Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Ӑсталӑха ӳстерме чикӗ ҫук...

Кӗҫӗн Аксу ялӗнче пурăнакан Анатолий Сергеевич Ивановӑн алă ӗçӗсене шутласа пӗтерме те май çук

Анатолий Ивановпа паллашасси культура мероприятийӗсенчен пӗринче пулса иртрӗ. Вӑл хӑйӗн алăпа ăсталанă япалисене курав туса илсе килнӗ. Мӗн кӑна ҫук-ши вӗсен хушшинче: хӑва хуллинчен çыхнă кӑкшӑмсем, карҫинккасем, чи интересли — ӗлӗкхи тата сувенир укçасем!

— Пирӗн ҫемье нихăҫан та ҫителӗксӗр пурӑнмарӗ. Анне Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчен çӗнтерӳпе таврӑннӑ пӗр ял ҫыннипе мăшăрланса, çемье çавăрать. Вӑл тăватă ачипе мăшăрӗсӗр тăрса юлнă арçын пулнă. Ачасем те пӗринчен тепри пӗчӗккӗ. Ҫитменнине тата вӗсен çумне эпир иккӗн, икӗ пӗртăван, ҫуралнӑ.

Аттепе нумаях пурӑнаймасть анне, вӑл вилет. Анне, çапла вара, ултӑ ачипе пӗчченех тăрса юлать. Пурне те хаклама пӗлессии, мӗн пуррине упрасси, пуçтарса хурасси — ҫемьерен килчӗ. Ҫавӑнтан пуҫланчӗ те ӗнтӗ манӑн çак ӗçпе интересленесси, — тет Анатолий Сергеевич.
Анатолий пӗрремӗш хут карҫинккана хурсем пăхнă чухне çыхса пăхать. Ҫакна курсан, амӑшӗ ӑна пулӑшма тытăнать.

— Мӗнрен пуҫламаллине вӑл кӑтартрӗ. Хăшне тӗпӗнчен, хӑш-пӗр савăтсене — пачах урăхла, тыткăччинчен пуçламалла. Анне питӗ пултаруллӑ ҫынччӗ, хӗрарӑм ӗҫӗ, арҫын ӗҫӗ тесе тăмарӗ, пуртă тытса тӗрлӗ ӗç пурнăçлатчӗ, аллинче ӗç вӗресе тăратчӗ, — тет вӑл. 

Укçа коллекцине вӑл 1981 ҫулта, Олимпиада ирттернӗ тапхӑрта, пухма пуҫлать. «Коллекцири малтанхи укҫа та — Олимп сувенирӗ», — тет хастар нумизмат.
Халӗ вăл пухнă укçасем пӗр миххе те шӑнӑҫаймасть пулӗ, хӑй те вӗсен шутне пӗлмест, «50 альбома яхӑн пур-тăр», тет.

Авалхи япаласем: сӑмавар, утюгсем (вӗсен хушшинче йăтса илме те пулман киввисем, кӑмрӑкпа та, электричествăпа утюглакансем те пур), авалхи сехетсем, савӑт-сапасем... пӗр сӑмахпа каласан, пин-пин экспонат унӑн садӗнче беседкӑра вырăн тупнă. Юнашарах пушӑ бутылкӑсенчен сарай та туса хунӑ. Ҫак сооружение тума 3000 бутылка кайнӑ.

— Çаксене ăçтан пуçтарса пӗтеретӗн, — тесе ыйсан, манăн статьян геройӗ куларах: «Эпӗ çакăн пек кивӗ япаласем пуçтарнине халӗ пурте пӗлеççӗ, канма кайсан, сувенир укҫасем илсе килеҫҫӗ, сарайсене сӳтме тытӑнсан интереслӗ япаласене кӑларса пӑрахмаҫҫӗ, ман пата кӳреççӗ, çакăн пек пуҫтарăнать вара», — тет.

Анатолий Иванов хӑйӗн ҫуралнӑ кунне виҫӗ хутчен паллӑ тунипе те хăйне евӗрлӗскер. Чӑннипе, 1969 ҫулхи декабрӗн 19-мӗшӗнче ҫуралнӑ пулсан, 1970 ҫулхи январӗн 31-мӗшӗнче ҫеҫ ҫыртарнă. 17 ҫул каялла вара шӑпа ӑна инкекрен хӑтарса хăварать. Вӑл ларма пултарнă автомобиль çул-йӗр-транспорт аварине лекет, унти пассажирсем, водитель, сывă юлаймаççӗ. 2007 ҫулхи майӑн 1-мӗшӗ те çӗнӗрен çут тӗнчене килнӗ кунăм, тет вăл çавна май.

Мӑшӑрӗпе вӗсем 1993 ҫулта çемье çавăраççӗ. Валентина Михайловна шкулта 30 ҫул ытла ачасене пӗлӳ парать. Вӗсем икӗ хӗр пăхса ӳстереççӗ, иккӗшӗ те аслӑ пӗлӳ илнӗ. Аслӑ хӗрӗ çемьеллӗ, ашшӗпе амӑшне мӑнук та парнеленӗ ӗнтӗ.

Пирӗн ентеш пухнă укçисене, карçынккисене тӗрлӗ куравсене илсе ҫӳрет, вӗсен историйӗ ҫинчен каласа парать. Унӑн килти уйрӑм музейне те ҫын нумай ҫӳрет иккен.

— Ҫитӗнекен ӑру пирӗн асаттесемпе асаннесем усӑ курнă япаласене куртӑр, вӗсем ҫинчен пӗлтӗр тетӗп. Час-часах килеҫҫӗ те: «Ку вӗт пирӗн аттемӗр пӑчки вӗт, эсир ăна сыхласа хӑварнă», — тесе савăнаççӗ, тав тӑваҫҫӗ. Кӑмӑллӑ пулса каять, — тет манпа калаҫакан.

Анатолий Иванов хальхи вӑхӑтра лесникре ӗҫлет. Çак професси енӗпе аслӑ пӗлӗвне 45 ҫулта, аслӑ хӗрӗпе пӗрле, ял хуҫалӑх академийӗнче вӗренсе, илет. «Паллах, хӑш-пӗр предметсене вӗренме йывӑр пулчӗ, мана хӗрӗм пулӑшрӗ», — тет вӑл.

Ҫак тӗнчери мӗнпур киленӗçе туйса, ҫутҫанталӑк ырлӑхӗсемпе усӑ курса, унӑн илемне курса пурăнма пӗлмелле! Ҫапла канаш парать хастар ӑстаҫӑ. Вӑл карçинкка çыхмалли вăрттăнлăхсене ыттисене те кăтартма хатӗр. «Илемлӗх тума пултараканӑн чунӗ яланах таса та ҫутӑ пулӗ», — тет Анатолий Иванов.

Ăстаçăран канаш

Хӑва хуллисене ҫуркунне, шыв хӗрринче пуçтармалла. Хӑва хуллине пухмалли чи лайăх вӑхӑт — март-апрель. Ҫуркунне вӗсем лайӑх авӑнаççӗ.

Хӑва хуллисене темиҫе сехет хушши вӗретмелле, унтан сивӗтмелле. Хупписене шӗвӗр ҫӗҫӗпе тасатмалла та карçинкка евӗрлӗ туса, авма пуçламалла. Хатӗр карҫинккасене сӑрлама та пулать. Вӗсемпе кулленхи пурнăçра усă курма пулать. Пӗр карҫинкка авса тума 2-3 кун кирлӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев