Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Шывра каччă путса вилнӗ

Трагеди Çӗнӗ Шăхаль ялӗ çумӗнче пулать. 1999 ҫулта çуралнă каччă, путса вилет.

Трагеди пулса иртнӗ вырӑна хăтаракансем килсе, вилнӗ каччăн кӗлеткине ҫырантан 10 метр инçӗшӗнче, 2,5 метр тарӑнӑшӗнчен кӑлараççӗ.

Трагедийӗн сӑлтавӗ, шыв объекчӗсенче хӑрушсӑрлӑх правилисене пурнăçламанни тăрать.

Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Марина Денисова каланӑ тӑрӑх, ялта шыва кӗмелли кӳлӗсем те, çырма та ҫук. Çак трагеди пулнӑ вырӑн та ӗнесем, выльӑх-чӗрлӗх шыв ӗçме ҫӳрекен шыв вырăнӗ кӑна пулнӑ.

– Çак трагеди «уяр кун аҫа ҫапнипе пӗр пек»  пулчӗ.  Питӗ шел, ял ҫыннин ҫапла майпа пурнăçӗ татăлчӗ. Районта шыва кӗмелли ятарлă шывсем ҫук. Шыва кӗрес, шывра ишес килекенсене бассейна кайма сӗнетпӗр те вӗт, анчах шăпаран иртме çук пуль çав, – тет ял тăрăхӗн пуçлăхӗ.

Лилия Викторова:

– Кунсем питӗ шӑрӑх тăраççӗ вӗт. Инкек пулас кун ман ывӑлăм, питӗ тилмӗрсе, шыв хӗррине кайма йăлăнчӗ. Шыв тени вăл – пӗве евӗр пӗр шывлă вырăн. Эпир унта унчченрех те çӳреттӗмӗр-ха. Хальхинче çемьепе пӗрлех кайрăмăр. Тарӑн та мар вӗт. Манӑн ывӑл  çак шыв пуххин тепӗр енне утсах каҫрӗ. Каялла  каçнă чухне «Анне!» тесе кӑшкӑрма кăна ӗлкӗрчӗ, куҫран ҫухалчӗ. Хăтаракансем ӑна чăнкăрах вырăна анса кайнӑ терӗç. Ишме пӗлместчӗ çав.

«122» номере шӑнкӑравларăмăр. Хăтаракансем, право йӗркине сыхлакансем килчӗҫ. Ывӑлăмăра чи тарӑн вырăнӗнчен илсе тухрӗç. Çак хуйхă пире çапса хуçрӗ. Юрать-ха, тӑван-хурӑнташсем, ял ҫыннисем, кӳршӗсем çакăн пек йывăр хуйхă вăхăтӗнче пирӗнпе юнашар пулчӗç, ывăлăмăра тирпейлесе пытарма пулăшрӗç. Пурне те чунтан тав тунине пӗлтеретпӗр. Инкек куçа курăнса килмест, теççӗ. Кӗтмен ҫӗртен эпир ывӑла ҫухатрӑмӑр. Çавăнпа та район ҫыннисене асӑрхануллӑ пулăр тесе каласшăн, хăвăра сыхлăр!

Юлашки кунсенче шăрăх кунсем тăнине пула, çырма, кӳлӗ хӗррине каякансен, шыва кӗрекенсен шучӗ ӳсет.  Шел, ҫавна пула трагедисен шучӗ те ӳссе пырать. Иртнӗ кунсенче кăна пӗр кун хушшинче Тутарстан районӗсенче тӑватӑ арҫын путса вилет.

Раҫҫей Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Тутарстан Республикинчи  Тӗп управленийӗ «Шăрăх кунсенче сивӗ шывра шыва кӗни –  пурнӑҫшӑн пысӑк хӑрушлӑх кăларса тăратать»,  тесе асăрхаттарать.

Статистика кăтартăвӗпе, шывра путса вилекенсен 80 проценчӗ  ӳсӗрле, ҫавӑн пекех, оборудованилемен тата юраман вырӑнсенче шыва кӗнӗрен килсе тухать.

Сивӗ шывра шыва кӗни – мускулсене шӑнӑр туртасси тата питӗ йывăр чирлесси патне илсе ҫитерме пултарать. Ку питӗ хӑрушӑ: шăнăр туртни – шывра путса вилнин тӗп сӑлтавӗсенчен пӗри. Хӗвелпе хӗртӗнсен, ҫын васкаса шыва чăмать, температура чакнипе çыхăннă рефлектор спазмине пула сывлӑш пӳлӗнет.

Паллă мар вырăнта шыва кӗнипе ҫыхӑннӑ трагедиллӗ лару-тӑру сахал мар. Тӗпӗнче туйăн, авăр тата ытти япаласем те пулма пултараҫҫӗ.

Пӗчӗк ачасене те аслисемсӗр шыв патӗнче хăварма юрамасть. Пӗтӗмлетсе каласан, шыв патӗнче канакан кашни ҫын хӑйӗн сывлӑхӗпе тимлӗ пулмалла.

 

Хăрушă цифра

Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчен республикӑра 39 Тутарстан çынни путса вилнӗ, вӗсенчен 16-шӗ иртнӗ эрнере. Шел пулин те, путса вилекенсем хушшинче ачасем те пур.

Шыва кӗмелли сезон пуҫланнӑранпа мӗнпурӗ 11 ҫын путса вилнӗ, вӗсем ӳсӗр пуçпа шыва кӗме кайни паллă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев