Реклама
Тӗп хыпар
Сиплесси – сăваплă ӗç
Медицина ӗçченӗсен професси уявӗ пулнă май, районти Культура çуртӗнче савăнăçлă мероприяти иртрӗ
Мероприятие район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров уҫрӗ тата медицина ӗҫченӗсене професси уявӗпе саламларӗ.
– Хисеплӗ врачсем, медицина ӗҫченӗсем! Сирӗн аллăрта çыннăн сывлӑхӗ, эсир кунсерен ҫынсен пурнӑҫне сыхласа хӑварассишӗн пысӑк вăй хуратăр, пурнӑҫ парнелетӗр. Сире професси уявӗ ячӗпе чунтан саламлатӑп тата ҫирӗп сывлӑх, ăс-тăн вӑйӗ сунатӑп, – терӗ Марат Ринатович залра ларакансене.
Медицина ӗҫченӗсене, районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Данис Сатдинов, унӑн çумӗ Айрат Залялов, ҫавӑн пекех кунсерен медицина ӗçченӗсемпе тачă çыхăнура ӗçлекен организацисемпе учрежденисен ертӳҫисем те тав турӗç.
Ырă ӗçе – çынсен пурнăçне сыхласа хăварнă çӗрте пысăк пай кӗртнӗ хӑйӗн коллективне тата ветерансене районти тӗп больницăн тӗп врачӗ Ильмас Шигабутдинов саламласа тав турӗ. Пуринчен те малтан сывлӑх тата ӗҫӗсенче ҫитӗнӳсем сунчӗ.
– Врач профессийӗ – чи сӑваплӑ ӗҫ. Тӗрлӗ ҫулсенче вӗсем чи хӑрушӑ чирсемпе кӗрешрӗç тата паян та медицина ӗҫченӗсем ҫӗнӗ коронавирус инфекцине хирӗç кӗрешӳре хуралта тăраççӗ. Пӗрлӗхлӗ пулса тата профессие юратнине пула эпир мӗнпур йывӑрлӑхсене те ҫӗнтерӗпӗр тесе шанатӑп, – терӗ тӗп врач Ильмас Шигабутдинов.
Тав сăмахӗсене калама мероприятие пациентсем те килнӗччӗ. Чӑваш Паснапуç ялӗнче пурӑнакан Елена Фомина палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл врачсем патне йывӑр тата васкавлӑ пулăшу кирлӗ пулнă май лекет.
– Çире пуррин юлашки эрнинче тӗп врач Ильмас Шигабутдинов ертсе пынипе врачсем мана вăхăтра операци турӗҫ. Ҫапла май, икӗ ҫыннăн пурнӑҫне сыхласа хăварса, пирӗн ачасене – Анне тата тăванӗсене пӗчӗккӗ Ильяна парнелерӗç. Тавтапуҫ сире, хисеплӗ врачсем, – терӗ Елена Фомина.
Ильмас Шигабутдинов: « ...эпир Ильяна ҫут тӗнчене килме кăна пулӑшрӑмӑр, ӑна Турӑ хӑй суйланă», – тесе хурав пачӗ тата малашне лайӑх ҫын пулса ӳсме сунчӗ. Тӗп врач нумайранпа ӗнтӗ пӗчӗк пациентне парне парас ӗмӗтпе пурăннине пӗлтерчӗ, çавна май Ильяна велосипед парнелерӗ.
Уяв шайӗнче районăн сывлӑх сыхлавӗн системине аталантарма пай кӗртнӗ ӗҫченсем те парнесем илчӗҫ. Медицина ветеранӗсене район йӗркеленнине 90 çул çитнӗ ятпа медаль, чечек ҫыххи пачӗ.
Медицина персоналне уявра кăмăлӗсене çӗклентерсе, концерт номерӗсене Культура çурчӗн ӗҫченӗсем парнелерӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев