Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Сеткăсем çыхаççӗ

Чӑваш Ҫӗпрел ялӗнчи Культура çуртӗнче ҫар ҫыннисем валли маскировка сеткисем çыхаççӗ

 

Чăваш Çӗпрел ялӗн Культура çуртӗнче Луганскпа Донецк халӑх Республикисен территорийӗнче ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ҫар çыннисене пулӑшма маскировка сеткисем ҫыхмалли пункт йӗркеленӗ.

Ку ӗҫе пирӗн ҫар ҫыннисен шӑпипе сӳрӗк пулман хӗрарӑмсем пуçăннă. Вӗсем ялти Культура çуртӗнче ӗҫ хыҫҫӑн, каҫсерен пухӑнаҫҫӗ. Ҫак паха та кирлӗ ӗҫӗн инициатрӗ Наталия Кузнецова пулса тӑрать.

Наталия Кузнецова Чӑваш Çӗпрел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ӗмӗр тӑршшӗпех Мускавра ӗҫленӗ, пурӑннӑ, тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ хыҫҫӑн тӑван ялне ватӑ амӑшне пăхма таврӑннӑ.

Наталия Дмитриевна каланӑ тӑрӑх, вӗсем маскировка сеткисем çыхма тытӑнсан Хусанти волонтерсемпе ҫыхӑнаççӗ. «Вӗсем пире ҫакна мӗнле тумаллине пурне теӑнлантарса пачӗҫ. «Куҫ хӑрать те, алӑ тăвать» тенӗ пек, пӗрремӗш маскировка сеткине пӗр эрне хушшинченех ҫыхрӑмӑр, халӗ иккӗмӗш сеткăна тытӑнтӑмӑр. Паллах, ку часах пулса тухакан процесс мар. Ӗç аллисем те нумай кирлӗ. Ку ӗҫе Чӑваш Ҫӗпрел ялӗнче пурӑнакансем ҫеҫ мар, Ҫӗнӗ Ҫӗпрел, Çӗнӗ тата Кивӗ Йӗлмел, Чӑваш Паснапуç, Кивӗ Чукал, Кӗçӗн Аксу  ялӗсем те хастар хутшӑнчӗҫ. Килте пулнă, кирлӗ мар чӗнтӗрсене илсе килеҫҫӗ.  Кивӗ Ҫӗпрелӗнчи Зуфар ятлӑ каччӑ Хусантан маскировка сеткине çыхмалли никӗс илсе килсе пачӗ. Унсӑр пуҫне пӗр ырӑ предприниматель хӑйӗн хакӗпе мӗн кирлине пурне те пуҫтарса пачӗ. Никам та сӳрӗк пулмарӗ, çакă паха», – тет вӑл.

Маскировка сеткисем ҫыхма тӗрлӗ ҫулсенчи тата тӗрлӗ професси пурнăçлакан хӗрарӑмсем килеҫҫӗ. Ӗҫ пуҫламӑшӗнче Валентина Демьяновна Мадюкова хӑйӗн канашӗсемпе питӗ пулӑшрӗ. Чиркӳ, клуб, библиотека ӗҫченӗсем, ӗҫ урокне вӗрентекен Екатерина Юрьевна ертсе пынипе шкул ачисем сетка çыхмалли ӗçе хастар хутшӑннӑ. Арҫынсенчен Юрийпе Вячеслав Мадюковсем, çавӑн пекех, Василий Краснов пулӑшнă.

– Пурне те тав тӑвас килет. Паллах, пурте те каласа пӗтерме те  май çук. Анчах ҫакӑн пек кӑмӑллӑ та ырӑ ҫынсем ҫинчен пурин те пӗлмелле. Маскировка сеткисем çыхнă çӗрте Валентина Мадюкова, Зинаида Стратонова, Марина Землемерова, Светлана тата Анфиса Байгушевасем, Нина Ишукова, Галина Кочурова, Людмила Маркова, Валентина Синдюкова, Марина Мадюкова, Галина Колпакова, Диана Сачкова, Татьяна тата Галина Годуновасем, Наталия Кузнецова хисепе тивӗç. Тав тăватăп вӗсене. Ҫӗнӗ ҫулччен çыхнă сеткăсене пурне те ҫар ҫыннисем патне ăсатăпăр, – тет Наталия. Вăл, çаплах,  салтаксем ял ҫыннисем ӑшӑ чӑлхасем, тумтирсем илсе килнине, вӗсемпе пӗрле ҫырусем ҫырнине те палӑртса иртрӗ. – Эпир хамӑрӑн чун-чӗре  ӑшшипе çыхса тунă  сеткăсем,  ăшă нускисем салтаксене пысăк  пулӑшу пуласса шанатпӑр».

Пунктра халӑхран кирлӗ мар шурӑ чӗнтӗрсем, уйрӑмах симӗссисемпе хӑмӑр-симӗс (хаки тӗсӗ) тӗслӗ пусма-тавар пухасси малалла тӑсӑлать. Вӗсемпе ҫуркуннехи-ҫуллахи тапхӑрта маскировка сеткисем çыхма усӑ курма пулать.

Контакт телефонӗ: 89999330957 – Наталия Кузнецова.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев