ТАССРăн 100 ҫулхи юбилейӗн çулӗнче Çӗпрелӗнче çуралнă 100-мӗш ачана савăнăçлă лару-тăрура регистрацилерӗç
Районти ЗАГС уйрăмӗнче Çӗпрел районӗнче 100-мӗш пулса регистрациленнӗ ачана саламларӗç
Ҫӗнӗ Ҫӗпрелӗнче пурӑнакан Гульназпа Ранис Латыповсен ҫемйинчи ҫак пӗчӗк ача ТАССР йӗркеленнӗренпе 100 ҫул çитнине уявланӑ ҫул 100-мӗш ача пулса çуралчӗ. Ҫапла вара, Залина Латыпова ТАССРăн 100 ҫулхи юбилейӗн ҫулӗнче 100-мӗш ача пулса район кӗнекине кӗрсе юлчӗ.
Районăмăршӑн 100-мӗш ача пулсан та, Латыповсемшӗн вӑл – пӗрремӗш ача. Ачана Залина ят панӑ. Ҫакӑ «ылтӑн» тенине ăнлантарать. Пӗтӗмӗшле илсен, Залина ятлӑ хӗрачасем – творчесво ҫыннисем.
Телейлӗ ашшӗпе амӑшне район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров саламларӗ.
– ТАССРăн 100 çулхи юбилейне палăртса иртекен 2020 ҫулта районта 100-мӗш ача пулса çуралнă Залина хальлӗхе юбилейлӗ ача пулнине пӗлмест пулӗ, анчах çакă районшӑн та, республикӑшӑн та пысӑк пулӑм. Ҫакӑн пек тӗлӗнмелле ашшӗпе амăшӗ пулнă вăхăтра, Залина телейлӗ ача пулӗ, малашнехи ăнăçăвӗсемпе тата çитӗнӗвӗсемпе савӑнтарӗ, тесе шанатӑп, – терӗ Марат Гафаров ырă сунăмӗсене пӗлтерчӗ Латыповсене «ТАССР йӗркеленнӗренпе 100 ҫул» медальпе Саламлă çыру, парнесен пуххи, чечек çыххи пачӗ.
Гульназпа Ранис Латыповсем иртнӗ çул çемье çавăрнăччӗ. Ҫемье пуҫлӑхӗ Ранис Раççей Шалти ӗçсен министерствин Ҫӗпрел районӗнчи уйрăмӗн оперативлӑ ӗҫӗ енӗпе полици начальникӗн ҫумӗ пулса ӗҫлет. Гульназ – район больницин медицина ӗҫченӗ.
– Эпир питӗ телейлӗ. Паянхи уяв Залинамăрăн пӗр-ремӗш «çитӗнӗвӗ». Малашнехи пурнӑҫӗ те ҫавӑн пекех ӑнӑҫлӑ пултӑрччӗ хӗрӗмӗрӗн, – терӗҫ Латыповсем, тав тунине пӗлтерсе.
Районти ЗАГС уйрăмӗнчен илнӗ даннăйсенчен курăннă тăрăх, кӑҫал районта 60 хӗрача тата 48 арçын ача çуралнă. Ашшӗ-амӑшӗсем ачисене ытларах Милана, Кира, Ксения, Мирослава, Ясмина, Ева, Аделя, Ульяна, Валерия, Амина, Арина, Адель, Артём, Раян, Марк, Арсений текен ятсем панă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев