Шкул пӗтерекенсемшӗн юлашки шӑнкӑрав янăрарӗ
Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицейран вӗренсе тухакансене Ҫӗпрел районӗнчи Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов саламларӗ.
Сывӑ пул, юратнă шкулăм!
– Паянхи пекех асăмра, шкултан вӗренсе тухнă чухне, тетрадь ҫине: «Пур еннелле те çул уçă», тесе ҫырса хутӑм. Акӑ паянтан пуҫласа сирӗншӗн те ҫавӑн пек самант ҫитрӗ, эсир шкулти уроксенчен, вӗрентекенсенчен, урок тăвассинчен ирӗклӗ. Анчах умăрта сире тата та кăткăсрах пурнăç çулӗ кӗтет. Çак çулсемпе иртме сире ăнăçусем сунатăп, мӗн ӗмӗтленнисем пурнăçланччăр, суйласа илнӗ профессийӗрсемпе çӗршывăмăра тивӗçлӗ ывăлсемпе хӗрсем пулса ӗçлемелле пултăр. Сире кашнинех чи ырӑ ӗмӗтӗрсене пурнӑҫлама сунатӑп. Ăнăçусем, Сире, – терӗ вӑл.
Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицейре кӑҫалхи вӗренӳ çулӗнче икӗ класран 19 вӗренекен вӗренсе тухать. Çавăн пекех, хӑш-пӗр тӑххӑрмӗш класра вӗренекенсемшӗн те кӑҫал – вӗренсе тухмалли ҫул пулӗ, 9 класра вӗренекенсем кăçал лицейре – 17чӗн.
1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗнче 9-мӗш класа – 43, вунпӗрмӗш класа 13 вӗренекен вӗçлет.
Мероприятире ашшӗ-амӑшӗсем тата педагогсем, директорсем шкултан вӗренсе тухакансене саламларӗç, ыр сунăмсем сунчӗç. Вӗренсе тухакансем хăйсем те сӑвӑсем каларӗç, юрларӗç, шкул вальсне ташларӗç. Пӗрремӗш класра вӗренекенсем шкултан вӗренсе тухакансене ырӑ сунăмсем сунчӗç.
Умра шкултан вӗренсе тухакансене сăнав кӗтет, экзаменсем памалла. Вӗсене ăнӑҫу сунатпӑр!
Справка
2022-23 вӗренӳ ҫулӗнче районти вăтам шкулсенчен 93 каччăпа хӗр вӗренсе тухать. Тӑххӑрмӗш класене – 221 вӗренекен вӗçлет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев