Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Танкистсен кунӗнче икӗ мероприяти

Календарьти дата

П. В. Дементьев ячӗллӗ паркра Танкистсен кунне тата Совет Союзӗн Геройӗн Зариф Закирович Алимовăн паттӑрлăхне ӗҫ тунăранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ митинг иртрӗ.

Совет Союзӗн Геройӗ, Ҫӗнӗ Кахăрлă ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Зариф Закирович Алимов та танкист пулнӑ. Сентябрӗн 2-3-мӗшӗнче Зариф Алимов лейтенант ертсе пыракан взвод Онешти хулин районӗнче тӑшмана хирӗç тухать. Ӑна чылай сиен кӳрет: пӗр ротăна çука кăларать, 25 салтакпа офицера тыткӑна илет. Зариф Алимов 1945 ҫулхи январӗн 31-мӗшӗнче вилет. СССР Верховнӑй Совечӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи мартăн 24-мӗшӗнчи Указӗпе килӗшӳллӗн, лейтенанта Зариф Алимова Совет Союзӗн Геройӗ ятне параççӗ.

Митинга район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, районти Ӗç тăвакан комитетăн ертӳҫи, кадрти офицер, танк ҫарӗсен капитанӗ Рустам Мухаметзянов, Ӗç тăвакан комитетăн ертӳçин çумӗ Айрат Залялов, ӗҫ коллективӗсем, танк ҫарӗсен ветеранӗсем, вӗренекенсем, юнармейцсем, Çӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗн студенчӗсем тата ыттисем те хутшӑнчӗç. 

Марат Гафаров, Рустам Мухаметзянов, воин-интернационалист, ҫар юхăмӗн ветеранӗсен совечӗн ертӳçи Виктор Петухов, танк ҫарӗн ветеранӗсем Виталий Мердеев, Амирзян Бакаев, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗн кавалерӗ, афганец Ильдус Журавлев митинга хутшӑнакансене уявпа саламларӗҫ, мирлӗ тӳпе, сывлӑх, ăнăçусем сунчӗҫ.

Марат Ринатович хӑйӗн сӑмахӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра та пирӗн ентешсем-Ҫӗпрел районӗн танкисчӗсем ятарлӑ ҫар операцийӗн зонинче паттӑрлӑх кӑтартаҫҫӗ. 

— Танкист кунӗ вӑл — ҫапӑҫури туслӑхпа пӗрлӗхӗн мероприятийӗ, мӗншӗн тесен танк ҫарӗсем — чи малтан, экипажпа коллектив вăл, — тесе палӑртрӗҫ тухса калаçакансем. 

Митинг хыҫҫӑн ветерансем хушшинче çар юхăмӗн ветеранӗсен Кубокне çӗнсе илессишӗн хӗç-пăшалтан тӗл перес енӗпе ӑмӑрту иртрӗ. 

1-мӗш вырӑна Виктор Петухов çӗнсе илчӗ, 2-мӗшне — Николай Быков, 3-мӗш вырӑна Виталий Мердеевпа Виталий Спиридонов йышӑнчӗç. Куҫса ҫӳрекен Кубок ҫар юхăмӗн ветеранӗсенче юлчӗ.

Танк ҫарӗсем 110 ҫул тултарнӑ ятпа вӑрҫӑ ветеранӗсен Совечӗн ятӗнчен, Афганистанра, Чечняра тата ятарлă çар операцийӗнче вилнӗ ҫар ҫыннисен ҫемйисене, ашшӗ-амӑшӗсене парнесем пачӗҫ. Парне валли панулмисене «Тăваньел сачӗсем» хуçалăхăн ертӳçи Альфред Хайруллин хатӗрленӗччӗ.

Малалла тăсса

Çулсеренех сентябрӗн иккӗмӗш вырсарникунӗнче Раҫҫей Федерацийӗнче паллă датăна — Танкистсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак професси уявӗ 110 ҫул каялла календарьте килсе тухнă. Танкистсен кунне ҫӗршывӑн ҫар йӑли-йӗркисене ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратас тата аталантарас, ҫар службин хисепне ӳстерес тата патшалӑх оборонин хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес тӗллевсене пурнӑҫлас тӗлӗшпе тунӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев