Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

«Тăван ен» хаçата йӳнӗрех хакпа çырăнтармалли вунă кунлăх пуçланать

Çырăнтару — 2024

«Тăван ен» хаçат тăван пекехХаҫат-журнал вуласси — ӗлӗк-ӗлӗкрен ырă йӑла пулса шутланнă. Пушӑ экран ҫине пӑхса лариччен, хаҫата алла илсе, ҫӗнӗ хыпарсене пăхса тухасси тата та кăмăллăрах. Унсӑр пуҫне, пур информацие те интернетра тӑван чӗлхепе тупса пӗтерме пулмасать. Ку çакăн пек пулнине пирӗн хаçатăмăрăн тусӗ Виталий Мердеев та çирӗплетет.

Виталий Мердеев, Матак ялӗ:

— Ман шухăшпа, пирӗн районта тухса тăракан «Тăван ен» хаçатăн пӗлтерӗшӗ питӗ анлă: хаçат — вăл пӗлӳ парать, тавракурăма ӳстерет, ăна пулах районта пурăнакан çынсемпе, вӗсен ӗçӗ-хӗлӗсемпе паллашатпăр, районти çӗнӗлӗхсемпе, хыпарсене вăхăтра пӗлетпӗр. Хаçата пулах тăван чӗлхене те манмастпăр, яланах тӗплӗн вулатпăр.

Эпӗ астăвасса, пирӗн çемьере яланах район хаçатне çырăнса илнӗ: асаттепе асанне, кукаçипе кукамай, аттепе анне, халӗ эпир те яланах, кашни çулах, малтан «Çӗнӗ çул», каярахпа «Тăван ен» ятпа тухса тăракан хаçатпа туслă. Пирӗн киле почтальон хаçат парса хăварнă хыççăн, пӗрин хыççăн тепри тӗплӗн вуласа тухатпăр, ун хыççăн ăна пуçтарса хуратпăр. 

Эпӗ 1973 çулта, Матак вăтам шкулӗнче 7 класра вӗреннӗ чухне, пирӗн шкула Чăваш патшалăх университетӗн журналистика уйрăмне пӗтернӗ Иван Михайлович Саландаеев (Упи ялӗнчен) чăваш чӗлхипе вӗрентме килчӗ. Вăл пире икӗ уйăха яхăн кăна вӗрентрӗ пулин те, эпӗ ун хыççăн чăваш чӗлхине питех те кăмăлласа, хам та «Пионер сасси», «Çӗнӗ çул» хаçатсене хамăн сăввăмсене, калавсене çырса яма пуçларăм. Мана Шупашкарта пичетленсе тухакан «Пионер сасси» хаçатран «Юнкор» текен ята та пачӗç, «Çӗнӗ çул» хаçатра чăваш уйрăмӗнче ӗçлекен редактор çумӗ Николай Александрович Магарин та яланах мана хавхалантарса, манăн ӗçӗмсене хакласа пычӗ.
Унтанпа вăхăт нумай иртрӗ пулин те, эпӗ пушă вăхăтра яланах «Тăван ен» тата ытти хаçатсене статьясем çырсах тăратăп.

2003 çултан шкулта ачасене чăваш кӗрешӗвӗ енӗпе вӗрентме пуçларăм, 2004 çултанпа çак спорт енӗпе С. А. Уганина халалласа турнир ирттеретпӗр. Çирӗм çул хушшинче 12 ачана спорт мастерне, 20 ытла ачана спорт мастерӗн çумӗ текен ята илме хатӗрлерӗм. Çак турнирта çӗнтерекенсене хам ятран хамăр район хаçатне çырăнса илме те самаях пулăшнă. Турнирсем çинчен те район хаçатӗнче нумай çыраççӗ.

«Тăван ен» хаçатăн та ӗçӗсем çӳллӗ шайра тăраççӗ, пирӗн шкул пирки, маттур та пултаруллă ачасен сăнарӗсене вӗсем яланах тӗслӗх вырăнне хурса, хаçатăн страницисенче çутатса тăраççӗ.
Манăн та районти çынсене çапла: «Тăвансем, çырăнăр хамăрăн район хаçатне, вара эсир пурте пулăр туслă çемьере!», — тесе калас килет. Пӗлӳллӗ пулса юлма тăрăшар, хаçат-журналсем çырăнса илер.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев