Социаллӑ ӗҫченсем уявларӗҫ
Ӗнер. Паян. Ыран
2001 ҫултан пуçласа, çулсерен, июнӗн 8-мӗшӗнче Социаллӑ ӗҫченӗн кунне палӑртса ирттереççӗ. Ҫавна май районти Культура çуртӗнче хӑйсен пурнӑҫне социаллӑ сферӑра ӗҫлеме халалланӑ ӗҫченсемпе ветерансене чысларӗç.
Паянхи кун тӗлне районта çак ӗçре çӗртен ытла ҫын вăй хурать. Вӗсем ватӑ ҫынсене, тӑлӑхсене, ӳт-пӳ тӗлӗшӗнчен вӑй-хал ҫитсех кайман тата пулӑшу кирлӗ ҫынсене пӑхса тӑрас питӗ кирлӗ ӗҫе пурнӑҫлаҫҫӗ. Социаллӑ ӗҫчен – професси те мар, пурнӑҫ йӗрки, чун-чӗре туйăмӗ вăл.
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров вӗсене уяв ячӗпе чунтан тав сӑмахӗсене пӗлтерчӗ:
– Социаллӑ ӗҫчен кунӗ – пысӑк яваплӑх туйăмӗ пулнисен, кирлӗ чухне пулӑшма васкакансен, чун-чӗре пуянлăхне, чӑтӑмлӑхӗсене тата вăйӗсене ыттисене парнелекенсен уявӗ вăл. Эсир йывăр, анчах кирлӗ ӗҫ пурнăçлани – пире ăмсантарать. Ыттисемшӗн усӑллӑ пулма, ырă ӗç тума тӑрӑшнӑшӑн та тав тӑватпӑр. Йывăр, ӗҫӗр сире чун-чӗре канăçлăхӗ илсе килтӗр, чун-чӗре ӑшши кирлӗ пулнисем сире тав туччăр. Професси уявӗпе саламлатӑп, ҫирӗп сывлӑх, телей тата ырлӑх, хăвăра тата ҫывӑх ҫыннӑрсене ăнăçусем сунатăп.
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров коллектив тӗрлӗ йывăр лару-тăрури ҫынсене социаллӑ пулӑшу мерисем кăтартас енӗпе тивӗçе ӑнӑҫлӑ пурнӑҫлани, тӗрлӗ енлӗ ӗçӗсемпе районăн социаллӑ ҫирӗплӗхне пай кӗртни, управлени ӗҫ-хӗлне министерствӑра та, муниципалитетра та лайӑх хак пани çинчен каласа иртрӗ. «Пандеми вăхăтӗнче социаллӑ ӗҫченсен хулпуҫҫийӗ ҫине пысӑк ӗҫ тиенчӗ. Хушма тимлӗх кирлӗ ҫынсен шучӗ ӳсрӗ. Çак сăнавсенче те çухалса каймарӗç вӗсем», – тесе палӑртрӗ район пуҫлӑхӗ.
Ҫак уяв кунӗнче сцена ҫинчен пулăшу кирлӗ пулнисемпе яланах пӗрле çумӗсенче пулнисене тав сăмахӗ ертӳҫӗсенчен, пӗрле ӗçлекен коллегăсенчен, ӗç ветеранӗсенчен саламланисем нумай пулчӗç.
Районти Ӗç тăвакан комитетăн ертӳҫин социаллӑ ыйтусем енӗпе çумӗ Айрат Залялов хăйӗн саламлă сăмахӗсене юрăпа çыхăнтарса пӗлтерчӗ. Районти Культура çурчӗн артисчӗсем те çак сферӑра ӗҫлекенсене чысласа хӑйсен юррисене, ташшисене парнелерӗҫ.
Районӑн социаллӑ сферăра ӗҫлекенсен тухӑҫлӑ ӗҫне патшалӑх, район парнисемпе: Хисеп грамотисем, Тав çырӑвӗсем, медальсемпе хакларӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев