Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Шанăç тата пурăнма вăй параççӗ

Районти Культура çуртӗнче социаллӑ сферăра ӗҫлекенсем хӑйсен професси уявне палӑртрӗҫ

Çак сферăра ӗҫлекенсене сцена ҫине чӗнсе илсе чысларӗç, Тутарстан Республикин Министерствин Ӗç, ӗçлӗх тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин, район пуҫлӑхӗн Хисеп грамотисемпе Тав ҫырӑвӗсене пачӗç.

Социаллӑ пулӑшу кăтартакан ӗҫченсене ҫак кун тав сăмахӗсем нумай каларӗç, саламларӗç, куллен пурнӑҫлакан ӗҫӗн пӗлтерӗшне палӑртрӗç.

— Эсир питӗ пысӑк ӗҫ тӑватӑр, чун-чӗререн. Ытти ҫынсемшӗн тӑрӑшатӑр. Сирӗн ӗҫӗр ҫӑмӑл мар, анчах пархатарлӑ. Социаллӑ ӗҫчен вӑл — професси те мар, пурнӑҫ йӗрки, ӑс-хакӑл тӗлӗшӗнчен пуянлӑх. Ыттисен телейӗшӗн савӑнма пӗлекен хӑй те телейлӗ пулать. Сирӗн ӗҫ питӗ паха тата кирлӗ, — терӗ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров.

Ҫак ырӑ кӑмӑллӑ, тимлӗ, чӑтӑмлӑ ҫынсем пӗччен ҫынсене, инвалидсене, аслă çулсенчи граждансене, нумай ачаллӑ ҫемьесене, социаллӑ хӳтлӗхпе пулӑшу кирлӗ ҫынсене, вӗсене йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пулӑшаҫҫӗ, хӑйсен вӑйне шанма хавхалантараççӗ. Вӗсем ҫулталӑкӗпех ӗçре. Уявсемпе канмалли кунсем те вӗсемшӗн яланхи ӗҫ кунӗ пулса тӑраҫҫӗ.

Паянхи кун районта 120 ытла ҫын вӑй хурать. Вӗсем районта пурӑнакан 10 пин ытла çынна социаллӑ пулӑшу параҫҫӗ. 
Тутарстан Республикин Ӗҫ, ӗҫлӗх тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин Тавне парса чысланă Анат Хураката ялӗнчи Флера Задиханова ҫак службӑра 26 ҫул ӗҫлет, паян вăл ҫичӗ ватӑ ҫынна пăхса тӑрать. 

— Пирӗн психологсем те, медицина ӗçченӗсем те пулма тивет. Эпӗ хамӑн ӗҫе юрататӑп, ҫавӑнпа йывӑрлӑха туймастӑп. Хам пăхса тăракан аслă çулсенчи çыннăмсене кӑшт ҫеҫ курмасăр тăрсан та, тунсӑхлатӑп, вӗсем — маншӑн, — тет Флера Задиханова.

Кӗҫӗн Чăнлă ялӗнчи Эльмира Валиуллован ӗҫне те пысӑк хак пачӗҫ. Вăл та Министерствăн Тавне тивӗçрӗ. Эльмира Вазиховнан ӗҫ стажӗ ку сферăра — 22 ҫул. Хальхи вăхăтра çичӗ аслă çулсенчи çынна пӑхать.

— Эпир пӗр-пӗрне хӑнӑхса ҫитнӗ ӗнтӗ, ват çынсен характерӗсене пӗлетӗп, ҫавӑнпа ӑнланса ӗҫлетпӗр, вӗсем мана кӗтеҫҫӗ, эпӗ хам та ӗҫе хаваслансах каятӑп, — тет вӑл.

Министерствăн пысӑк наградине тивӗҫнӗ Светлана Козлова Упири «Ăшӑ ҫурт» приюта уҫнӑранпа унта воспитатель пулса ӗҫлет. Хӑй ӗҫӗшӗн, унта воспитани илекен ачасен ăнăçăвӗсемӗн савӑнса пурăнать. 

— Ачасене воспитани пама пысӑк чӑтӑмлӑх кирлӗ, ют ҫемьесенчен килнӗ ачасене воспитани парасси вара тата ытларах яваплӑх ыйтать. Ҫак кӑткӑс пурнӑҫ ҫулӗ ҫинче миҫе ача çухалса каймасӑр хӑйсен вырӑнне тупнӑ-ши? Вӗсемшӗн савӑнатӑп, вӗсен ăнăçăвӗсемшӗн хӗпӗртетӗп, — тет Светлана Козлова.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев