Шыв-шурсенче шыва кӗме юрамасть
Çулсеренех çӗршывра шыв-шурсенче 10 пине яхӑн ҫын пурнăçӗ татăлать.
Ҫу – ҫулталӑкӑн чи юратнӑ пулăмӗ. Улма-ҫырлаллă, чечек тата ешӗл ӳсентӑрансемпе тулăх, шӑрӑх кунсенче вӑл шыв кӳлли патӗнче канма чӗнет. Шыв патне килсен вара унта шыва кӗрес кӑмӑл-туйăм ӳссех пырать. Кӑмӑллӑ, анчах та шыва кӗнин хӑрушӑ енӗсем те çук мар.
Районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Данис Сатдинов:
– Пирӗн районта 23 гидротехника сооруженийӗ, урӑхла каласан, пӗве-плотина пур, анчах вӗсенчен пӗринче те шыва кӗме юрамасть. Кун ҫинчен кашни шыв-шур патӗнче асӑрхаттаракан аншлагсем вырнаҫтарнӑ. Ҫуллахи сезон вӑхӑтӗнче пӗве-кӳлӗсем патӗнче патрульсемпе рейдсем йӗркелӗç. Пӗлтӗр, шел пулин те, асӑрхаттарнине, пӗлтерӳсем, тӗрлӗ мерӑсем йышӑннине пӑхмасӑр, икӗ район çынни шывра путса вилчӗç. Ҫавӑнпа та чи малтан район çыннисем хӑйсен ачисен, тӑванӗсен, уйрӑмах ҫуллахи тапхӑрта, аслашшӗ-асламӑшӗ, кукашшӗ-кукамăшӗ патне хуларан мӑнукӗсем килсен, кашнийӗн хăрушсăрлăхӗшӗн тӑрӑштăрччӗ. Шывра ишме, шыва кӗме юратакансемшӗн – районти «Акчарлак» бассейнăн алӑкӗсем яланах уҫӑ.
– Ишме пӗлни – шыври хӑрушсӑрлӑхӑн тӗп гарантийӗсенчен пӗри. Анчах лайӑх ишекен ҫыннӑн та сыхланулӑх мерисене асра тытмалла, шыв ҫинче хӑйне мӗнле тытмалли правилӑсене пӑхӑнмалла, – тет 114-мӗш пушар сӳнтерекен чаçăн начальникӗн çумӗ, шалти службӑн аслӑ лейтенанчӗ Ильвир Салахов. – Ҫавӑнпа та ятарласа палӑртнӑ вырӑнсенче: пляжра, бассейнра тата ытти çӗрте шыва кӗрсен авантарах та, хӑрушсӑртарах та, паллах. Походра чухне шыва кӗме таса шыв, тикӗс тӗплӗ, хӑйӑр е вак чул сийлӗ вырӑн суйласа илмелле. Тарӑнӑшӗ 2 метртан ытла, юхӑмӗ те вӑйлӑ ан пултăр.
Пӗлмен ҫӗрте шыва кӗме юрамасть. Тарăнах мар вырăнта, йывӑҫ тымарне е туратне лексе, е тата хытӑ япала çумне тăрăнса, ҫурӑм шӑмми хуҫӑлма пултарать, пуҫпа ҫапăнсан – тӑнсăр пулăн. Шыв тӗпӗнче пӗренесем, шалчасем, тимӗр-бетон япалисем пулма пултараҫҫӗ. Ешӗл курӑкпа витӗннӗ чӑнкӑ ҫыран хӗрринче те шыва кӗме юрамасть. Йывӑҫсемпе вӗтлӗхсен шыв айӗнчи тымарӗсем, ишме пӗлменнисемшӗн шыв тӗпӗнчи юшкӑн, пылчӑк пулни питӗ хӑрушӑ. «Шыва кӗме чарнӑ» тесе ҫырнӑ вырӑнсенче шыва кӗме пачах чараççӗ!
Чрезвычайлӑ лару-тӑру килсе тухсан 101 е 112 номерпе шӑнкӑравлӑр!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев