Уй-хирсенче тырӑ вырса-пухакан комбайнсен сассисем чарăнма та ӗлкӗрмерӗç, районта сахăр чӗкӗнтӗрне кăларакансем тухăçа пуçтарма пуçăнчӗç. Кӑҫал районӗпе мӗнпурӗ 2777 гектар çинче тутлă тымарçимӗç акнӑ
Ильмир Махмутов ертсе пыракан хресчен-фермер хуҫалӑхӗ ҫак ӗҫе сентябрӗн 8-мӗшӗнче пуҫласа ярса, йышăнакан пунктсене чӗртавар тиенӗ пӗрремӗш машинӑсене ăсатнă.
Хуҫалӑх ертӳҫине Ильмир Махмутова та сахăр кăшманне кăларакан комбайнсем патӗнче тӗл пултӑмăр. Сăнӗнче ывӑнни сисӗнсен те, кӑмӑлӗ ҫӗкленӳллӗ. Каҫхинехи вунӑ сехетчен хиртен таврӑнман, паян та пӗрремӗш «КамАЗ» автомашинăна ирхинехи пилӗк сехетрех «Цильна»ри сахӑр заводне чӗртавар тиесе ăсатнă. Ертӳҫӗ каланӑ тӑрӑх, тухӑҫ лайӑх тухать. Кашни гектартан 450 центнер тесе шутланă. Таса марлăха завод 6,1 процент хунă, сахӑрлӑхӗ 16,5% тӳрӗ килнӗ. «Типӗ вăхăтра илнӗ чӗкӗнтӗр таса пулать ӗнтӗ вăл. Техника та çӗмӗрӗлмест. Виҫӗ комбайнпа ӗҫ вӑраха тăсăлмасть тесе шутлатӑп», – тет Ильмир Махмутов.
Иртнӗ çул çак культурӑна 300 гектар ҫинче ӳстернӗ пулсан, кӑҫал 135 гектар кӑна хӑварнӑ. Мӗншӗн тесен, хăçан-тăр «хаклӑ культура» тесе шутланнӑ сахăр чӗкӗнтӗрӗ çине тимлӗх чакнă. Çак культура лаптăкне кӑҫал хӗвелҫаврӑнӑш илнӗ. 270 гектара йышӑнать. Чӗкӗнтӗр хыҫҫӑн ӑна вырса илӗç.
Сахӑр чӗкӗнтӗрне кăларса илнӗ хирти лаптăксене кӑткӑс удобренисем кӗртеççӗ тата çавӑнтах Радик Хайретдинов, «К-700» тракторпа, тӑпрана ӗçе кӗртсе пырать. Ун хыҫҫӑнах ака та ирттереҫҫӗ. Кӑҫалхи кӗркунне 350 гектар лаптăк çинче кӗрхи культурӑсене акса хăварасшăн. Кунта «Марафон» сортлă кӗрхи тулла кăмăлланă. Мӗншӗн тесен иртнӗ çулсенче те унăн тухӑҫӗ кашни гектартан 55 центнера тӳрӗ килнӗ. 100 гектар ҫинче пирӗн енсемшӗн çӗнӗ пулнă «Московская- 40» сортлине сăнаса пăхма шутланă.
Нет комментариев