Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Шкул портфелӗсене хуçисене параççӗ

Акă вуннӑмӗш ҫул республикăра, ҫав шутра пирӗн районта та, «Шкула пуҫтарӑнма пулӑш!» акци иртет

«Ачасене шкула хатӗрленсе, савӑнса кайма, вӗсене пӗлӳ илессишӗн мӗнпур условисене  туса памалла». Акци те ҫавнах шута илет. Унӑн шайӗнче спонсорсем панă  укҫа-тенкӗпе шкула каякан ачасемшӗн портфельсем, канцеляри таварӗсем туянаҫҫӗ.

Районта ҫак кунсенче акци шайӗнче туяннă шкул портфелӗсене хуҫисене –пӗрремӗш класа вӗренме каякан ачасене пама пуҫларӗҫ. Кӑҫал районӗпе пӗрремӗш хут шкул алӑкӗсене 100тен ытла ача уҫса кӗрӗ. Вӗсем хушшинче сахал тупăшлă, нумай ачаллă çемьерен пулнă, ашшӗ-амăшӗ инвалид е ӗҫсӗр  пулнă ачасем те пур. Портфельсене те шӑпах çавăн пеккисене парӗç.

Çӗнӗ Чукал ялӗнче пурӑнакан Фанияпа Ранисӑн кăçал иккӗмӗш ачи Диас пӗрремӗш класа вӗренме кӗрет. Фания агрофирма филиалӗнче доярка пулса ӗçленӗ, халӗ виççӗмӗш ачипе декретлӑ отпускра, килте. Ашшӗ Ранис кӗтӳ кӗтет. Шкул портфельне çакса ярсан Диас питӗ савăнчӗ, ҫавӑнтах шалта мӗн пуррине пăхма тытӑнчӗ. Фания та шкулта кирлӗ пулакан япаласене çавăн пек майпа пани ҫемйишӗн пысӑк пулӑшу пулни çинчен каларӗ.

Реклама

– Эпир ӗнтӗ ачасене шкула кайма халран килнӗ чухлӗ хатӗрлерӗмӗр.  Тем чухлех пуçтараймăн çав –  вӗренекенӗн костюмӗпе шӑлаварӗ кӑна та 5-6 пин тенкӗ тӑрать, – тет вӑл.

Шкул портфелӗсене вӗренекенсене парасси савăнăçлă условисенче Аслӑ Аксу, Чӑваш Паснапуç, Кивӗ Чукал, Анат Чакă ялӗсенче те иртрӗ. Ачасене портфельсене район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров пачӗ.

– Портфелӗрсенче яланах лайӑх паллăсем кăна çӳреччӗр, – терӗ вӑл, пулас вӗренекенсене тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗсене ӑнӑҫу сунса.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев