Сывă пул, хӗлле!
Район центрӗнче иртнӗ «Ҫӑварни» театрализациленӗ представлени аслисемпе ачасене пӗрле пухрӗ Уявсем
Хӗле пӗрле кăмăллă ирттерни — пирӗн халӑх пурнӑҫӗнчи тахҫанхи йӑла.
Кашни ҫулах районта мартӑн 8-мӗшӗнче «Чүпрәле» паркӗнче «Ҫӑварни» уявӗ иртет. Унта ача-пӑча вӑййисене те, культура ӗҫченӗсен юррисене, ташшисене те курма пулчӗ. Çавăнтах халăх пӗçерсе тăракан икерчӗпе, шашлыкпа хăналанчӗ, сăмаварсенче вӗресе тăракан техӗмлӗ чей ӗçсе ăшăнчӗ. Мероприятийӗн кульминаци пайӗ — «Хĕл карчăкне» çунтарса мĕнпур начаррине çилпе вĕçтерсе яни пулчӗ. Вăл пурин чĕрисенче те ырă туйăмсем çуратрĕ, малашнехи пурнăçра пурăнма вăй-хăват парнелерĕ.
Паллах, кун пек представленирен никам та аяккинче юлма пултараймасть.
— Килте тӳссе лараймарăм, курма тухрӑм-ха, — тет сакӑрвунӑ ҫулхи Нурлежиган Айметдинова. — Хӗлӗн вӑхӑчӗ нумаях юлмарӗ. Çуркунне телей илсе килтӗр!
Мероприяти ертсе пыракансем те ҫавӑн пекех ырӑ сунӑмсем суна-суна, такмак каласа, лаптăка савăк Çуркуннене чӗнчӗç... Ҫуркунне-ҫуркунне ӗнтӗ вăл! Çапла вара çак кун пурте савăнма, вăхăта усăллă ирттерме тăрăшрĕç. Кам-тăр халăха çепĕç те илемлĕ юрăсемпе тыткăнлама тăрăшрĕ. Фольклор коллективӗсен юррисем таçта çитиех илтӗнмелле, янӑраса тăчӗç.
Ҫав кун та суту-илӳ точкисем питӗ хастар ӗҫлерӗҫ. Ку пуриншӗн те кирлӗ япаласем, парне суйласа илме питӗ лайӑх май пулчӗ. Çак уявран кашниех ырă кăмăл-туйăм илсе кайрӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев