Суйларăмăр!
Республикăн VII созыври Патшалӑх Совечӗн депутачӗсемшӗн сасӑларăмăр
Ăçта мӗнле-тӗр, пирӗн тӑрӑхра вара суйлав кунӗ уяв пек иртет. Кӑҫал та Ҫӗпрел районӗнчи суйлав участокӗсенче уяв пекех туйăнчӗ. Ял ҫыннисем, çак ӗçе те ир-ирех пурнăçлама хӑнӑхнӑскерсем, суйлава килсе ҫитрӗҫ.
Район центрӗнчи 1368 номерлӗ суйлав участокӗнче Ҫӗпрел ялӗн гражданинӗ Абдулхарис Алимов ку хутӗнче те чи малтан сасӑларӗ.
— Эпӗ питӗ ир тӑратӑп. Суйлава та яланах чи малтанхисенчен пулса çитетӗп. Унтан таврӑнсан, радио итлетӗп, телевизор пӑхатӑп — ҫӗнӗ хыпарсемпе паллашатӑп. Тӗнчере тăнăçлăх пултăр тесе, хамӑр депутатсем те çавнах тӗллеве илччӗр, тесе сасăларăм, — тет тӑххӑрмӗш теҫетке вакланӑ ялăн аслă çулсенчи çынни.
— Тутарстан — нумай нациллӗ республика. Кунта пурăнма, ӗҫлеме пур условисем те пур. Малалла та ҫаплах пултăр, тесе суйлас терӗмӗр, — терӗҫ суйлав участокӗнчен тухса пыракан Данирпа Энжия Шарафутдиновсем.
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ҫак пысӑк мероприятие мӑшӑрӗпе тата хӗрӗпе килнӗ. Пӗтӗмлетсе каласан, суйлава ачисемпе килекенсем те питӗ нумайăнччӗ.
Çавна май, Годуновсен ҫемйи хӑйсен шухӑшне пӗлтерчӗç:
— Хӑйсен гражданла тивӗҫне пурнӑҫ-ламаллине пӗлсе ӳсчӗр. Ашшӗ-амӑшӗсем ҫакна хӑйсен тӗслӗхӗпе кӑтартмаҫҫӗ пулсан, ăçтан вӗренмелле-ха ӑна?! — терӗç вӗсем.
Пӗр сӑмахпа каласан, районти суйлавсем активлӑ лару-тӑрура иртрӗç. Мероприяти хутшӑнакансем культура тата спорт учрежденийӗсене тӳлевсӗр кӗме те май пулчӗ. Икерчӗ пӗҫерчӗç, чей вӗретрӗç, пултарулăх коллективӗсем хăйсен юрри-ташшисемпе кăмăлсене çӗклентерчӗç. Тахҫантанпах пӗр-пӗрне курман ҫынсем тӗл пулчӗҫ, курса калаçрӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев