Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Суйлавсем иртрӗç

Сентябрӗн 17, 18 тата 19-мӗшӗсенче  VIII созыври  Раççей Федерацийӗн Патшалăх Думин суйлавӗ иртрӗ. Ҫак кунсенче районта 36 суйлав участокӗ ӗҫлерӗ

Çӗпрел районӗнче 17271 ҫын суйлавра хутшăнма тивӗçлӗччӗ. Çавăн 95 процентӗнчен ытларахăшӗ участоксене килсе, сасăларӗ.

Участоксем кашни кун 8.00 сехетрен пуҫласа 20.00 сехетчен ӗҫлерӗç. 1000тен ытла суйлавҫисем пулнă участоксенче (вӗсем пирте виççӗн) видеосăнавсем  йӗркеленӗччӗ. Кунсӑр пуҫне, суйлав участокӗсенче сейф-пакетсем сыхлассишӗн шкафсем вырнаçтарнăччӗ.

Калас пулать, Çӗпрел ҫыннисем суйлавсенче яланхи пекех хастар хутшăнаççӗ. Суйлава аслисем те, ҫамрӑксем те ҫемйисемпе, ачисемпе пӗрле килчӗҫ.

1369-мӗш суйлав участокӗнче Лейсанпа Марат Ракиповсем хӗрӗпе килнӗччӗ. «Ачасене гражданин тивӗҫне пурнăçлани пӗлтерӗшлӗ пулнине мӗн пӗчӗкренех  вӗрентсе ӳстермелле», – тесе пӗлтерчӗç вӗсем. Кивӗ Ҫӗпрелӗнчен Гульнурпа Аймат Хайрутдиновсем, Çӗнӗ Çӗпрелӗнчен Верăпа Сергей Кочеваровсем  те суйлавсене яланах пӗрле ҫӳренине каларӗҫ. «Ялта ӗҫ нумай. Иксӗмӗр те суйласа таврăнатпăр та, килти ӗҫсене пӗрле ӗçлетпӗр», – терӗҫ Кочеваровсем.

Политика пулӑмӗнче район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров та хутшӑнчӗ. Вăл хӑйӗн гражданин тивӗҫне сентябрӗн 19-мӗшӗнче Кивӗ Çӗпрел ялӗнче вырнаçнă 1369-мӗш суйлав участокӗнче пурнӑҫларӗ.

Реклама

Сасӑламалли кунсенче коронавирус инфекцийӗнчен тата сезонлӑ грипран прививка тутарма майсем те пурччӗ. Район çыннисенчен хăш-пӗрисем кунпа та усă курчӗç. Районти культура ӗҫченӗсем вара, сасăлама килекенсене юрӑ-кӗвӗпе, музыкăпа кӗтсе илсе, ăсатса тăчӗç.

Виҫӗ кун хушшинче сасӑлав участокӗсене санитари требованийӗсем енӗпе дезинфекци  тунă. Суйлавҫӑсем термометри урлă иртрӗç, ятарлӑ маскӑсемпе,    сыхлану мерисемпе усӑ курчӗç.

Районта суйлав кӑтартӑвӗсем ак ҫапла пулнӑ. «Единая Россия» парти 89% ытла сасӑ пухнӑ. «КПРФ»шӑн суйлавҫӑсен 6 проценчӗ сасă панă,«ЛДПР» тата ытти партисен районӗпе пухнă сасă 1%ран каярах.

Пирӗн района кӗнӗ 27 номерлӗ Мускав пӗр мандатлӑ суйлав округӗнчен депутат пулма регистрациленнӗ кандидатшӑн Ильдар Гильмутдиновшăн суйлавҫӑсен 78 проценчӗ хӑйӗн сассине панӑ.

Патшалӑх Думин суйлавӗсемпе пӗрлех хăш-пӗр муниципалитет округӗсенче те суйлавсем иртрӗҫ. Пирӗн районтах ҫавӑн пек суйлав Шланка ялӗнче,  4-мӗш суйлав округӗнче пулчӗ. Ку округран виҫӗ депутат тӑратнӑ. Вӗсен хушшинчен Рифкать Мухаметшин чи нумай сасă пухрӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев