ТАССРăн 100 çуллăхӗ, Çӗпрел районне – 90 çул
Ҫӗпрел районӗ ТАССР 100 ҫул тултарнине тата район йӗркеленнӗренпе 90 ҫул çитнине анлăн палăртса ирттерчӗ
Ҫӗпрел çыннисене ҫак уявпа саламлама Тутарстан Республикин Премьер-министрӗ Алексей Песошин килчӗ.
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаровпа пӗрле вӗсем, чи малтан, Ҫӗпрелӗнчи ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисемпе, ял тăрăхӗсен тата пӗр ушкăн механизаторсемпе тӗл пулчӗç. Тӗлпулу вăхăтӗнче «Цильна» обществăн директорӗ Барис Гафуров кăçалхи тыр çи ӗçӗсене ăнăçлă вӗçлени çинчен рапорт пачӗ. Çӗр ӗçӗнче кăна мар, выльăх-чӗрлӗх отраслӗнче те кăтартуллă аталанăва тата кашни сăвакан ӗнерен çулталăкра 10 пин килограмм сӗт туса илессине тӗллеве лартнине пӗлтерчӗ. Ун хыççăн наци тумӗсем тăхăннă хӗрсем Премьер-министрӗ Алексей Песошин тыр çи ӗçӗсенче малта пыракансене Тав çырăвӗсем тата укçан премишӗн сертификатсем пачӗ.
Парнеленекенсем: Ильназ Низамов, Рафик Шайдуллов, Дамир Ахметов, Ильгизар Бохариев, Алмаз Низамов, Сергей Захаров, Михаил Чувашов.
Ҫак кун Чӑваш Ҫӗпрел ялӗнче наци проекчӗпе капиталлă юсав хыҫҫӑн Культура çурчӗ те уҫӑлчӗ. Хисеплӗ хӑна çак мероприятие те хутшӑнчӗ, Культура çуртӗнче вырнаҫнӑ музее, çуртра туса панă хăтлăхсене пӑхрӗ, Культура çуртне оборудованисем илме сертификат пачӗ.
Район центрӗнче те уяв программине хӑйне евӗрлӗ те пуян йӗркеленнӗччӗ. Премьер-министр тата хӑнасем пыл ярмăрккинче, чечек фестивалӗнче пулса ТАССР 100 ҫул тултарнине тата район йӗркеленнӗренпе 90 ҫул çитнине халалласа йӗркеленӗ курава, халăхăн алă ӗçӗсене пăхса, районта тӗрлӗ творчество, пултарулăх кружокӗсен ӗçӗсене пăха-пăха уявăн тӗп лаптăкне – «Çӗпрел» паркне çитрӗç. Ҫакна палӑртмалла: район центрӗ хăйӗн 90 ҫулхи юбилейне тата ытларах илемленсе, çамрăкланса, тӗрлӗ тӗслӗ чечексен клумбисемпе, республика программисемпе, район бюджечӗпе туса лартнă парксемпе кӗтсе илет. Алексей Песошин та çавна май, Çӗпрел ҫыннисен канӑва йӗркелес, района тирпей-илем кӗртес енӗпе куçа курăнса тăмалăх нумай ӗç тунине палӑртса иртрӗ. «Çӗпрел» паркӗнче тухса калаçса, вăл:
– Эпӗ паян сирӗнпе ҫакнашкал уяв мероприятийӗсенче, парка уҫнинчен килсе тухнă савăк кăмăлсене пӗрле пайлама пултарнӑшӑн савӑнатӑп, – терӗ. – 2020 ҫулăн хăйне евӗрлӗхӗ пулнă май, бюджет сферине улшӑну кӗртмелле пулсан та, Тутарстан Республикин Президенчӗ Рустам Минниханов йышӑнӑвӗпе республикӑри пӗтӗм программӑсем вӑйра юлчӗҫ тата ӗҫлерӗҫ. Эпӗ ҫак парк та ачасене, ҫамрӑксене, ҫитӗннисене хăй патне туртса тăракан лаптăк пуласса шанатӑп, эсир хӑвӑр та кунта тасалӑхпа хӑтлӑха тивӗҫтеретӗр, сыхлăр, – тесе çирӗплетрӗ вӑл.
Район пуçлăхӗ Марат Гафаров кайранхи ҫулсенче кӑна хута кайнă строительство объекчӗсене палăртса иртрӗ. Вӗсемшӗн те Тутарстан Президентне Рустам Минниханова, Правительство пуçлăхне Алексей Песошина тав турӗ.
– Пирӗн, Ҫӗпрел халăхӗн, хамӑр мӗн пултарнине, ӗçленине сыхласа, пуянлатса килес ӑрӑва памалли кăна юлать, – терӗ вӑл уява пухӑннисене чӗнсе каласа.
Премьер-министр хутшӑннипе иртнӗ çак мероприятире Тутарстан Республикин министрсен кабинечӗн Тав ҫырӑвне ял хуҫалӑхӗнче нумай ҫул ӗҫленӗшӗн тата ӑна аталантарас енӗпе тивӗçлӗ пай кӗртнӗшӗн Надежда Бондаренкона, сывлăх сыхлав тытăмӗнче ăнăçусем тунăшăн Гузалия Маликована пачӗ. Ҫӗпрел районне, Тутар АССРӗн аталанăвне хăйсенчен пай кӗртнӗ район çыннисем: Фиркать Залялов, Виктор Лухманов, Вазих Сатдинов, Петр Осипов, Валерий Шадриков, Альберт Шарапов «ТАССР йӗркеленнӗренпе 100 çул» медальпе парнеленчӗç.
Çак кун çакăн пек хисеп тата парне илекенсем тата та пулчӗç. Хӑйсен изумруд туйне паллӑ тӑвакан мӑшӑрсем те, 2020 çулăн «Çулталӑк вӗрентекенӗ те, Раҫҫей гражданӗ пулнине ҫирӗплетекен документ – паспорт илекенсем те, тӗрлӗ олимпиадăсенче, спорт мероприятийӗсенче ăнăçу çӗнсе илнисем те, «Йӗри-тавралăха тирпей-илем кӳресси» районти конкурсра хутшăнса çӗнтернисем те сцена çине тухрӗç. Вӗсем пурте парнесем илме тивӗçлӗ пулчӗç.
Уявӑн чаплӑ пайӗпе пӗрле тӗрлӗ лаптăксенче куравсем ӗҫлерӗç, мастер-классем кăтартрӗç. Пӗтӗмлетсе каласан, Ҫӗпрел ҫыннисене, районăн хӑнисене кăмăллă канма нумай мероприяти сӗнчӗç. Вӗсем кӑнтӑрла «Коляска парадӗнче» тӗрлӗ формӑллӑ сӑпкара пӗчӗк ачасем лартса çӳренисене, спорт лаптăкӗсенче ачасен спорт ҫитӗнӗвӗсене, интерактивлă лаптăксенче йӗркеленӗ тӗрлӗ вӑйӑсем, каҫхине Виль Усманов, «Хусан каччисем», Андрей Думилин хутшӑннипе иртнӗ концерта пăхрӗç. Ача-пӑча аттракционра савăнчӗ, ҫамрӑксемшӗн каҫхи дискотека йӗркеленӗччӗ. Унтан район ҫыннисене ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем, ăнăçусем тума чӗнсе, уяв салючӗ Ҫӗпрел çийӗн тӗрлӗ тӗссемпе çуталчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев