Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

«Шывсӑр пурӑнма май ҫук»

Пирӗн районти ялсенчен нумайӑшне пахалӑхлӑ шывпа тивӗҫтернӗ пулин те, Упи ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансемшӗн шыв проблеми паян уйрӑмах ҫивӗч тӑрать

Таса шыв кирлӗлӗхӗ пирки ял ҫыннисем района ӗçлӗ визитпа килнӗ РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Ильдар Гильмутдинов умӗнче те хускатрӗç. Йышӑнӑва Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ — «Единая Россия» партин вырӑнти уйрӑмӗн секретарӗ Марат Гафаров та хутшӑнчӗ.

Чӑннипе те, темиҫе ҫулсем хушши Упи ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем пахалӑхлӑ шыв ӗçейменнипе «асапланаҫҫӗ». Ҫулла та пусăсенче шыв пӗтет. Хӗлле вара халăх вӗсен юр ирӗлтерсе, ҫав шыва выльăх-чӗрлӗхе ӗҫтерет.
«Шыв çитменнине пула, эпир ӗнесене сутрӑмӑр, пӑрусене сахаллатрăмăр. Шыв ҫитменнине выльӑх-чӗрлӗхе ӑнлантарма пулмасть», — теççӗ Упи ялӗнче пурӑнакансем.

Упи ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Ярухин:

— Ял тăрăхӗ пилӗк яла пӗрлештерет. Ял тăрăхне шывпа тивӗҫтерес ӗҫ 2019 ҫулта пуҫланчӗ, проект тата экспертиза ӗҫӗсене туса хатӗрленӗ. Иртнӗ çул вара 7,5 ҫухрӑм тӑршшӗ шыв ҫулӗ хывнӑ тата социаллӑ пурнӑҫпа пӗлтерӗшлӗ объектсене шыв сечӗпе ҫыхӑнтарнӑ. Ку, чи пирвайхи черетре, икӗ шкул, виҫӗ ача сачӗ, «Ӑшӑ ҫурт» приют, ФАП, пушар надзорӗн пункчӗ. Паллах, çак объектсем вырнаҫнӑ урамри çынсем те шывлă пулчӗç, ку — 38 ҫурт. Кӑҫал 3 ҫухрӑм тӑршшӗ шыв ҫулӗ хывнӑ, ҫак ӗҫсене пӗтӗмпех Тутар Упи ялӗнче пурнӑҫланӑ. Пурӗ 15 ҫурта шыв килчӗ. Паянхи кун Тутар Упи ялӗнче 40-е яхӑн ҫын пурӑнать. Ҫак икӗ ҫул хушшинче ирттернӗ ӗҫсене пула ял тăрăхӗнче 18 пушар гидрантне вырнаçтарнă, вӗсенчен 4шӗ Тутар Упи ялӗнче. Паллах, ял тăрăхӗ пысӑк, пурнăçламалли ӗçсен калăпăшӗ те пысӑк. Ӗҫ пӗр ҫулта ӗçлемелли ӗç ҫеҫ мар, малашне ӗç малалла тӑсӑласса ӗмӗтленетпӗр эпир. 
РФ Патшалӑх Депутачӗ Ильдар Гильмутдинов, район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, Александр Ярухин Тутар Упи ялӗнче пурăнакан Асимапа Фагим Юсуповсем патӗнче пулчӗç. Ялăн аслă çулсенчи çыннисем паян тивӗҫлӗ канура, ывӑлӗпе Рамиспа тата кинӗпе Альфияпа пӗрле пурӑнаҫҫӗ.

— Шывсӑр пурӑнма май ҫук. Ку паллӑ ӗнтӗ: кирек ӑҫта пырса перӗнсен те, шыв кирлӗ: ҫыншӑн та, пӗтӗм чӗрӗлӗх тӗнчишӗн те. Шыв пирӗн пата килсе çитнӗшӗн питӗ савăнтăмăр. Ҫав тери кӑмӑллӑ, пусӑран ăсса тăрасси те ҫук, унта та ҫулла сахалланса пырать вӗт. Шыв питӗ ҫемҫе, чейӗ те тутлӑ, — тесе тав турӗç Юсуповсем. 

Ильдар Гильмутдинов:

— Яланхи пекех, депутат патне ҫынсем пурнӑҫри тӗрлӗ проблемăсем ҫинчен каласа пама килеҫҫӗ. Икӗ хушăра калаçу пур чухне, пире те хӑтлӑ, вырӑнти халӑх мӗнле пурӑннипе паллашатпӑр, ыйтăвӗсем пулнисене пулӑшма тӑрӑшатпӑр. Хӑш-пӗр ыйтусене тӳрех татса пама пулать, хӑш-пӗрисем çырса илетпӗр, мӗншӗн тесен кирлӗ структурăсем патне илсе ҫитерме вӑхӑт кирлӗ. Пӗр ыйту та хуравсăр ан юлтăрччӗ тетпӗр. Ку питӗ кирлӗ. Упи ял тăрăхне шывпа тивӗçтерес енӗпе те проблемăсем те татса парăнӗç, — терӗ. 
Граждансене йышӑннӑ май Кивӗ Упи ялӗнчи ҫулсем те начар пулни çинчен калаçрӗç. Мӗнпур ыйтусене те депутат хăй контрольне илчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев