Сывă пул, шкул!
Умра çӗнӗ ӗмӗтсем..
Майӑн 24-мӗшӗнче районти мӗнпур пӗлӳ паракан учрежденисенче «Юлашки шӑнкӑрава» халалланӑ чаплӑ линейкӑсем иртрӗҫ.
Çӗпрел районӗнче кăçал вăтам шкула 75 каччăпа хӗр пӗтерет тата тӑххӑрмӗш класран 209 çамрăк вӗренсе тухать. Вӗсемшӗн юлашки шӑнкӑрав — пысӑк пулăм.
Ҫак кун пӗр вăхăтрах хумхантаракан, çав вăхăтрах савӑнӑҫлӑ тата салхуллă кун, мӗншӗн тесен пысӑк пулăмсемпе, ăнăçусемпе, пӗлтерӗшлӗ самантсемпе пуян пулнă шкул пурнӑҫӗ хыҫала тӑрса юлать. Малашнехи ҫула ҫамрӑксен хӑйсен суйламалла пулӗ — кам малалла вӗренес, кам пурнӑҫа урӑхла йӗркелес тейӗ.
Районти вӗренсе тухакансемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗсене район ертӳҫисем уяв ячӗпе саламларӗҫ, шкул пӗтерекенсене палӑртнӑ тӗллевӗсене пурнӑҫлама ăнăçу сунчӗҫ.
Вӗренсе тухакансен умӗнче сăнавсем — патшалӑх экзаменӗсем, çитӗнӳсем, пысăк ӗçсем. Ҫак кунсенче вӗренекенсем хăйсем суйласа илнӗ предметсемпе экзаменсем пама тытӑнчӗҫ. Вунпӗрмӗш класра вӗренекенсемшӗн тӗп экзаменсем: математикӑпа тата вырӑс чӗлхипе майӑн 28 тата 31-мӗшӗсенче иртӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев