Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Тăван çӗршыва хӳтӗлесси – сăваплă тивӗç

Вун пилӗк каччăна кӗске сроклă çар службине ăсатрăмăр

Патриотлăх

Резида Замалтдинова, Римма Мавлютова, Вялит Бальбеков

Петр Дементьев ячӗллӗ паркран тата вун пилӗк каччă, икӗ ушкăнра, Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫ-пӑшаллӑ Вăйӗсен ретӗнче служить тума торжествăлла лару-тăрура Хусан хулине, пуху пунктне кайрӗç.

Каччă каять

Вӗсене ăсатмалли мероприятире ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсем, обществăлла организацисен представителӗсем, çар службине каякан призывниксен ашшӗ-амӑшӗсем, тӑванӗсемпе ҫывӑх çыннисем хутшӑнаççӗ.

Район пуçлăхӗн çумӗ Алексей Ярухин, Ӗç тăвакан комитетăн ертӳçин çумӗ Айрат Залялов ачасене ӑнӑҫлӑ служба сунчӗç.

– Эпир сирӗнтен кашнинпе мăнаçланатпăр. Ан манӑр, килте сире аҫӑр-аннӗр, савнисем кӗтеҫҫӗ. Ырă-сывă служить туса таврăнмалла пултăр! – терӗç вӗсем, ăсату мероприятийӗ пынă май пулас салтаксене чӗнсе каласа.

Ҫар ҫыннисен списокне пӗрремӗш ушкăнра Çӗнӗ Ҫӗпрел ялӗнчен Риназ Губайдуллов, Чăваш Çӗпрел ялӗнчен Вадим Захаров, Ҫӗнӗ Упи  ялӗнчен Вадим Ижегеров, Кивӗ Какӑрлă ялӗнчен Ильяс Калимов, Тутар Саплăк ялӗнчен Никита Кудряшов, Аслă Аксу ялӗнчен Максим Мигулкин, Кивӗ Ҫӗпрелӗнчен Алмаз Садеев, Кивӗ Кахăрлăран Рустам Сафиуллин туллилентерчӗç.

Салтак таврӑнать

Ҫак кунсенче ҫеҫ тӑван ялне Кивӗ Чукала пӗр ҫулталӑк службăра тăнă хыççăн Инсаф Айзатов таврӑнчӗ. Шӑпах ҫапла, пӗр тӗттӗм ир ӑна та Петр Дементьев ячӗллӗ паркран ӑсатса янăччӗ.

Эпир Инсафпа курса калаçрăмăр, унӑн служби ҫинчен ыйтса пӗлтӗмӗр.

– Пӗр çулталӑк сисӗнмесӗр иртрӗ, тесе калама пултараймастӑп, – тет Инсаф, – тӑван ен, ҫывӑх ҫынсем питӗ тунсӑхлаттараҫҫӗ. Унтан хăнăхатăн ӗнтӗ. Ҫар служби пулнă май, унӑн ҫирӗп йӗрки, вӗренӳсем, хӑнӑхусем пур ӗнтӗ. Туссем те тупатӑн.

Ҫакна каласшӑн: ку маншӑн пӗр опыт шкулӗ пулчӗ. Малашлăху çинчен уҫӑмлӑ шухӑшласа, пӗлсе таврӑнатӑн.

Чи хумхантараканни маншӑн тӗлпулу саманчӗ пулчӗ. Пӗр çул курнăçмасăр тăнă хыççăн, пурте улшӑннӑ пек туйӑнать. Тепре пăхсан, веçех çавăн пекех иккен... Ҫар службинчен пӑрӑнмалла мар, кайма сӗнетӗп. Пӗр çулталӑка мӗнле те тӳссе ирттерме пулать, чи пахи – çӗршывăмăр тăнăç тăтăрччӗ.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев