Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Шкул столовӑйне юсаççӗ

Районти 3 шкулта кӑҫал апат-ҫимӗҫ блокӗсене юсаҫҫӗ

2023 ҫулта вара ҫакӑн пек юсава 2 шкулта ирттернӗ.

Чăваш Паснапуç пуҫламӑш шкул-ача сачӗ те кăçал хӑйӗн вӗренекенӗсене çӗнетнӗ столовӑйра кӗтсе илӗ. Тӗп юсава «Шкулти столовӑйсен апат-ҫимӗҫ блокӗсене юсасси» республика программипе килӗшӳллӗн илсе пыраççӗ.

Ку ӗҫе Хусанти КСК «Гарант» организацийӗ пуҫӑннӑ. Организацин ӗçченӗсем столовӑя ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне ӗлкӗртес тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем урайне плиткӑсем хума та тытӑннă.
Пуҫламӑш шкул-ача садӗнче пуҫламӑш классенче 16 ача пӗлӳ илет, ача садне 13 ача çӳрет. Учрежденире 13 ӗçчен вăй хурать.

2017 ҫулта шкулта, ача сачӗпе пӗрле, ҫурт тӑррине улӑштарнӑ пулнă. Анчах апат-çимӗç блокӗ ҫӗнетӗнмесӗрех юлнӑ. Кун ҫинчен пире учреждени ертӳҫи Галина Кудряшова каласа пачӗ. 

— Вӗрентӳпе воспитани процесӗнче шкул ачисене тата ача садӗне çӳрекенсене апат-лантарассине йӗркелесси ҫине тимлӗх уйӑрни питӗ пӗлтерӗшлӗ. Кунта техника тӗлӗшӗнчен оборудованилессине те, хӑтлӑ условисем йӗркелессине те, илемлетессине те шута илмелле. Шкулта пулнишӗн ку чухнехи столовӑй эпир питӗ савӑнатпӑр, — тет Галина Кудряшова. — Апат-ҫимӗҫ блокӗнче юсав вӑхӑтӗнче мӗнпур коммуникацисене те ҫӗнетрӗç: водопровода, электропровода, канализацие пӗтӗмӗшпех улӑштарнӑ. Ҫӗнӗ алӑксем лартаҫҫӗ, урайне, маччине тӑваҫҫӗ. Стенисене ҫутӑ сӑрăпа сӑрлаççӗ. Столовӑйри сӗтел-пукансем те кивелнӗччӗ, часах ҫӗнӗ сӗтел-пукансем те кӳрӗç, — тет ертӳҫӗ.

Хальхи вӑхӑтра пуҫламӑш шкул-ача сачӗн коллективӗн вӑйӗпе кунта косметика юсавӗ те иртет, территори хӑтлӑланать, ҫурт фасадне хӑйсен вӑйӗпе илем кӗртеççӗ.

Строительство организацийӗн начальникӗ Руслан Мугинов каланӑ тӑрӑх, столовӑйăн апат-çимӗç блокӗнче юсав ӗçӗсен 80 процента яхӑнăшӗ вӗҫленнӗ. Строительство ӗҫӗсене июнь уйӑхӗнче пуҫланӑ пулнă. 
Паллах, ялти шкулсенче ҫавнашкал хӑтлӑ условисем йӗркелесси — кирлӗ ӗҫ. Ҫакӑ ачасем ҫуратма, вӗренекенсен шутне ӳстерме пулӑшасса шанас килет. 

Справка

Здание 1999 ҫулта туса лартнӑ. 2008 ҫулта унпа пуҫламӑш шкул пулнă май усӑ курма пуҫланӑ. 2015 ҫулта ача сачӗ те ҫав здание куçнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев