Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Сахӑр чӗкӗнтӗрне кăларасси малалла пырать

Районта сахӑр чӗкӗнтӗрне кăларса, заводсене ӑсатас ӗҫ малалла пырать. «Цильна» хуҫалӑхӗ ҫак ӗҫе те вӗҫлерӗ. Вӗсенче сахӑр чӗкӗнтӗрӗн вăтам тухăçӗ гектартан 587 центнера тӳрӗ килет

 

«Дементьев ячӗллӗ агрофирмӑра» та сахӑр чӗкӗнтӗрӗн культури 2500 гектар лаптӑка йышӑннă.

Мучелей, Матак, Аслă Аксу, Чӑваш Ҫӗпрел, Çӗнӗ Ишлӗ филиалӗсенче ҫак культурӑна кăларса илсе, ӑна сахӑр завочӗсене ăсатас ӗçсем вӗçленнӗ. Ҫак кунсенче Ильгам Халиков, Алмаз Галиуллин тата Айдар Абубакиров  комбайнӗсемпе агрофирмăн Çӗнӗ Йӗлмел филиалӗнче сахӑр чӗкӗнтӗрне кăларса, кагатсене хума тытӑннӑ. Эпир килнӗ чух 156 гектар лаптăка йышӑннӑ сахӑр чӗкӗнтӗрӗн ани çинче ӗҫ тулли хăватпа пыратчӗ.

Агротехника мероприя-тийӗсене вӑхӑтра, пысӑк пахалӑхпа ирттерсен те, ҫу уйăхӗсенчи типӗ ҫанталӑк тухӑҫлӑха начар витӗм кӳнӗ.

– Кашни гектартан вӑтамран 350 центнер тухăç тухать, – тет агрофирмăн ертсе пыракан агрономӗ Фаниль Хайбуллов.

Механизаторсем пӗр минута та сая ярас мар тесе ӗҫлеҫҫӗ. Комбайн темиҫе техника ӗҫне пӗр вăхăтра пурнӑҫлать: чӗкӗнтӗре ҫулҫӑсенчен тасатать, ӑна бункера тултарса пырать, унтан пылак тымарçимӗçе кагатсене пушатать. Пӗр филиалта чӗртавара заводсене транспортпа турттарас ӗҫ вӗҫленсенех «КамАЗ» шоферӗсем урӑх филиала куҫаҫҫӗ, кагатсенчен тутлă тымар çимӗçе сахӑр завочӗсене турттарма тытӑнаҫҫӗ.

– Талӑкра сахӑр завочӗсене 2000-2500 тонна чӗкӗнтӗр ăсатаççӗ. Машинӑсем хальлӗхе ытти филиалсенче ӗҫлеҫҫӗ. Унти чӗкӗнтӗре турттарса пӗтерсен Çӗнӗ Йӗлмел филиалне куҫӗç. Ҫавӑнпа та ҫак ана çинчен сахӑр чӗкӗнтӗрне кăларса пӗтермелле, пирӗн умра çак тивӗç тӑрать, – тет Фаниль Хайбуллов.

Справка

Районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн даннӑйӗсем тӑрӑх сентябрӗн 22-мӗшӗ тӗлне районта 3224 гектар çинчи тутлă тымарçимӗçе кăларса илнӗ. Вӑтам тухӑҫ 337,5 центнера тӳрӗ килет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев