Салтака каяççӗ каччăсем
Çар служби
Кăçалхи кӗрхи призывпа çар службине каякансен пĕрремĕш ушкăнне ăсатмалли мероприяти пулчӗ.
Ăсату, йӑлана кӗнӗ тăрăх, Петр Дементьев ячӗллӗ паркра иртрӗ. Çамрăксене ӑсатма вӗсен ҫывӑх ҫыннисем, ертӳçӗсем, тӗн представителӗсем, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем килнӗччӗ.
Хулаçырми ялӗнчен Николай Маняков хӑй ҫар службине хатӗр пулни ҫинчен пӗлтерчӗ:
— Кашни каччă ҫак ҫула утса тухма тивӗçлӗ. Эпӗ те хатӗр. Служба хыҫҫӑн тӑван ене таврăнăп, ун хыççăн куҫ курӗ.
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ҫар службине каякансене килӗсене ырă-сывă таврӑнма сунчӗ. Вӑл, çавӑн пекех, Çӗпрелӗн каччисем яланах чи лайӑххисен шутӗнче пулнине палӑртрӗ.
— Ҫулталӑк хушшинче вӑй-хал пухса, патварланса таврăнăр. Тӑван тӑрӑхра сирӗншӗн тунсӑхласа, кӗтсе тăракан ҫынсем пуррине яланах асра тытăр. Ырӑ ҫул пултӑр сире! — терӗ Марат Ринатович.
Тӗн представителӗсем Данир Шарафутдинов тата Владимир атте ҫак пулăм кашни арҫын пурнӑҫӗнче пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗç. Призывниксене ҫӗршывăн тӑнӑҫлӑхне сыхланă çӗрте ăнăçусем сунчӗҫ.
— Хулаçырми ялне икӗ каччӑ: пӗри манăн ывӑлăм, тепри — унӑн тусӗ, ҫар службине вӗçлесе таврăнчӗç. Паян вара пирӗн икӗ каччӑмăр ҫара службине каяҫҫӗ, — терӗ ял тăрăхӗн пуҫлӑхӗ Николай Усмендеев. — Пӗр çуллăх çар служби сисӗнмесӗрех иртӗ. Тивӗҫлипе тата чыслăн служить тумалла пултăр! — терӗ вӑл пулас салтаксене чӗнсе каласа.
Кӗрхи призыва пӗрремӗшӗсем пулса РФ Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйсен ретне сакӑр Ҫӗпрел каччи туллилентерчӗ: Кивӗ Кахăрлă ялӗнчен Ильнар Камалов, Ҫӗнӗ Шӑхаль ялӗнчен Никита Клементьев, Хулаçырми ялӗнчен Николай Маняков тата Валерий Мендеев, Аслă Аксу ялӗнчен Артем Мускатинов, Кӗҫӗн Аксу ялӗнчен Вадим Солдатов, Упи ялӗнчен Артем Хованский тата Анат Хураката ялӗнчен Расим Шайдуллин.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев