Суйлав – 2020
Паянтан, сентябрӗн 11-мӗшӗнчен, Тутарстан Республикин Президенчӗн тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх представительлӗ органӗсен депутачӗсен суйлавӗсем пуҫланчӗҫ. Кампани виҫӗ куна тӑсӑлӗ, сентябрӗн 13-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Ҫакна суйлав участокӗсенче халӑх йышлӑ пухӑнса ан тӑтӑр тесе тӑваҫҫӗ. Суйлав пуҫланас умӗн эпир Ҫӗпрел районӗнчи суйлавҫӑсемпе тӗл пултӑмӑр, участокри суйлав комиссийӗсем мероприятие мӗнле хатӗрлӗхре пулни ҫинчен пӗлтӗмӗр.
– Район шайӗнче, яланхи пекех, суйлавсене хатӗрленессине ҫӳллӗ шайра йӗркеленӗ. Районӗпе мӗнпурӗ 36 суйлав участокӗ ӗҫлет. Эсир пӗлетӗр ӗнтӗ, кӑҫал Тутарстан Республикин Президенчӗпе пӗрле вырӑнти хӑй тытӑмлӑх представительлӗ органӗсене те депутатсем суйлăпăр. Ҫавна валли, палӑртнӑ вăхăтра, районти 164 суйлав округӗсен депутачӗ пулма 200 кандидат регистрациленнӗччӗ, – тет Ҫӗпрел районӗнчи ерриторири суйлав комиссийӗн ертӳçи Ильгизар Вафин.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, сасӑлав валли оборудованиленӗ мӗнпур зданисене те ведомствăсен хушшинчи комиссисем пушар хӑрушсӑрлӑхне тата террора хирӗҫ хӳтӗленнине тӗрӗсленӗ. Суйлав участокӗсене уҫас умӗн, коронавирус пандемине шута илсе, мӗнпур зданисенче дезинфекци мероприятийӗсем ирттереҫҫӗ. Участоксене кӗмелли тата тухакан вырӑнсем уйрӑм. Ҫав хушӑрах суйлав комиссийӗсен членӗсене тата сасӑлавҫӑсене маскӑсемпе тата уйрӑм сыхлану мелӗсемпе тивӗҫтернӗ. Кунсӑр пуҫне, суйлав участокне кӗнӗ чухне граждансен ӳт температурине контактсӑр термометрсемпе тишкереҫҫӗ.
Суйлав участокӗсем ҫак виҫӗ кун хушшинче ирхине 8.00 сехетрен пуҫласа хӑйсен ӗҫне пуҫлаҫҫӗ.
Суйлавҫӑсен шухӑшӗ
Дилюза Азизова:
– Суйлавра хутшăннине хамӑн гражданла тивӗҫӗм тесе шутлатӑп. Тивӗҫлӗ канура пулнине пӑхмасӑрах, хастарлӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыратӑп. Ывӑлпа хӗрӗме тӑватӑ мӑнука пӑхса ҫитӗнтерме пулӑшатӑп. Патшалӑх пире ҫавӑн пек майсем парать пулсан, мӗншӗн-ха суйлавра хутшӑнас мар?!
Радик Сафин:
– Ӗлӗк-ӗлӗкрен, атте-аннерен ҫапла юлнӑ пулӗ, суйлав кунӗ – пирӗн ҫемьешӗн уяв. Эпир, яланхи пекех, сасӑламалли суйлав участокне çемьепе килетпӗр.
Нет комментариев