Июль уйăхӗнчен пуҫласа, районти виҫӗ аслă çулсенчи хӗрарӑм 90 тата 95 ҫулхи юбилей датисене палӑртрӗç
Çавсенчен пӗри Каусария Летфулловна Задиханова, вăл Анат Хураката ялӗнче пурăнать, иккӗмӗшӗ – Рокия Алифулловна Хусаинова Аслă Чăнлă ялӗнчен тата Елизавета Егоровна Зыкова – Анат Вӑрманай Шăхалӗнчен.
Юбилярсене йăлана кӗнӗ тăрăх Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Владимир Путинăн ятӗнчен саламлă çырусем, район пуҫлӑхӗн ятӗнчен парнесем тата чечек çыххисем пачӗç.
Аслă ăру çыннисен пурнӑҫӗ йывӑр вăрçă ҫулӗсемпе ҫыхӑннӑ.
Каусария аппа мăшăрӗпе Равиль пиччепе 10 ача воспитани парса ӳстернӗ. Ӗмӗрӗпех колхозра ӗҫленӗ вăл. Паян ывăлӗн Альфикăн тата кинӗн Фирдавесăн тимлӗхне туйса пурăнать. Юбиляр хӑйӗн йăхне малалла тăсаканӗсемпе те питӗ пуян. Унӑн мӑнукӗсем 21, кӗçӗн мӑнукӗсем 31, кӗçӗн мӑнукӗсен ачисем те пур ӗнтӗ, вӗсем тӑваттӑн.
Рокия аппа та мӑшӑрӗпе 9 ача воспитани парса ӳстернӗ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче вӑл тракторист пулса ӗҫлет. Шел пулин те, юлашки ҫулсенче Рокия аппа сывлӑхӗпе мухтанаймасть. Ӑна ачисем пăхаççӗ.
Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнă чухне Елизавета Петровна 15 ҫулта пулать. Ашшӗ фронта каять. Амӑшӗ виҫӗ ачапа тăрса юлать. Елизаветӑна, вӑл ачасем хушшинче асли пулнипе, пуринчен те нумайрах ӗç пурнăçлама тӳрӗ килет. Вăл пӗртӑванӗсене пăхать, колхозра аслисемпе ӗҫлет.
Вӑрҫӑ вӗçленнӗ хыççăн Елизавета Хурӑнвар-Шăхаль вӑтам шкулӗнче пуҫламӑш классен вӗрентекенӗ пулса ӗҫлеме пуҫлать. Пӗр ял çыннине Илья Зыкова качча тухать. Ҫемьере тӑватӑ ача ҫуралать. Анчах ҫемьеллӗ пурнӑҫ нумая пымасть. Мăшăрӗ, 15 ҫул пӗрле пурӑннӑ хыҫҫӑн, вилет. Елизавета Егоровна ачисене пӗччен кăна ура çине тăратать. Хальхи вӑхӑтра вӑл хӑйӗн хӗрӗпе Шупашкарта пурӑнать.
Нет комментариев