Салтака каяççӗ каччăсем
Ҫурхи призыв малалла пырать
Апрелӗн 22-мӗшӗнче районăн чи маттур ывăлӗсем Тӑван çӗршыв умӗнчи хӑйсен таса тивӗҫне пурнӑҫлама ҫула тухрӗҫ.
Пӗлетӗр ӗнтӗ, каччăсене ӑсатасси районта торжествăлла мероприяти пулнă май иртет. Кӑҫал та Дементьев ячӗллӗ парка ертӳçӗсем, ăсатакансем, ашшӗ-амӑшӗсем килчӗç.
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, Ӗç тăвакан комитетăн ертӳҫин çумӗ Айрат Залялов, ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсемпе обществăлла организацисен ертӳҫисем ҫамрӑксене ҫак сăваплă самантсемпе саламларӗҫ, ӑнӑҫлӑ служба сунчӗҫ. Марат Гафаров ҫамрӑк ҫынсем хӑйсен задачисене ӑнӑҫлӑн пурнӑҫласса, киле мӑнаçлăн таврӑнасса шаннине пӗлтерчӗ.
Ҫак ҫурхи призывра районтан пӗрремӗш 5 каччă Руслан Абязов, Ильмас Мухаметзянов, Руслан Танага, Игорь Тарасов тата Тимур Якупов Тăван çӗршыва хӳтӗлеме тухса кайрӗç. Çурхи призыв апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа июлӗн 15-мӗшӗччен пырать, çамрăксем пӗр ҫул службăра тăрӗç.
Малалла тăсса
Призывниксене Донецк тата Луганск халӑх республикисене, ҫавӑн пекех, Херсон тата Запорожье облаҫӗсене ямӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев