Светлана Шурбина: «Эпӗ хамӑн ӗҫӗм ҫынсене килӗшнӗшӗн киленӗç илетӗп»
Тăрăшакан тупӗ...
Светлана район центрӗнче хӑйӗн салонне йӗркеленӗренпе пӗр ҫулталăк çитнӗ.
Ӗлӗкхи ҫулсенче хӗрсем ӗмӗр тӑршшӗпех ҫӳҫӗсене чӗркуҫҫи таран ӳстернӗ, хӑшӗ вӗсене тирпейлӗн пуҫтарса хурсан, хăшӗ вара вӑрӑм ҫивӗтсене ҫивӗтлесе усса çӳрекенсем те пулнă. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн ҫӳҫ ӳстересси ҫине те шухăшсем улшӑнчӗç.
Эпир халӗ ҫав ҫӳҫсемпе мӗн кăна тумастпӑр-ши? Паллах, ку енӗпе парикмахерсем-ăстасем пулăшăва килеççӗ. Пирӗн Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче те ҫӳҫ касас енӗпе интересленекен ăстасем нумай. Вӗсенчен пӗри — Светлана Шурбина.
Светлана Витальевна Ульяновск облаҫӗнчи Сенгилей районӗнчи Екатериновка ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Светлана 4 ҫул тултарсан, ашшӗ-амӑшӗ тӑван тӑрӑха таврӑнма шутлаççӗ, 5 ҫынтан тӑракан ҫемье Ҫӗнӗ Упи ялне куçса килсе, тӗпленет.
Çӗнӗ Упи ялӗнче — 9, Упи вӑтам шкулӗнче 11 класс пӗтернӗ хыҫҫӑн, Светлана Ульяновск хулинчи почта ҫыхӑнӑвӗн операторӗн специальноҫне алла илет. Вӗреннӗ ҫулсенче район центрӗнчи почта уйрӑмӗнче практика иртет. Унтан Ульяновск хулинче хăйӗн специальноҫӗпе ӗçлет.
Пӗр ял ҫыннипе Евгений Геннадьевичпа çемье çавăрать. Ачисем пӗрин хыҫҫӑн тепри ҫуралаҫҫӗ.
— Ҫӳҫӗсене илемлӗн тирпейлесе çӳрекен ҫынсене ачаранах ăмсанаттăм. Тӑваттӑмӗш ача ҫуралсан вара, пурнӑҫма кӑштах улӑштарас, хама килӗшнӗ профессие алла илес килчӗ, çапла вара «Çӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗн» базинче йӗркеленӗ парикмахерсен курсне вӗренме кӗтӗм, — тесе калаçрӗ Светлана Шурбина.
Парикмахерсен курсне вӗçленӗ хыҫҫӑн, вӑл клиентсене килӗнче йышӑнать, унтан Çӗнӗ Упи ялӗн клубӗнче арендӑна пӗр пӳлӗм илет. Майӗпен район центрӗнче ӗҫлес шухăшӗ килсе тухать. Кӑмӑлӗ пулнăран, салон валли вырӑн та тупăнать.
— Эпир чи малтан арендӑланӑ пӳлӗмре «косметика» юсавӗ ирттертӗмӗр. Шыв кӗртрӗмӗр, кăлартăмăр, оборудованисем кӳтӗмӗр. Паллах, ҫӳҫ касма кирлӗ мӗнпур инструментсене те туянтӑмӑр. Пур условисене те, хăтлăх тума та тӑрӑшрӑмӑр, — тет ăстаçă.
Светланӑн эпир тесе калаçни — вӗсем мăшăрӗпе Евгенийпе иккӗшӗн ӗҫсем мӗнле пӗрле пурнăçланни çинчен пырать. Мăшăрӗ çак ӗçе пуçăннине Евгений те ырлать, хаваслансах пулӑшать. Тепӗр тесен, туслӑ, илемлӗ ҫемьере ҫапла пулмалла та ӗнтӗ.
Чӑннипе те, салонра пурте хӑйсен вырӑнӗнче: музыка хуллен вылять, чечексем ӳссе лараҫҫӗ.
— Эпӗ чечексене юрататӑп, пахчара та тӗрлӗ тӗслӗ чечексем ӳстеретӗп, хризантемăсем шăнтичченех чечек ярса лараççӗ, — тет ултӑ ача амӑшӗ.
Вӑл район центрне кунсерен кайса ӗҫленипе те ӳпкелешмест.
— Мана профессийӗм питӗ килӗшет. Ҫӳҫ касни, сӑрлани, прическа туни, хамăн ӗҫӗмӗн лайӑх результатне курни, клиентсем манăн ӗçӗмпе кăмăллă пулни, тав туни мана киленӗç парать. Тӗрлӗрен ҫынсем пур. Пурнӑҫра тӗрлӗ лару-тӑру пулать. Енчен те салона килнӗ чухне клиент темшӗн кӑмӑлсӑр пулнă пулсан, илемлӗ прическа, килӗшӳллӗ образ, ҫавӑн пекех, калаçу урлă унӑн кăмăлне те тупма тăрăшатăп. Ҫапла тӑрӑшни те ахаль пулмасть. Манӑн клиентсем пурте салонран лайăх кӑмӑлпа, ăшшăн кулса тухса каяҫҫӗ, — тет Светлана.
Мăшăрӗ Евгений Мускавра стройкӑра ӗҫлет иккен. Нумай чухне ултӑ ача пӑхсасси те амӑшне тӳрӗ килет. Ачасене вӑл хӑйпе пӗрле Кивӗ Ҫӗпрелне илсе килет, хăшне шкула, хăшне ача садне вырнаҫтарать. Ывӑлӗсем Станислав — 8-мӗш, Виталий — 6-мӗш, Ева — 2-мӗш, Евгения 1-мӗш класра пӗлӳ илеççӗ, Елисей тата Яна ача садне ҫӳреҫҫӗ. Кирлӗ пулнăран, хӗрарӑм машинӑпа ҫӳреме те вӗреннӗ, курссенчен вӗренсе тухнӑ, водитель удостоверенине илнӗ.
Хӑйӗн ӗҫне тата та ытларах аталантарнӑ — искусствӑлла куҫ хӑрпӑксем тăвас вӑрттӑнлӑха та алла илнӗ.
«Тӑрӑшакан — тупӗ, чул ҫине пăта ҫапӗ!» текен халӑх каларăшӗ пур. Шăпах çавăн пек — тăрăшса, чул ҫине пӑта та ҫапса кӗртме пултаракан çын вăл Светлана.
Çӳçе пăхас енӗпе канашсем
Салона пырса кӗрсен, хӑвӑр ӗмӗтленнӗ сӑнара куç умне уҫҫӑн кăларса тăратăр. Сӑмахран, пӗрисене челка килӗшмест, теприсене сивӗ е ӗненмелле мар тӗссем килӗшмеҫҫӗ. Камшăн-тăр ҫӳҫӗн вӑрӑмăшӗ пӗлтерӗшлӗ мар, теприншӗн вара кашни сантиметр пӗлтерӗшлӗ. Урăхла каласан, социаллӑ сетьсенче ҫӳҫ тӗсне палӑртакан темиҫе сӑнӳкерчӗк, ҫавӑн пекех интернетра кӑмӑла кайнӑ ҫӳҫ тӗсӗсене тупса мастера кăтартсан аван пулӗччӗ.
Пӗтӗмлетсе каласан, парикмахертан нимӗн те ан пытарӑр! Ӗлӗк сирӗн ҫӳҫӗр хнапа е басмапа сӑрланнӑ, çутçанталăк краскисемпе ҫирӗпленнӗ пулсан — ун ҫинчен те каламалла. Мӗншӗн тесен, сӑмахран, ӳсентӑрансемпе сӑрланӑ хыҫҫӑн ҫӳҫе кӑтралатма пулмасть. Ҫавӑн пекех, клиентăн пӗр-пӗр япала ҫине аллерги пурри ҫинчен те систермелле.
Ҫӳҫ тӑкăнать
Ҫыннӑн талӑкра 30-100 çӳç тăкăнать, уйрӑмах хӗлле тата ҫуркунне. Ҫак вӑхӑтра витаминсем ӗçмелле, тӗрӗс апатланмалла.
Ун пек пулмасан, нимӗнле хаклӑ шампуньсемпе бальзамсем те усӑ кӳреймеҫҫӗ. Çӳҫ сывӑ пултăр, лайăх ӳстӗр, пурҫӑн пек йăлтăрттатса тăтăр тесен, тӗрӗс апатланни те кирлӗ. Уйрӑмах белок усӑллӑ. Вăл ашра, пулӑра, тӑпӑрчăра нумай. Ҫавӑн пекех кишӗр, мӑйӑр, кавӑн тата чӗкӗнтӗр ҫини те усӑллӑ.
Ҫӳҫ вӗҫӗсене 1,5-2 уйӑхра пӗр хут кастарса тăрсан, ҫӳҫсене илемлӗ тӗс кӗрет. Кӗске ҫӳҫе, вӗсем формӑна ан ҫухатчӑр тесен, кашни уйӑхрах кастарса тăрсан лайӑхрах.
Нумайӑшӗ тӗксӗм, ҫӳҫ типӗ пулнипе ӳпкелешеҫҫӗ. Ҫакӑ нумай чухне эсир сӑрӑпа мар, ҫӳҫ ҫунӑ чухне усӑ куракан шывпа та ҫыхӑннӑ. Шыв пӑрӑхӗнчен килнӗ шывăн пахалӑхӗ час-часах начар пулать. Ҫавӑнпа ҫӳҫсене фильтр витӗр кăларнă шывпа ҫума сӗнеҫҫӗ. Сӑмах май каласан, салонра та унпа усӑ кураççӗ.
Ҫунӑ хыҫҫӑн çӳçе нӳрӗлетекен, те тутлăх-лантаракан хатӗрсемпе усă курмалла. Вӗри хӗскӗчпе, типӗ фенпа усӑ курнӑ чухне ятарлӑ хӳтӗлев спрейӗпе усӑ курмалла. Йывӑҫ е пластика турапа турани паха. Ăна кашни икӗ эрнерех тасатса тăмалла. Йӗпе ҫӳҫе шултра шӑллӑ турапа турама сӗнеҫҫӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев