Сӗт-и, шыв-и: халӑхран пухакан сӗтӗн хакӗ мӗншӗн пӗчӗк?
Районта ТР Ял хуҫалӑх министерствинчен, республикӑри Тӗп ветеринари управленийӗнчен, «Россельхознадзортан» килнӗ комисси ӗҫлерӗ
Пирӗн районта халӑх хуҫалӑхӗсенче сӑвакан 5256 пуҫ ӗне пур. 2023 ҫул тӗлне сӑвакан ӗнесен йышӗ 92 пуҫ чухлӗ ӳснӗ, çав вӑхӑтрах ӗнесен йышне чакарнă ял тăрăхӗсем те пур. Сӑвакан ӗнесен йышӗ чакнине район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров туянакан сӗтӗн хакне пăхса та хакламалла, тет.
Халӑхран туянакан сӗтӗн хакӗ вара район шайӗнче – вăтамран 23 тенкӗ те 82 пус. Ку республикӑра та чи пӗчӗк кӑтарту пулнине «ТНВ» каналăн «Адымнар» программи те хускатрӗ. Социаллӑ сетьсенче те ку тӗлӗшпе хӗрӳллӗн сӳтсе яваҫҫӗ.
Шухӑшсем тӗрлӗ. Каласа иртрӗм ӗнтӗ, юнкун района комисси килчӗ. Вӗсем пирӗн территорири сӗт йышӑнакан тата тирпейлекен пунктсене ҫитсе курчӗҫ. Комисси пӗтӗмлетӗвне, сӗт йышăнакан предприятисен ертӳçисен, сӗт пухакансен, сӗт туса илекенсен шухӑшне итлесе пăхас тата йышăну тăвас тесе район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров вӗсене хӑй патне пухрӗ. Пуху пуҫланичченех вӑл хӑйӗн шухӑшне каларӗ: «Пирӗн районта кӳршӗ районсемпе танлаштарсан начартарах пахалăхлă сӗт туса илеççӗ, тесе шутламастăп эпӗ. Сӗт хакӗ мӗншӗн Çӗпрелӗнче йӳнӗрех?» Ку ыйту ҫине хуравсем те тӗрлӗрен пулчӗҫ.
Артур Шамсиев, ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствин апат-çимӗç рынокне аталантарас енӗпе пайӑн начальникӗ:
– Комисси хăйӗн ӗçне Кӗҫӗн Чăнлă ялӗнчи Фаниль Зяббаровӑн сӗт йышӑнакан тата тирпейлекен цехӗнчен пуҫларӗ. Малалла район центрӗнчи «Рассвет» тата «Исток» предприятисенче сӗт йышӑнмалли процесса та сăнарӗ.
Ӗç процессне тишкернӗ хыҫҫӑн килсе тухнă шухăш – районта сӗт парас енӗпе шухăша улӑштармалла. Ахаль пӗр тӗслӗх. Сӗт машини ялсенчен килет, сӗте фильтр витӗр сăрхăнтарса, ӗçе кӗртекен цеха куҫараҫҫӗ. Сӗт лайӑх пулсан ҫак фильтр 20-25 тонна сӗт тасатма пултарать. Сирӗн районта ӑна кашни тонна хыççăн улӑштараҫҫӗ. Халӑхран пухса паракан сӗт пӗрремӗшӗнчен, питӗ вараланчăк, иккӗмӗшӗнчен, çăралăхӗпе, ҫулăхӗпе ГОСТ требованийӗсене тивӗҫтермест. Пахалӑхсӑр сӗте тирпейлемешкӗн тӑкакӗ те, паллах, ытларах каять. Вӑл тата питӗ хӑвӑрт йӳҫет. Эпӗ ҫапла шутлатӑп: ку енӗпе эпир халăхпа тӗл пулса, калаçса, ăнланса, паракан сӗтӗн тасалӑхне, пахалӑхне тивӗҫтерме ҫеҫ ыйтмалла. Сӗт тирпейлекен заводсем чи малтан сӗт калӑпӑшне тата пахалӑхне пăхаҫҫӗ.
Халăхран сӗт пухакансем халăха укçана парса пӗтермеççӗ, тесе те шутламастăп. Пухнă тата кӳрсе панă 1 литр сӗт хушшинчи уйрӑмлӑх 3 тенкӗ. Урăхла каласан, сӗт пухакан ирех тăрса ҫав 3 тенкӗ укҫашӑн хăйӗн ӗҫе йӗркелет, машина тытса тăрать, налук тӳлет. Республикӑри пур районсенче те темелле сӗт пухакансен ӗҫне пӗр литршӑн 3 тенкӗпе хаклаҫҫӗ. Кунта сирӗн район енӗпе те пӑрӑнусем ҫук. Анчах, эпӗ каларӑм ӗнтӗ, халӑхран илекен сӗтӗн пахалӑхне çеç тивӗҫтерес пулать.
Габдулхак Мотыгуллин, Тутарстан Республикин Тӗп ветеринари управленийӗн начальникӗн çумӗ:
– Сӗтри шыва та, унӑн вараланчӑкне те питӗ ҫӑмӑллӑнах пӗлме пулать. Кашни эрнере е кашни уйӑхра анализсем илмелле, тӗрӗслевсем йӗркелемелле. Юлашки эрнере «Исток» производствăна кӳрекен сӗт пахалӑхӗ лайӑхланчӗ вӗт. Ман шутпа, кунта ӗнтӗ ял ҫыннисен те пӗр-пӗрне контроллесе тăмалла, пӗр шухăшлă пулса, пахалӑхлӑ сӗт кӑна памалла. Сӑмахран, пирӗн Кукмара, Аксубаево районӗсенче сӗте шыв хушмаҫҫӗ. Халӑх мӗнлине сăвать, ăна икӗ хутлă марля урлă сăрхăнтарса, кăларса парать. Хакӗ те пысăкрах – 28-30 тенкӗ.
Айрат Иматдинов, районти ветеринари участокӗн ертӳçи:
– Эпир сӗт пухакан пунктсенче уйӑхра пӗрре лаборатори тишкерӗвӗсем ирттеретпӗр. Сӗтӗн çулăхӗ те, белокӗ те стандартсене тӳрӗ килсен те, çăралăхӗ енчен «уксаклать», тӗрлӗ хушăмсем пурри, йӳçӗ пулни кашни тишкерӳ вăхăтӗнче палӑрать. Юлашки икӗ эрнере пулас тишкерӳсем ҫинчен пӗлтернӗ пулин те, илнӗ 600 пробăран 143шӗнче сӗте шыв хушни уçăмланчӗ. Шыв калӑпӑшӗ те сахал мар – хӑш чухне 24% иртсе каять.
Сергей Искендеров, Аслă Аксу ялӗнчи сӗт паракан:
– Манӑн икӗ ӗне пур. Кунне 30 литр сӗт сутатӑп. Сӗт хакӗ пӗчӗк тесе шутлатӑп. Кун пек пырсан, халӑх ӗне усрассине кирлӗ тесе шутламӗ. Сӑмахран, ман тӑванӑн 7 ӗне пурччӗ, вӗсем иртнӗ кӗркунне усси пулманнипе, пурне те сутса ячӗç. Халӗ сурăхсем усраççӗ. Ӗҫе кӗртекен заводсемшӗн сӗтрен усси пур-тăр, ӗнтӗ. Хăйсемшӗн усӑ пулмасан, вӗсем пуҫтарман та, ҫӳремен те пулӗччӗҫ.
Сӗт пахалӑхне илес пулсан, кунта сӗт пухакансенчен те нумай килет. Сӗт пухăнакансем пичкесене ҫӑваҫҫӗ-и, хупласа çӳреççӗ-и... пурне те пăхас пулать.
Айрат Усманов, «Исток» кооператив:
– Халӑхран пухакан сӗт хакӗ пӗчӗк пулни ҫинчен калаҫатпӑр. Эпир туса илекен продукцийӗн хакӗ пысӑк тесе шутлатӑр-и эсир? Тӗслӗхрен, эпир тап-таса хӑймаран ҫу тӑватпӑр, ГОСТăн чи пысӑк требованийӗсене тӳрӗ килтерсе. Çавна пиртен кӗркунне 1 килограмне 380 тенкӗпе сутма ыйтрӗç. Хатӗр ҫу. Кас та, лавккасене кăлар. Лавккасенче вара ҫу миçе тенкӗ?! Кашни ӗçӗн хӑйӗн кӑткӑслӑхӗсем пур ӗнтӗ. Эпир ҫынсене улталама та, вӗсен шучӗпе пуйма та шутламастпӑр. Ку пулма та пултараймасть. Эпир завод турӑмӑр, ҫынсемпе ӗҫлетпӗр, продукци вырнаҫтармалли майсем шыратпӑр – пуҫланнӑ ӗҫе ҫурма ҫулта хăварас мар тесе пӗтӗм вӑя хуратпӑр.
Сӗт паракансемпе 1 литр сӗтшӗн вӑтамран 26 тенкӗпе шут-хисеп тăватпăр. Вӗсем ӗнтӗ халӑха çавăн 23 тенкине параççӗ. Хамӑр вара сӗте пӗр литрне 28-28,5 тенкӗпе сутатпӑр. Çак 2 тенкӗ те 50 пус уйрӑмлӑхшӑн çав сӗте тасатмалла, сивӗтмелле, стандартсемпе килӗшӳллӗн ӗҫе кӗртмелле. Ҫакӑн валли мӗн чухлӗ оборудовани, ҫынсене ӗçлеттермелле, электричество энергийӗ, транспорт тӑкакӗсем кирлӗ. Хальхи вăхăтра сӗт хакне ӳстермелли çул-йӗре курмастăп.
Фиркать Камалов, «Рассвет» обществăн директорӗ:
– Сӗте эпир халӑхран хапха умӗнчен килсе илетпӗр, сӗт пухакансем укҫине те хапха умне кӳрсе пыраҫҫӗ. Кашни уйӑхра, вӑхӑтӗнче шут-хисеп туса пыратпăр. Хресчен-фермер хуҫалӑхӗсем сӗте пирӗн пата хӑйсен транспорчӗпе турттараҫҫӗ. Вӗсен сӗт пахалӑхӗ те урӑхла – ҫавӑнпа та эпир вӗсене 1 литршӑн 26 тенкӗ тӳлетпӗр. Эсир 30 тенкӗпе пухакансем пур, тетӗр. Нивушлӗ вӗсем шут-хисепе вӑхӑтра туса тӑраҫҫӗ? Ҫакӑн пек ӗҫ те пулса иртрӗ: 5 ӗне тытса тӑракан пӗлӗшӗм, пысӑк хакпа интересленсе, тепӗр районтан сӗт пухакана уйӑхӗпех сӗт парса тӑчӗ. Лешӗ 1 уйӑхран пачах килмерӗ. Пӗлӗшӗм уйӑх хушши панӑ сӗтшӗн укҫине те илеймерӗ. Чи лайăххи, халиччен районта йӗркеленӗ системăна пăсар марри.
Фаниль Зяббаров, сӗт тирпейлекен цех ертӳçи:
– Яланах ҫапла пулнӑ ӗнтӗ вăл: параканшӑн нумай, илекеншӗн сахал. Выльӑх апачӗ валли ҫеҫ мар, электроэнерги валли те, çунтармалли-сӗрмелли материалсем валли те хаксем ӳссех пыраççӗ вӗт. Ҫӗршывра пасар лару-тӑрӑвӗ хуҫаланнине те манмалла мар.
Эпир хамӑр та Кӗçӗн Чăнлăра халӑхран илекен сӗт пахалӑхсăр, тесе калама пултараймастпӑр. Ку ыйтӑва эпир халӑхпа малтанах ӑнланса илтӗмӗр. Тӗрӗс, шут-хисеп те 24-25 тенкӗпе тӑватпӑр. Ҫулла хаксем кăштах чакаççӗ, кӗркунне-хӗлле кăштах ӳсеççӗ. Ҫулла çав сӗте ниҫта та вырнаçтараймăн. Пирӗн енӗн «ăнăçсăрлăхӗ-тӗр» – ҫывӑхра сӗт продукцине ӗçе кӗртекен пысӑк сӗт холдингӗсем çук. Çавăн пеккисем пулсан, паллах, пасар условийӗсенче вӗсем хаксене йӗркелесе янă пулӗччӗҫ.
Специалистсен шухӑшӗсем пӗр – панă сӗт пахалӑхне лайӑхлатмалла. Анчах, сӗт паракансем пурте сӗт ҫине шыв яраҫҫӗ, тесе калама пулмасть вӗт ӗнтӗ. Ҫавна пула ветеринари ӗçченӗсене сӗтрен час-часах анализсем илсе, хăш уйрăм хуҫалӑхăн сӗчӗ пахалăхсăр пулнине тупса палӑртма, сӗт пухакансене ҫакна шута илсе, урӑхла каласан, ҫурри таран шывран тӑракан сӗтшӗн сахалтарах тӳлеме сӗнӳсем кӗртрӗç.
Канашлура кашниех хӑйӗн сӑлтавне тупса, «утияла хӑй ҫине туртсан та», район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров: «Пăвара сӗт хакӗ 24 тенкӗ пулсан, вӑл пирӗн те 24 тенкӗ пулма тивӗç», тесе пӗтӗмлетӳ турӗ.
Атăл çи тăрăхӗнчи районсенче халăхран туянакан сӗтӗн хакӗ
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев