Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

ТАССРăн 100 ÇУЛЛĂХӖН ЯЛАВӖ ВӖЛКӖШЕТ

Çӗпрелӗн муниципаллă районӗн Ӗç тăвакан комитечӗ çумӗнче ТАССРăн 100 çуллăхӗн ялавӗ çӗкленчӗ.  Çак мероприяти район Совечӗн виççӗмӗш пухăвӗн хӗрӗх иккӗмӗш ларăвӗн йӗркипе иртрӗ.

Савăнăçлă майпа иртнӗ лару-тăрура район пуçлăхӗ Марат Гафаров, ТР Патшалăх Совечӗн депутачӗ Шакир Ягудин, депутатсем, район ертӳçисем, ветерансем, вӗрентекенсем хутшăнчӗç. – ТАССРăн 100 çуллăхӗ вăл – республика историйӗ тата унăн нумай нациллӗ халăхӗшӗн пӗлтерӗшлӗ пулăм. Çак çулсем хушшинче нумай кăткăс, паллă çулсем иртнӗ. Паян Тутарстан – Раççейре чи малта пыракан регионсенчен пӗри. Унăн аталанăвне хăйсенчен тивӗçлӗ пай кӗртнӗ çынсене, ветерансене тав сăмахӗ калатпăр, – терӗ Марат Гафаров. Шакир Ягудин Тутарстан АССР йӗркеленнин 100 çуллăхӗ ячӗпе саламларӗ, республика шайӗнче Çӗпрелсене малалла пысăк ăнăçусем çӗнсе илме сунчӗ.

ТАССРăн 100 çуллăхӗн ялавне  Хулаçырми ял тăрăхӗн пуçлăхӗ Сергей Салифанов тата 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗнче вӗренекен, Вӗренекенсен Думин пуçлăхӗ Айдар Маликов çӗклеме тивӗçлӗ пулчӗç.

Тутарстан Президенчӗн Рустам Миннихановăн указӗпе килӗшӳллӗн 2020 çула ТАССРăн 100 çуллăхӗн çулталăкӗ  тесе йышăннă. ТАССРăн 100 çуллăхӗн пӗрремӗш ялавне ТР Президенчӗн резиденцийӗн лаптăкӗнче январӗн 16-мӗшӗнче çӗклерӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев