Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Салтака каяççӗ каччăсем

Ҫурхи призыв кампанийӗнче пилӗк каччă çар службине кайрӗç

Ҫурхи призыв кампанийӗнче, пӗрремӗшӗсенчен пулса, Кивӗ Кахӑрлӑ ялӗнчен Данис Азмуханов, Тутар Саплăк ялӗнчен Иван Алексеев, Алешкин-Саплăк ялӗнчен Максим Семенов, Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнчен Александр Синдюков тата Аслă Аксу ялӗнчен Кирилл Унисков ҫар службине кайрӗҫ.

Йӑла тӑрӑх, каччăсене ăшă сунăмсем сунса ăсатма районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин ӗçне пурнăçлакан Айрат Залялов, администраци представителӗсем, ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсем, ҫавӑн пекех, тӑванӗсемпе ҫывӑх çыннисем, тусӗсем килнӗччӗ.

Айрат Залялов палӑртнӑ тӑрӑх, призывниксем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнмаҫҫӗ тата вӗсен службин срокӗ çавăн пекех, 1 ҫул кăна пулать.

Лилияпа Рамиль Азмухановсем, Кивӗ Кахӑрлӑ ялӗ:

– Данис Ульяновск хулинче вӗренсе, юрист специальноҫӗ илчӗ. Халӗ вӑл Тăван çӗршыва сыхлама тухса каять. Пӗрремӗшӗ те ывăл ача, вӑл та, çавăн пекех, çар службинче пулчӗ, çемье çавăрчӗ, пирӗн мӑнук та  ҫуралчӗ. Пурнӑҫ ҫаплах малалла пырать. Паллах, ачана çумран кӑларса яма йывӑр. Эпир лайӑххине ҫеҫ ӗмӗтленетпӗр. Çак самантран пуҫласа эпир тӗлпулу минучӗсем хӑвӑртрах ҫитессе кӗтетпӗр.

Наталия Калашникова, Чӑваш Ҫӗпрел ялӗ:

– Тăванăмăн ывăлне Александр Синдюкова ӑсататпăр. Александр чӑн-чӑн каччă пулса çитӗннипе мăнаçланатăп. Пирӗн ҫемьере пурте служить тунӑ, вӑрҫӑра та пулнӑ. Паянхи кун та манăн ывӑлăлăм, кӗрӳ тата тепӗр шӑллӑм ятарлӑ ҫар операцийӗнче хутшӑнаҫҫӗ. Калаҫса тăратпăр, часах отпуска таврӑнасса кӗтетпӗр. Чи пахи – сывă пулччӑр каччăсем, тӗнчере тӑнӑҫлӑх пултӑр.

Ырӑ ҫул пултӑр, сире, каччăсем!

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев