Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Шемӗршелне манаймăн, енчен пӗр хут кайса курсан...

Габдулла Рахимкулов «Шемӗршелне манаймăн, енчен пӗр хут кайса курсан» тесе юрлани ялăн паянхи пурнăçне те тӳрӗ килет – юлашки виçӗ ҫулта Кивӗ Шемӗршел ял тăрăхӗн аталанăвӗшӗн 100 миллион тенке яхăн капиталлă хывăм пулнă

Актуаллă калаçу

Кӗске истори

Иртнине палăртса

 Кивӗ Шемӗршел – пуян историллӗ ял. Вӑл пулса кайни историйӗ 1674 ҫулсемпе çыхăнать.  Революцичченхи ҫӑлкуҫсенче Уразбаево ятлӑ ят пур. 1859 ҫулхи даннăйсем тăрăх, унта 3 мечӗт пулнӑ.

XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ялта чиркӳ, 5 мечӗт, 5 шкул, арман, суту-илӳпе промышленность организацийӗсем ӗҫленӗ. Ялта пӗртăван купцасен Шамсутдиновсен ҫурчӗ сыхланса юлнӑ.

Административлă-территори енӗпе ял 1920 ҫулччен Чӗмпӗр кӗпӗрнин Аслӑ Чăнлă вулăсне пăхăнса тăнă. 1920 ҫултан пуҫласа ТАССРăн Пăва кантонӗнче. 1930 ҫулхи августӑн 10-мӗшӗнчен пуҫласа – Пӑва, 1935 ҫулхи февралӗн 10-мӗшӗнчен пуҫласа –Буденный районӗн центрӗ, 1957 ҫулхи ноябрӗн 22-мӗшӗнчен пуҫласа – Чăнлă, 1959 ҫулхи декабрӗн 12-мӗшӗнчен пуҫласа – Ҫӗпрел, 1963 ҫулхи февралӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа – Пăва, 1966 ҫулхи декабрӗн 30-мӗшӗнчен пуçласа Ҫӗпрел районӗнче. Хальхи Кивӗ Шемӗршел – пӗр пысăк ял тăрăхӗ.

Шемӗрçел Тутар АССР Министрсен Совечӗн председателӗ (1950-1957), патшалӑх тата парти деятелӗ М.З.Азизов, Социализмлӑ Ӗҫ Геройӗ, 2-мӗш степеньлӗ Тăван çӗршывăн Аслă вӑрҫин, Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗсен кавалерӗ А.Ш.Абдриев, ТР тава тивӗçлӗ культура ӗçченӗ, РСФСР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, РСФСР халăх çутӗçӗн отличникӗ, СССР çутӗç отличникӗ З.Н.Азизов, ТАССР тава тивӗҫлӗ экономисчӗ, I степеньлӗ Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин,  Хӗрлӗ Çăлтăр орденӗсен кавалерӗ С.З.Бикчуров, ветеринари наукисен докторӗ, профессор, ТР наукин тава тивӗҫлӗ деятелӗ, РФ ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Х.Н.Макаев, чӗлхе ӑсти, филологи наукисен докторӗ, профессор А.Ш.Юсупов тата ытти паллӑ ҫынсен çуралнă ял та.

Хальхи вăхăтра ял тăрăхӗнче 1031 ҫын пурăнать.

 

Тутарстан Республикинче ӗҫлекен программӑсен, район бюджетӗнчен уйӑрса панă, халӑх хăй пухнӑ укҫа-тенкӗсен шучӗпе ял тăрăхӗнче пăхса хăварнă социаллӑ объектсене юсанӑ, çӗннисене тунă, ҫулсем хывнӑ, тирпей-илем ӗçӗсем илсе пынă.

Анчах легендарлă юрăçă, ентешӗмӗр, Кӗçӗн Шемӗршел ялӗнче çуралса ӳснӗ Габдулла Рахимкулов пурнăçлакан «Шемӗршел çутисем çиçеççӗ» юрăри Шемӗршелпе паянхи Шемӗршел хушшинче уйрăмлăх питӗ пысăк. Паян унта ҫӑлкуҫӗнчен кӗвентепе шыв йӑтса таврӑнакан хӗрарӑмсене те кураймӑн, мӗншӗн тесен ҫӑлкуҫ шывӗ пӳрте кӗнӗ, кӑмака хутакансем те ҫук, ҫӑкӑрне те хăйсен предпринимателӗсем пӗçернине, лавккаран кăна илеççӗ. Ҫутӑсем те юрӑри пекех тата та ытларах ҫуталаҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, ял ҫыннисен пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе йӑла условийӗсем лайăх енне питӗ улшăннă. Кивӗ Шемӗршел ял тăрăхӗн паянхи проблемисемпе ӗçӗсем, ялăн аталанӑвӗпе ҫӗнӗлӗхӗ ҫинчен эпир Кивӗ Шемӗршел ял тăрăхӗн пуçлăхӗпе Ильгамия Мохитовапа курса калаҫрӑмӑр.

– Ильгамия Давлетшаевна, Шемӗршелӗнчи юлашки ҫулсенчи улшӑнусем нумайӑшне тӗлӗнтереççӗ. Ялăн панхи пурнăçӗ çинчен каласа иртсемӗрччӗ...

– Пирӗн ял тăрăхӗ, Кивӗ Шемӗршел ялӗ, ӗлӗк-ӗлӗкрен районта чи пысӑк ялсенчен пӗри пулчӗ тата паян та çапла пулса юлать. Паллах, сӑмах аталану, улшӑну ҫинчен пынӑ чухне унӑн хӑйӗн приоритечӗсем те пур. Кивӗ Шемӗршел ялӗнче ӗлӗк-ӗлӗкрен ял хуҫалӑх отраслӗ аталаннӑ. Паянхи кун пирӗн 7703 гектар акăнакан çӗрсем, 785 гектар ҫӗр пайӗ пур, 167 гектар уйрӑм хуçалăх çӗрӗсем шутланса тăраççӗ. Ҫак акăнакан çӗрсем «Эталон-Агро», «Агро-Вест» тата «А.Ш. Абдриев ячӗллӗ Шемӗршел ял хуҫалӑх предприятине», хресчен-фермер хуçалăхӗсене пăхăнса тăраççӗ. Ял хуҫалӑх отраслӗнче 1 мини-ферма, 1 çемье ферми тата 2 хресчен-фермер хуçалăхӗ ӗҫлеҫҫӗ. Раиль Ахтямов, Ильдус Халитов – кашниех 600 гектар ҫӗре ӗçе кӗртсе, унта пӗрчӗллӗ тата пăрçа йышши культурăсем акса ӳстереççӗ. Пирӗн ял ҫыннисен Альберт Ахмадишинăн хӑйӗн ҫемье ферми, ҫӗрӗсем пур. Харпӑр хӑй хуҫалӑхӗсенче туса илнӗ сӗте пухассипе 3 предприниматель интересленеççӗ.

Ял ӗлӗк район центрӗ пулнӑ пулин те, кунти ҫынсем выльӑх-чӗрлӗх усрассинчен нихҫан та пӑрӑнман. Паян та ялта (ял халӑхӗ ватăлса пырать пулин те) 567 пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх шутланать. Вӗсенчен 268шӗ – ӗнесем. Лашасем, качака-сурӑх усракансем те пур. Унсӑр пуҫне ялта 265 вӗлле те пур.  Халӑхӑн 196 ҫӑмӑл машина, 26 трактор пурри те ял ҫыннисен пурнӑҫ условийӗсем ҫӳллӗ шайра пулни ҫинчен калать.

Ял тăрăхӗнче 17 уйрӑм предприниматель, 20 харпăрçă хăйне ӗçпе тивӗçтерекен пулса регистрациленнӗ. Вӗсем тӗрлӗ ӗçлӗ пулӑшу параҫҫӗ. Куллен кирлӗ таварпа суту-илӳ тăвакан 6 уйрӑм лавкка ӗҫлет.

– Ялта пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе йӑла условийӗсем лайӑхланса пыни, ҫапла, куҫ умӗнчех. Ялта ҫамрӑксем юлаҫҫӗ-и? Вӗсене ял пурнӑҫне явӑҫтарас тесе мӗн тӑватӑр эсир?

– Эсир тӗрӗс калатӑр, ял вӗт инфратытӑмпа ҫеҫ мар, ҫыннисемпе те илемлӗ. Эпӗ ҫапла шутлатӑп: ял пуласлӑхӗ ҫинчен ӗмӗтленетӗн пулсан, ҫамрӑксемпе пӗрремӗш планра ӗҫлемелле. Эпир шкулпа яланах ку енӗпе ӗҫлетпӗр. Ҫамрӑксене спорта явӑҫтарассине, вӗсенче сывӑ пурнӑҫ йӗркине йӗркелессине, тӑван ҫӗре, унӑн ҫутҫанталӑкне, историне юраттарассине пирте конкретлӑ мероприятисем урлӑ пурнӑҫлаҫҫӗ. Шкулта тӗрлӗ секцисем ӗҫлеҫҫӗ, универсаллӑ спорт лаптăкӗ, спорт залӗ, футбол уйӗ, хоккей коробки пур... Паянхи куна унта 70 яхӑн ача вӗренет. Пирӗн ача сачӗ кӗрлесе ӗçлесе тăрать. Студентсемпе тӗлпулусем йӗркелетпӗр. Пирӗн ҫитӗнекен ҫамрӑксем пулсан ялти пурнӑҫ малалла тӑсӑлӗ, малашлӑх та пулӗ, тесе шанатӑп.

– Калаҫу пуҫламӑшӗнчех эпир юлашки ҫулсенче Кивӗ Шемӗршел ял тăрăхӗ тӗрлӗ программа шайӗнче нумай тӗрлӗ инвестицисем хывни ҫинчен калаҫрӑмӑр. Ҫакӑн çинче тепӗр хут чарӑнса тӑрар-ха. Ял тăрăхӗ мӗнле программӑсене хутшӑнать?

– Паллах, районпа пӗрле, пирӗн ял та республикӑра пурнӑҫлакан нумай программӑсене хутшӑнать. Вӗсемпе килӗшӳллӗн Кивӗ Шемӗршел ялӗнче нумай функциллӗ центр туса лартнӑччӗ. «Пахалӑхлӑ шыв» программа шайӗнче кил-çуртсене шывпа тивӗҫтересси паян та малалла пырать. 148 уйрăм хушма хуҫалӑха пахалӑхлӑ шыв кӗчӗ.

Ял тӑрӑхӗн территорийӗнче участок больницине хупас хăрушлăх тăратчӗ, халăх ыйтнипе, район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров тӑрӑшнипе ӑна сыхласа хăварма пултартăмăр. Больницӑпа, фельдшерпа акушер пунктне тӗпрен юсанӑ. Халӗ унта сипленмелли условисем хуларинчен кая мар. Больницӑра сипленме 10 койка-вырӑн, кӑнтӑрлахи стационарта 4 койка-вырăн пур. Массаж, стоматологи, физиотерапи процедурисен кабинечӗ ӗҫлет. Больницӑра 2 врач тата 16 медицина персоналӗ вăй хураççӗ, аптека ӗҫлет.

Кӑҫал 2 миллион тенкӗлӗх грант укҫи-тенкипе «Кану паркне» тирпей-илем кӗртес ӗçсем пурнăçланчӗç, унта ачасен лаптăкӗ те пур. Ял урамӗсенче электричествăн кивелнӗ юписене улӑштараҫҫӗ. «Хусан – Ульяновск» – «Кивӗ Ҫӗпрел – Кивӗ Шемӗршел» автомобиль çулне тата яла кӗрекен ҫулăн 2 километрӗнче ҫутăсем вырнаçтарнă.

Кивӗ Шемӗршел ялӗнче чапа тухнӑ ентешӗмӗр, ТР халӑх артисчӗ Габдулла Рахимкулов ячӗллӗ хӑтлӑ та чаплӑ Культура ҫурчӗ пур. Кунта район тата республика шайӗнчи культура мероприятийӗсем иртеҫҫӗ. «Ҫӗр тата ҫынсем» музей ӗҫлет.

Эпир ял ҫыннисене пулӑшу паракан программӑсем ҫинчен яланах ӑнлантарса тăратпăр. Хӑйсен ӗҫне тӑвас текенсене яланах пулăшма хатӗр.

– Сирте сулăм укçине те 1000 тенкӗ шайӗнче пуҫтараççӗ иккен. Халӑх пухса панă çак укçа шучӗпе мӗнле ӗçсем пурнăçланаççӗ?

– Çак программӑшӑн республикӑпа район ертӳҫисене тав тӑвас килет. Юлашки ҫулсенче Кивӗ тата Кӗçӗн Шемӗршел ялӗсен ҫыннисем ҫак программӑна хутшӑнса, ҫул çитнӗ кашни çынран 1000 тенкӗ укçа пуçтарчӗç. Чӑваш Шемӗршелӗнче вара ку сумма – 500 тенкӗчӗ.  Укҫа мӗн чухлӗ ытларах пухӑнать, ҫавӑн чухлӗ ӗҫ тума пулать. Ял ҫыннисен сулăм укҫи-тенкине ялти урамсен çулӗсем çине вак чулсем хывма, Сабантуй уявӗ иртекен парка тирпей-илем кӗртме, ҫӳп-ҫап валли контейнер площадкисем тума, типӗ, ватă йывӑҫсене касма, масар территорине тирпей-илем кӗртме, хӗлле ҫулсене тасатма тата ытти ӗçсемшӗн тăкаклатпăр. Тирпей-илем, юсав çул-йӗрӗсенчен пӗри – урамсене çутăсем вырнаçтарасси тăрать. 18,5 километр тӑршшӗ ял урамӗсенче энерги перекетлекен 186 лампа хунă. Çуннă ҫутаткӑҫсене улӑштарас ӗҫ яланах илсе пырăнать.

Ильгамия Давлетшаевна, эпир пӗлетпӗр, эсир Кивӗ Шемӗршел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулса икӗ ҫул кăна-ха ӗҫлетӗр. Ял пурнӑҫӗнчи ҫивӗч ыйтусене татса панă çӗрте халӑх пулӑшăвне туятӑр-и эсир?

– 100 процентпа пӗр-пӗрне ӑнланнине çӗнсе илес тесен икӗ ҫул мар, нумай ҫул ӗҫлемелле пулӗ. Нумайӑшӗ ӑнланать, пулӑшать. Паллах, проблемӑсем пур. Вӗсене татса памалли çул-йӗрсене шыратпӑр. Пирӗн унта пурӑнмалла-ҫке, унта ӗмӗре ирттермелле. Эпир пурӑнакан ҫӗрӗмӗр илемлӗ, хӑтлӑ пултӑр тесе тӑрӑшатпӑр. Паллах, яла илемлӗ тӑвакан ӗҫсемшӗн ҫынсем тав тӑваҫҫӗ хӑйсем те пулӑшаççӗ. Субботниксене йӗркеленӗ чухне трактор, машина кирлӗ пулсан нумайăшӗ пысӑк пулӑшу параççӗ. Ун пек каччăсенчен эпӗ Инсаф Ханбикова илсе каланă пулăттăм, нихҫан та хирӗҫлемест. Пурлӑх пулăшăвӗпе пулӑшакансем те пур. Ялта предпринимательство ӗçӗпе интересленекен Ильдус Халитов, «Эталон-Агро» хуҫалӑх спонсор пулӑшӑвӗ парса тăраççӗ. Иршат Султанович Минкин – Раҫҫей патшалӑх тата политика деятелӗ, VII созыври Патшалӑх думин депутачӗ, «Единая Россия» фракцин членӗ, Патшалӑх Думин Транспортпа строительство комитечӗн членӗ яланах пулăшса тăрать. Сӑмахпа та, канашпа та пулӑшсан, кӑмӑл-туйӑма ҫӗкленет тата лайӑхрах та ӗҫлес килет-çке.

– Тавтапуҫ, калаҫушӑн! Кивӗ Шемӗршел ял тăрăхне яланах çӗнелсе тăма, халăхне унта савăнса пурăнма сунатпăр.

 

Ялăмăра юрататпăр

Мукадес Шарафутдинов, ветеран-педагог:

– Эпир, мăшăрăмпа Флерапа, ӗмӗр тӑршшӗпех Кивӗ Шемӗршел вӑтам шкулӗнче вӗренекенсене пӗлӳ патăмăр. Халӗ ӗнтӗ иксӗмӗр те тивӗҫлӗ канура. Эпӗ 86 ҫул тултартӑм. Юлашки ҫулсенче ял палӑрмаллах улшӑнчӗ. Ял варрине нумай ҫулсем хушши илемсӗрлетсе ларнă йывăçсене касса, çавăнта канмалли парк туса хучӗç. Унта ял ҫыннисем те, хуларан килнисем те, ачисем те ҫу каҫах канчӗç. Пирӗн урамсем те ҫутӑ. Шывне пӳрте кӗртеççӗ. Нумай ҫул хушши пылчăклă çулсемпе, нушаланса çӳренӗ çулсем те хыҫала тӑрса юлчӗҫ. Паян çав çулсемпе ҫӑмӑл машинӑпа вӗçтерсе ҫӳреççӗ, эпир хамӑр та илемлӗ атӑ-пушмак тăхăнса магазина, почтӑна, больницӑна каятпăр, ачасем шкула, ача садне ҫӳреҫҫӗ. Кӑмӑллӑ вӗт!

Паллах, эпир район пуҫлӑхне Марат Гафарова, ял тăрăхӗн пуçлăхне Ильгамия Мохитована, тав тӑватпӑр, вӗсем ҫак ӗҫе тума пысӑк вӑй хучӗç. Ял тăрăхӗн пуçлăхӗ хӗрарӑм пулнине пăхмасăр, вӑл пурне те пултаруллӑ, ӗçчен, ертӳçӗ. Чи кирли – халӑхăн ыйтăвӗсем çине тимлӗх парать.  Президента та, республика ертӳçисене те халӑх интересӗсемшӗн тӑрӑшнӑшӑн тав тӑватпӑр. Ял пурнӑҫӗ халь çăтмахпа танлашать. Пур майсемпе те усӑ курма пулать. Савăнса пурӑнмалла тата ӗҫлемелле кăна. 

Файруза Идрисова, Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ выльӑх пӑхакан:

– Кӑҫал эпир, мăшăрăмпа иксӗмӗр, район пуҫлӑхӗ Марат Ринатович патне граждансен йышăнăвне, шыв кӗртме ыйтма кайнăччӗ. Тавтапуç ăна, эпир шывлă пултăмăр. Шыв ытти урамсене те килсе çиттӗрччӗ , тесе шанатпӑр.

Равиль Мухамедьяров, Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ врачӗ, Кивӗ Шемӗршел участок больницин врачӗ:

– Пирӗн ялти участок больницинче тӗп юсава икӗ тапхӑр ирттерчӗҫ. 2020 ҫулта 25 миллион та 800 пин тенкӗлӗх тӗп юсав ирттернӗ пулсан, 2021 ҫулта – 27 миллион та 094 пин тенкӗ чухлӗ иккӗмӗш тапхӑрта юсав ӗçӗсем илсе пычӗç. Больницăн территорине асфальт хыврӗç, нормативлӑ йӗркене кӗртрӗç, больницӑнтерриторийӗн хӳмисене улӑштарчӗç.  Ял ҫыннисем, больница ӗҫченӗсем, таврари ялсенчен килсе кунта сипленекенсен ячӗпе район пуҫлӑхне Марат Гафарова, республика правительствине тав тӑватпӑр.

Рузания Валуллина, Кӗçӗн Чăнлă ялӗ:

– Манӑн час-часах Кивӗ Шемӗршел ялӗн участок больницинче сипленме тивет. Паян кунти сиплев условийӗсем ӗлӗкхипе танлаштарсан –  çӗрпе пӗлӗт хушши пек. Тирпей-илем кӗртнӗ, юсав ирттернӗ хыҫҫӑн, пӳлӗмсем ҫав тери ҫутӑ, таса, хӑтлӑ условисем. Медицина персоналӗ те питӗ ырӑ – ӑшшӑн кӗтсе илеҫҫӗ, сиплеҫҫӗ. Эмелсем пур, ҫимелли те, ӗҫмелли те питӗ пахалӑхлӑ.  Вӗсене ӗҫре ҫитӗнӳсем, ҫемьере телей, сывлӑх сунатӑп. Кивӗ Шемӗршел ялӗ çӗнелни куçа курăнсах тӑрать. Эпир ӗмӗр кӳршӗсем пулса, туслă пурӑнтăмăр. Эпир килӗштерсе пурӑнатпӑр, ҫитӗнӳсемшӗн савӑнатпӑр, малашне те ҫаплах пултӑрччӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев