем тӑваҫҫӗ, техника туянаҫҫӗ.

— Пӗлтӗр эпир 50 миллион тенке яхӑн налук тӳлерӗмӗр. кӑтартусем лайăх пулнă чухне ӗҫ укҫи те лайӑх, вӑтамран 50-60 пин тенке тӳрӗ килет. Хальхи вӑхӑтра ҫак ҫирӗплӗхе сыхласа хӑварни паха. Хуҫалӑхри пӗтӗм ӗҫ кăтартусемпе никӗсленсе тӑрать. Ӗҫлекенсен шучӗ —160 ҫын, сезон вăхăтӗнче 200те те иртсе каять, — тет ертӳҫӗ.

«Цильнара» тата ҫӗр ӗҫӗпе те тухӑҫлӑ ӗҫлеççӗ. 5 пин ытла гектар акăнакан çӗрӗсем пур вӗсен. Унта тулӑ, урпа, сахӑр чӗкӗнтӗрӗ, хуратул акса ӳстереççӗ — «Цильна» вӑрлӑх туса илекен хуҫалӑх нумай ученӑйсемпе, институтсемпе ҫыхӑну тытать.

— Хуҫалӑх тӗрлӗ çул-йӗрпе ӗç илсе пыни пире йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме май парать. Пурнӑҫ чӑрмавсӑр пулмасть, ӑна йышӑнма пӗлмелле. Ҫутҫанталӑк та пӑшӑрхантарать, сӗт хакӗ те чакать, анчах эпир кулянмастпӑр. «Один в поле не воин», текен каларăш пур. Ҫавăнпа никӗсленсе эпӗ те: «Манӑн ӗҫ коллективӗ — хуҫалӑхăн никӗсӗ», тетӗп. Агрономсем, механизаторсем, ветеринари врачӗсем, инженерсем тата ыттисем — пирӗнтен кашниех хӑйӗн ӗҫӗн фаначӗ. Коллективӑн вӑтам ӳсӗмӗ 40 ҫул тӗлнелле, ҫавӑнпа та хуҫалӑхӑн пуласлӑхӗ пысӑк шанӑҫлӑ теме пултаратӑп. 

Тӑрӑшса ӗҫлекен ҫынна ертӳçӗ те хисеплет. Вӑл тӗрлӗ професси хуçисене хавхалантаракан парнесем уявсенче кӑна мар, кулленхи пурнӑҫра та парса тăрать. Ун патне ыйтупа килнӗ пӗр ҫын та пушӑ кайни пулман пулӗ, хуҫалӑх ертӳҫинчен кашнинех пултарнă таран пулӑшу пулсах тăрать. 
Кунта аслă çулсенчи çынсем, выльӑх-чӗрлӗх усракансем, ҫамрӑк ҫемьесем уйрăмах хисеплӗ. Кӗҫӗн Чăнлă ялӗнче Çӗнӗ ҫул уявӗ, Сабантуйсем чаплăн иртеҫҫӗ. Паян Барис Аппаувич тӑрӑшнипе хăйӗн тӑван Кивӗ Ишлӗ ялӗнчи мечете хӑтлӑх кӗртес ӗҫ пуҫланнӑ.

Кашни ҫыннӑн хӑйӗн профессилле ӗçне пуçласа янă чухне тӗслӗх илсе, çав çынпа танлашса тата унăн опычӗ çине таянса ӗçлемелӗх ҫынсем пулаççӗ. Барис Аппаувич çавӑн пек ертӳçӗсем хушшинче Социализмла Ӗҫ Геройӗ Ахметгарей Абдриева, Алимзян Амирханова аса илет. 

Ҫемье — ҫирӗп тыл

Килтисем вӑл ӗҫре нумай вӑхӑт ирттернине тахҫанах хӑнӑхнӑ ӗнтӗ. Çамрӑк чухне, юратса пӗрлешсе, хӑйсен пурнӑҫне ачасене вӗрентес ӗҫе халалланă мăшăрӗпе Джамиля ханумпа вӗсем тӑватӑ теçетке ҫула яхӑн пӗрле пурӑнаççӗ. Юрату ҫимӗҫӗсем — икӗ хӗрӗ паян хăйсем те ашшӗ-амӑшне мӑнукӗсемпе савӑнтарнă, тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшса пысӑк ҫитӗнӳсем тунă çынсем.

— Ҫамрӑк чухне ачасем — мана, эпӗ — вӗсене курман кунсем нумай пулчӗç. Кăнтăрлахи апата таврӑннӑ чух вӗсем урам варрине тухса, кӗтсе илетчӗҫ. Халӗ ӗҫ пирки яланах пӗрле пулма май килмен самантсене туллилентерме, уявсене пӗрле ирттерме тӑрӑшатпӑр эпир. Хаклӑ ҫынсен ӑшши ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума хавхалантарать, — тет тӑватӑ мӑнукӗ пулнă ҫемье пуҫлӑхӗ. 

Тăван енӗн пархатарлă ывӑлӗ

Çак кунсенче ҫитмӗл ҫул тултаракан Барис Аппаувич Гафуров, унчченхи пекех ирхи шуçăмпа пӗрле килтен тухса каять. Правленири лару умӗн фермӑсем, уй-хирсем тӑрӑх ҫӳрет. Кунне вуншар ҫын йышӑнать. Унтан тӗп хулана та, кӳршӗри регионсене, е ют енне те çула тухать. Халӑх хушшинче вара: «Выртан тăракан чул мăклалнать, ҫӳрекен чул якалать», — теççӗ. Ҫапла çӳресе вăл хуҫалӑха, яла ҫӗнӗ хыпарсем илсе килет.
35 ҫул ял хуҫалӑхӗнче тăрăшса ӗҫленӗшӗн Барис Аппаувича тивӗҫлӗ награда пачӗç. «Раҫҫей Федерацийӗн тата Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑхӗн ӗҫченӗ», «Тӑван Ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» II степеньлӗ орден-медаль, «Çутӗçӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден кавалерӗ, «Агропромышленность комплексӗн предприятийӗсен чи лайӑх ертӳҫи» номинацийӗн ҫӗнтерӳҫи, «АПК лидерӗ» хисеплӗ паллӑпа, «Тутарстан Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа наградӑланнӑ ертӳҫӗ вăл. Ҫӗпрел районӗн хисеплӗ гражданин те. Ҫак кунсенче кӑна унӑн кӑкӑрне «Туслăх» орденӗ тата Тутарстанри Мусульмансен Тӗн управленийӗн «Марджан» медалӗ илемлетрӗ. Тӗрлӗ ведомствӑсемпе организацисенчен панă Хисеп грамотисем, Тав ҫырӑвӗсем, Кубоксем «Цильна» хуҫалӑхăн правленийӗнче вырăн илнӗ. 

Ахаль тата ҫав вӑхӑтрах чапӗ инçете сарăлнă легендарлӑ ҫын, ӗҫчен, тăрăшуллă, хастарлӑ ертӳҫӗ, хисеплӗ ҫемье пуҫлӑхӗ, хаклӑ атте тата юратнӑ кукаçей, ыттисемшӗн чунтан тӑрӑшса пурăнакан ҫак ҫын — Ҫӗпрелӗн, Тутарстан мӑнаҫлӑхӗ, тӑван енӗн пархатарлă ҫынни, Çӗр ывӑлӗ!

Шухăш-сунăмсем

Марат Гафаров, Ҫӗпрел муниципаллă районӗн пуҫлӑхӗ:

— «Цильна» хуҫалӑхăн ертӳҫи Барис Аппаувич пек ҫынсене районта ҫеҫ мар, республикӑра, ҫӗршывăмăрта та пӳрнепе шутламлăх кăна. Тӑван енне хисеплесе, унӑн халӑхне юратса, чунне парса тăрăшса ӗçлекенсенчен пӗри вăл. Ял хуҫалӑхне хывакан танлаштарайми ӗçӗсӗр пуҫне, вӑл — нацие, чӗлхене, тӗнӗ упраса пуракан ҫын. Пирӗн ҫавӑн пек ертӳçӗсем пулсан, шантарсах калама пултаратӑп, ялсем те пурӑнӗҫ, район та аталанӗ. 
Юбилей ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп. 70 ҫул вӑл — пысӑках дата мар-ха. Турри ырлăх-сывлăх патӑр. Малалла та тата та лайӑх кăтартусем тумалла пултăр. 

Талгат Халитов, районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн начальникӗ:

— Барис Аппаувич — «Цильна» хуҫалӑхăн, Кӗçӗн Чăнлă ялӗн телейӗ вăл. Кирек ӑҫта ӗҫлесен те, хӑйне çирӗп ертӳҫӗ пек кӑтартрӗ, вăл килнӗ хыççăн «Цильна» хуҫалӑхăн экономики тӗпренех улшӑнчӗ, хуҫалӑх пысӑк ӗҫ ҫитӗнӗвӗсем тӑвать, республикӑра малта пыракансенчен пӗри пулса пырать.
Барис Аппаувич — чӑн-чӑн тӑван, чӑн-чӑн тус, тӗслӗхлӗ ҫемье пуҫлӑхӗ. Малашне те вăй-хăватăр ан иксӗлтӗр, районăн, унăн халăхӗн интересӗсемшӗн тăрăшса, нумай ҫул хушши ӗçлеме пӳртӗр!

Равиль Бикчуров, хресчен-фермер хуҫалӑхӗсен, ял хуçалăхӗсен кооперативӗн ассоциацийӗн ертӳҫи:

— Барис Аппаувич хăйӗн сăмахӗ çинче тӑракан принциплӑ ҫын. Енчен те вӑл калать иккен — пурнăçлать те. Пур енчен те, мораль тӗлӗшӗнчен те пулӑшма хатӗр ҫын. Ҫавӑнпа эпир ӑна пурте хисеплетпӗр. Эпӗ те унӑн «ӗҫ шкулӗ» витӗр иртрӗм. Вӑл манăн наставникăм пулчӗ. Канаш парса, ҫитменлӗхсем çинчен калама пӗлчӗ. Эпӗ ăна чун-чӗререн тав тӑватӑп. Калаçсах тăратпăр, яланах ҫӗнӗ ӗҫсем тӗлӗшпе хăватлантарса тăрать, хисеплетӗп, тӗслӗх илетӗп. Юбилей ячӗпе пӗтӗм чунтан саламлатӑп. Сывлӑх, малашнехи пурнӑҫра ăнăçусем сунатӑп. 

Ильмас Шигабутдинов, «Тутарстанăн тава тивӗҫлӗ врачӗ»:

— Халӑх сывлӑхӗн хуралӗнче нумай ҫул ӗҫленӗ хушӑра яланах пӗр шухăш-ӗмӗтсемпе, килӗштерсе ӗçлерӗмӗр. Вӑл ҫирӗп те тӳрӗ кӑмӑллӑ ертӳçӗ. Халӑха яланах пулӑшма тăрăшать. Пӗр ыйтăва та пӑрса ямасть. Юбилей ячӗпе саламласа, çирӗп сывлӑх, ҫемье телейӗ сунатăп тата ӗçӗсем малашне те ăнса пыччăр!

Мансур Айметов, «Благодарение» фондăн директорӗ:

— Ырӑ ӗç çӗр çинче выртмасть, — текен каларăш пур. Тунă ӗçсем ҫинчен калаçса çӳрени питех аванах мар пулин те, эпир ҫакӑн пек ертӳçӗ ҫинчен каласа хăвармасăр пултараймастпӑр. Мӗншӗн тесен, вӑл тунӑ ӗҫ ыттисемшӗн те тӗслӗх пулмалăх. 2023 ҫулта «Благодарение» фондне кăна та Барис Аппаувич 2 миллион ытла тенкӗ укçа куҫарнă. Ҫак укçа-тенке наци уявӗсене, тӗрлӗ культура мероприятийӗсене ирттерме, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене, сывлăх тӗлӗшӗнчен япăхрах район ҫыннисене, тӑлӑх-туратсене, шкула каякансене тата ыттисене те пулăшма тăкакланă. Барис Аппаувич чăннипе те «Ылтӑн чӗреллӗ çын», «Çулталӑк ыр кăмăлçи» ята тивӗҫнӗ. Сывлăхпа пурăнмалла пултăр! Халăхшăн тăрăшса тунă ӗçӳсем ырăпа таврăнччăр!


«Туган як» хаҫат редакцийӗ:

— Барис Аппаувич — вӑйлӑ идеолог, чун-чӗрипе хаçат-журнал юратакан çын та вăл! Редакципе тӑтӑшах ҫыхӑну тытса, унӑн пурнӑҫӗнче хăйӗнчен пысăк пай кӗртет. Вӑл вырӑнти пичет изданине халӑх хушшинче анлӑрах та анлӑрах сарас тесе, чунтан ҫунакан ертӳçӗсенчен пӗри. «Туган як» хаҫатӑн 100 экземплярне хуҫалӑх шучӗпе ҫырӑнса илни, ялти почта уйрӑмне хупнӑ хыҫҫӑн çӗнӗрен уҫни, ӗҫченсене хушма ӗҫ укҫи тӳлени — çакăн уçă тӗслӗхӗ. 
Юбилей ячӗпе сире сывлӑх, савӑнӑҫ, ҫемье телейӗ сунатпӑр! Сирӗн ӗҫӗрсем ăнса, кӗрлесе пыччӑр, Барис Аппаувич!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев