Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Шкулсенче ҫӗнӗ электронлӑ система

Мӗнпур шкулсем модернизациленнӗ «Тутарстан Республикин Электронлӑ вӗрентӳ» системи çине куçрӗç

Ҫак кунсенче районти пӗлӳ паракан учрежденисем, ашшӗ-амӑшӗсем, вӗренекенсем ҫак системӑна вӗренеҫҫӗ.

Районти çутӗç пайӗн начальникӗ Газинур Халиуллов пӗлтернӗ тӑрӑх, «Мускав электронлă шкулӗн» сервисӗнче вариантсемпе ҫӗнӗ ҫул-йӗрсем нумай. Вăл пулăшнипе вӗрентекенсене отчетсем пама çăмăлрах пулӗ, пӗтӗм информаци ҫав системӑра пухăнӗ.

Аса илтеретпӗр, хут вариантран электронлӑ дневник ҫине пӗрремӗш хут 2009 ҫулта куҫнӑ, урӑхла каласан, çав çултан пуçласа edu. tatar. ru адреспа «ТР Электронлӑ вӗрентӳ» системи ӗçлеме пуçланăччӗ. Паллах, çиçӗмлӗ хăвăртлăхпа аталанакан технологисен саманинче, ку система самаях кивелчӗ, ҫавӑнпа та ăна масштаблӑ модернизацилесси ҫинчен йышӑну тунӑ.

Ҫӗнӗ системăна кӗрессине Раҫҫей патшалӑх пулăшу порталӗнчи Пӗрлехи идентификаципе аутентификацин системи (ЕСИА) урлӑ пурнăçланипе те меллӗ. Унсӑр пуҫне, системӑпа логинпа пароль пулӑшнипе те çыхăнма пулать.

«Тутарстан Республикин Электронлӑ вӗрентӗвӗн» ҫӗнетнӗ версине ӗҫе кӗртни ашшӗ-амӑшӗсем тата вӗренекенсемшӗн те чылай меллӗрех вăл. Ҫавӑн пекех, темăсене тӗплӗн вӗренмешкӗн суйласа илнӗ материалсемпе, килти ӗçсене пурнăçлама вариантсемпе усӑ курма пулать. Ҫӗнӗ система пӗлӳ паракан программăсене алла илес енӗпе тимлӗхе ӳстерӗ. 

— Ҫӗнетнӗ верси вӗрентекенсене хушма ӗҫрен хӑтарӗ, вӗрентӳ процесне нумайрах вăхăт уйӑрма май парӗ, — тет Газинур Халиуллов.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев