Тăван çӗршывшăн служить тăвасси – чыслă
Каччăсем салтака кайрӗç
Июлӗн 6-мӗшӗнче, ир-ирех, Петр Дементьев ячӗллӗ паркран Ҫӗпрел каччисем салтака кайрӗç. 8 каччă малалла ҫар чаҫӗсене – служить тумалли вырăнӗсене каяссишӗн республикăн пуçтарăнмалли пунктне çул тытрӗç.
Пулас салтаксене ăсатма ашшӗ-амӑшӗсем, тусӗсем, ҫывӑх ҫыннисем килнӗччӗ.
Каччăсен сӑнӗсенче ачалăхӗсем тухса пӗтменни те палӑрать. Хастар каччăсем пулса çитӗнессишӗн умра вӗсене тулли пӗр ҫул çар служби кӗтет. Ҫак паха вăхăта ирттерме вӗсен ашшӗ-амӑшӗсем тата тӑванӗсем пулӑшаҫҫӗ.
Йăлана кӗнӗ тăрăх, пулас Тӑван çӗршывӑн хӳтӗлевҫисене çула тухас умӗн Ӗҫ тӑвакан комитет ертӳçин çумӗ Айрат Залялов саламларӗ. Вӑл каччăсене службисенче ҫитӗнӳсем, служба вӗҫленнӗ хыççăн пысăк плансемпе кӗçӗн Тӑван ҫӗршыва таврăнма сунчӗ. Ҫавӑн пекех Айрат Залялов призывниксене ҫул çине, укçан парнесем пачӗ.
Айрат Залялов каланӑ тӑрӑх, Ҫӗпрел районӗн, пӗтӗмлетсе каласан, çурхи призывпа планӗ пурнӑҫланнӑ. Ҫак сезонра Раҫҫей Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсен речӗсене 40 Çӗпрел каччи кайрӗç.
COVID-19 пандемийӗпе ҫыхӑннӑ май, çар службине каякансем коронавирус инфекцийӗпе чирлесрен сыхлас енӗпе асăрхаттару мероприятийӗсем иртеҫҫӗ. Мӗнпур призывниксем те район больницинче COVID-19 анализсем панă. Пухăну пунктӗнче те призывниксен температурине виҫӗç, ҫул ҫинче сыхланмалли мерăсем енӗпе инструктаж иртӗç тата мӗнпур кирлӗ сыхланмалли хатӗрӗсемпе те тивӗҫтерӗç.
Хальхинче Чӑваш Паснапуç ялӗнчен Николай Герасимов, Кивӗ Чукал ялӗнчен Руслан Гафуров, Тутар- Саплăк ялӗнчен Иван Кудряшов, Алешкин-Саплăк ялӗнчен Виктор Кузьмин, Çӗнӗ Ҫӗпрелӗнчен Айнур Низамов, Кивӗ Чакă ялӗнчен Станислав Патшеев, Чăваш Паснапуç ялӗнчен Николай Паймушкин Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫӗсене пурнӑҫлама кайрӗҫ. Çӗнӗ Çӗпрел ялӗнчен Айнур Низамова ăсатма аслашшӗ-асламăшӗ, кукашшӗпе кукамăшӗ те килнӗччӗ.
– Пирӗн мӗнпурӗ 13 мӑнукăмăр пур. Паян салтака иккӗмӗш мӑнука ăсататпӑр. Аслӑ мӑнукăмăр Алмаз контрактпа служить тăвать. Айнурăмăра та лайăх служить тума тата хӑвӑртрах таврӑнма сунатпӑр, – тесе палӑртса иртрӗç кукамăшӗпе кукашшӗ Нурзияпа Иршат Сайфуллинсем
Асламӑшӗпе аслашшӗ Фридапа Ринат Низамовсем вара 7 мӑнукӗ пуррине каларӗç. Вӗсенчен 6шӗ арçын ачасем тата пӗри хӗрача.
– Айнур пирӗн пӗрремӗш мӑнукăмăр. Каччăсенчен кашниех хӑйне ҫарта сăнаса пӑхма тивӗçлӗ. Халӗ çар службин вăхăчӗ те 1 ҫул кӑна. Вӑхӑт хӑвӑрт иртӗ. Мӑнукӑмӑра ӑнӑҫусем сунатпăр тата тунсӑхлăпăр, – тесе каларӗç Низамовсем.
Автобус ҫине лариччен каччăсем çывăх çыннисемпе ыталанса, сывпуллашрӗҫ. «Сывӑ пулӑр!» вырӑнне те «Тӗл пуличчен» текен сӑмахсем янăрарӗç.Тӗл пуличчен, каччăсем! Ырӑ çулсем, Сире!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев