Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Спортпа туслашнисен уявӗ

Физкультурник кунӗ районта кашнийӗншӗн тенӗ пек спортпа тата сывӑ пурнӑҫ йӗркипе интересленмелли кун пулнă май иртет

Ҫак кун спортсменсем, тренерсем, физкультура вӗрентекенӗсемпе спорт ветеранӗсем, хӑйсен ӗҫне чунтан парӑннине кӑтартас тесе, спорт площадкисене килчӗҫ. 

Мероприяти вӑхӑтӗнче район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, Ӗç тăвакан комитетăн ертӳçин социаллӑ ыйтусем енӗпе ҫумӗ Айрат Залялов, Тутарстан Республикин Ҫӗпрел муниципаллă районӗнчи Раҫҫей пенсионерӗсен союзӗн ертӳçи Дилюза Азизова, ҫамрӑксен ӗҫӗсем, спорт тата туризм пайӗн начальникӗ Руслан Вильданов уява хутшӑнакансене саламларӗҫ, районти спорт аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав турӗҫ. 

Марат Гафаров спортсменăмăрсен район тата республика шайӗнчи ăнăçăвӗсене кӑна мар, Раҫҫейпе Европӑра тунă çитӗнӗвӗсене те палăртса иртрӗ. Вӑл районти спортсменсем пысӑк кӑтартусем тунине, вӗсем тӗрлӗ ӑмӑртусенче хăйсен ҫитӗнӗвӗсене ҫирӗплетнине палӑртрӗ. Армреслинг енӗпе Раҫҫейӗн кӗмӗл призерӗ, Европӑн бронза призерӗ тата Тутарстан Республикин сакӑр хут чемпионӗ пулнă ентешӗмӗре Петр Мускатинова уйрӑмах тимлӗх парăнчӗ. 

Ҫавӑн пекех, тренерсемпе физкультура вӗрентекенӗсене ӳссе ҫитӗнекен ӑрӑва спорта хатӗрленӗшӗн тата пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн тав турӗ. — Районта спорт аталанӑвӗнче тренерсем пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене пула паян районта 3ӗн спорт мастерӗ тата 5ӗн спорт мастерӗн кандидачӗ пулса тăчӗç, — терӗ Марат Гафаров. 

Вӑл, çаплах, спортсменсене тата ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫисене парнелерӗ. 

Ҫак кун ирттернӗ мероприятисем спортсменсен ăнăçăвӗсене палӑртма, тренерсемпе физкультура вӗрентекенӗсене тав тунине пӗлтерме, ҫӗнӗ спорт ҫӗнтерӗвӗ тума хавхалантарма май пачӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев