Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

«Сувар» хаçата — 30 çул!

«Сувар» — Тутарстан Республикинче чăвашла тухса тăракан пӗртен-пӗр республика хаçачӗ

Мартăн 30-мӗшӗнче Хусанти Халӑхсен Туслӑхӗн Ҫуртӗнче «Сувар» чăваш хаҫачӗн пӗрремӗш номерӗ тухнăранпа 30 çул çитнине халалланӑ чаплӑ мероприяти иртрӗ. Мероприяти пуҫламӑшӗнче Тутарстан Республикинчи Чăваш наципе культура центрӗн 12-мӗш отчетпа суйлав конференцийӗ пулчӗ.

Паллӑ ӗнтӗ, Тутарстан Республикинче кӑна мар, Раҫҫейӗн нумай регионӗнче, ҫав шутра, Чӑваш Республикинче, Пушкӑрт, Ульяновск, Самара, Челябинск, Ленинград тата ытти облаҫсенче пурӑнакан чӑвашсем те «Сувар» хаҫата кашни эрнерех кӗтеҫҫӗ. Кунта тӗрлӗ регионтан килнӗ хӑнасем, вӗсем хушшинче Раҫҫей Геройӗ, Мускаври Чӑваш наципе культура центрӗн ертӳçи, генерал-лейтенант Николай Федорович Гаврилов, Ульяновск облаҫӗнчи, Пушкӑртстанри, Чӑваш Енри тата ытти регионти ӗҫтешсем, хаҫат ӗҫченӗсем, ҫавӑн пекех общество деятелӗсем, Шупашкарти строительство компанийӗн генеральнӑй директорӗ Николай Угаслов тата ыттисем те пурччӗ. Ҫӗпрел районӗн делегацийӗ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ертсе пынипе, район пуçлăхӗн çумӗ, Чăваш наципе культура центрӗн районти ертӳçи Алексей Ярухин, «Туган як» район хаҫачӗн ӗçченӗсем, «Сувар» хаҫатӑн активлӑ корреспонденчӗсем, ҫавӑн пекех, районти чӑваш автономийӗн активисчӗсем хутшăнчӗç. 

суварРеспублика хаҫачӗн вӑтӑр ҫулхи юбилейӗ ячӗпе район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, «Туган як» хаçатăн тӗп редакторӗ ӗçне пурнăçлакан Гулия Фаизова «Сувар» хаҫатăн тӗп редакторне Ирина Трифонована тата вăл ертсе пыракан коллектива асӑнмалӑх парнесем пачӗç, хӑйсен ӗҫӗнче творчествăлла ăнăçусем сунчӗç. 

Республика хаҫачӗн редакцийӗпе нумай ҫул тата тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн, хаҫата аталантарма тата популяризацилеме, чӑваш халӑхне пӗрлештерме, вулав аудиторийӗн географине анлӑлатма пулӑшнӑшӑн «Сувар» хаҫатӑн тулашри авторӗсене Хисеп грамотипе наградӑларӗç. Пирӗн ентешӗмӗр, хаҫатӑн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова творчествăлла ҫитӗнӳсем, ăнăçусем, ырлӑх-сывлăх сунчӗ, ҫавӑн пекех малашне пӗрле ӗҫлес шанчӑка палӑртрӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев