Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Сабантуй, туйӑмсемпе чунсене хавхалантартӑн эсӗ!

Çӗр ӗҫӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ, ҫурхи ӗҫсем пӗтсен чаплӑ лару-тӑрура ирттерекен наци уявӗ — Сабантуй-Акатуй кӗрлесе иртрӗ

Сабантуй лаптăкӗнче наци костюмӗсене тӑхӑннӑ яш-кӗрӗмсемпе хӗрсен кашни хусканӑвӗнчех, хăйсене тыткаланинче пирӗн наци илемӗпе пӗлтерӗшӗ палӑрса тăчӗ, вӑй-хал, малашлӑха ӗмӗт-шанăç кӳчӗ. Районти художествӑлла пултарулӑх, фольклор ансамблӗсем, «Тан» юрăпа ташă ушкӑнӗ авалхи йӑла-йӗркесене çутатса, халăха уяв илемӗ валеçрӗç. Наци апачӗ пулнă чак-чака, ҫӑкӑр-тӑвара илсе тухни вара — уява тата та илемлӗх хушрӗ.

Пысӑк мероприяти пуҫланас умӗн, ӗлӗкрен килекен йăлапа шурсухалсемпе канашласа илес йăла пулнӑ. Сабантуй уявӗ те азан сассипе уҫӑлчӗ. Чаплӑ маршпа уяв ялавӗ ҫӗкленчӗ.

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров мӗнпур Çӗпрел ҫыннисене, хӑнасене Сабантуй уявӗпе саламларӗ, тунă ăнăçусем çинче чарӑнса тӑчӗ, малашнехи ӗçсем çинчен калаçрӗ, паллах, Çӗпрел ҫыннисене уяв ячӗпе саламларӗ.

— Сабантуй уявӗ — вăл, пирвайхи черетре, халӑхсен туслӑхӗн уявӗ. Тӗслӗхрен, паянхи лаптăка кăна илер, кунта пирӗн районта пӗрлӗхлӗ, килӗштерсе пурӑнакан тутар, чӑваш наци представителӗсем пурте пухӑннӑ — выляҫҫӗ, ташлаҫҫӗ, канаҫҫӗ. Ҫапла, ӗçченсене те, пӗр сӑмахсӑрах, чысламалла. Районта паттӑрсем, малта пыракансем, мăнаçланмалăх ҫынсем нумай. 

Уяв ячӗпе саламлатӑп сире, хисеплӗ ентешӗмӗрсем, пӗрле туслӑ, хамӑр района аталантарассишӗн тӑрӑшса ӗçлемелле пултăрччӗ, — терӗ вӑл.

Ҫӗпрел Сабантуйне Хусан хулинчен хисеплӗ хӑнасем нумаййăн килнӗччӗ. Тутарстан Республикин ертӳçин Рустам Миннихановăн саламлă сăмахӗсене Çӗпрел çыннисене Тутарстанпа Ульяновск облаҫӗнчи патшалӑх пурлӑхне тытса пырас енӗпе ӗçлекен агентствӑн территорири управленийӗн ертӳҫи Альберт Хайрутдинов пӗлтерчӗ. Уяв ячӗпе Ҫӗпрел çыннисене Тутарстан Республикин Патшалӑх Совечӗн депутачӗсем Ринат Гайзатуллинпа Шакир Ягудин та саламларӗç.

Лаптăкра — ӗҫ паттăрсем

«Ҫӑкӑр пулсан, юрӑ та пулать», теҫҫӗ. Наци уявӗнче Сабантуйра вара ҫӗр ӗҫченӗсен ӗҫне чысласси тăрать. 
Сабантуй лаптăкне те чи малтан ҫӗршывăмăрăн кӗлечӗсене туллилентерме пысӑк тӳпе хывнă уй-хир патӑрӗсене, малта пыракан сухаҫӑсене, механизаторсене чӗнсе кăларса чысларӗҫ.

Кӑҫалхи çул та «Уй-хир отраслӗ енӗпе чи культурăллă хуçалăх» конкурсăн I степеньлӗ Дипломне — «Цильна» общество (ертӳҫи Барис Гафуров), II степеньлӗ Диплома — «Çӗпрел Рассвет Агро» общество (директорӗ Алексей Копанев) тата III степеньлӗ Диплома — «АгроТрансПорт» общество (ертӳҫи Фанис Багаутдинов) тивӗçлӗ пулчӗç.

Хресчен-фермер хуҫалӑхӗсем хушшинче I степеньлӗ Дипломпа «Бикчуров Р. А.» хуçалăха (ертӳҫи Равиль Бикчуров), II степеньлӗ Дипломпа — «Махмутов И. Ф.» хуҫалӑха (ертӳҫи Ильмир Махмутов) тата III степеньлӗ Дипломпа «Низамов А. А.» хуҫалӑха (ертӳҫи Альберт Низамов), çавӑн пекех уйрӑм предприниматель Виктор Артемьев Дипломпа чысларӗç.

2024 ҫулхи «Ака паттăрӗсем» пулнă май, Николай Марков, «Рассвет-Агро» обществӑн механизаторӗ; Ильгиз Миначев, «Цильна» обществӑн механизаторӗ; Владимир Митрофанов, «АгроТрансПорт»; Ильгизар Хисматуллин, «Низамов А. А.» хуҫалӑхӑн механизаторӗ; Дмитрий Алексеев, «Амосов А. Н.» хуҫалӑхӑн механизаторӗ; Ильмас Фаизов, «Махмутов И. Ф.» хуҫалӑхӑн механизаторӗ; Шамиль Халимов, «Бикчуров Р. А.» хуҫалӑхӑн механизаторӗ палăрчӗç.

Ял хуҫалӑхӗнче нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн пӗр ушкăн Çӗпрел çыннисене патшалӑх наградисем, кӑкӑр çине çакмалли паллăсем, «Чистополье» Холдинг компанийӗн Хисеп грамотисене, «Ҫӗпрел районӗ йӗркеленнӗренпе 90 ҫул» медаль, професси ӗҫӗнче ҫитӗнӳсем тунӑшӑн Хисеп Хӑми ҫинче вырӑн йышăнни ҫинчен калакан свидетельство пачӗç. 

Тутар халӑхӗн тата тутар писателӗсен йӑли-йӗркисене пропагандӑлас ӗҫе пысӑк пай кӗртнӗшӗн «Раҫҫей пенсионерӗсен Союзӗн» районти обществăлла организацийӗн ертӳҫи Дилюза Азизова, районти культура пайӗн начальникӗ Зульфат Сагдиев, çутӗç ветеранӗ Равия Валеева, Аслă Чăнлă вӑтам шкулӗн тутар чӗлхипе литературине вӗрентекен педагог Ильсеяр Халиуллова Заки Нури район премине тивӗҫлӗ пулчӗç.
«Ҫемье çӑлтӑр ушкăнӗ» районти фестивалӗн ҫӗнтерӳҫисем те палӑрчӗҫ. Фестиваль аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ организацисене, предприятисене, вӗренӳ учрежденийӗсене те чыслă парнесем пачӗç.

Кӑҫалхи çулăн лауреат ячӗсене: I степеньне — Çӗнӗ Упи ялӗн Культура çуртне (директорӗ Мария Краснова), Анат Хураката ялӗн Культура çуртне (художествӑлла ертӳҫи Гульсина Чабаева); II степеньне — Кӗçӗн Чăнлă ялӗн Культура çуртне (ертӳçи Талгат Фахретдинов), Кивӗ Йӗлмел ялӗн Культура çуртне (заведующийӗ Вера Радионова); III степеньне — Аслӑ Аксу ялӗн Культура çуртне (директорӗ Светлана Сусликова); Анат Чакă ялӗн Культура çуртне (директорӗ Наталия Токмакова).

Тутарстан Республикинчи Культура министерствин «Культура ӗçӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» кӑкӑр çине çакмалли паллăна Хурăнвар-Шӑхаль ялӗн Культура çурчӗн заведующине Светлана Ильбеевана, районти Культура ҫурчӗн халӑх театрӗн режиссерне Ринат Калимуллина пачӗç.

Наци вӑййисем, юрӑсемпе ташӑсем — уяв илемӗ

Торжествăлла мероприятисем хыҫҫӑн пӗтӗм халӑхăн тимлӗхӗ лаптăк варринче пулчӗ. Аслисемпе кӗҫӗннисем наци вӑййисенче хутшӑнчӗç: кĕвентепе шыв йăтса чупрĕç, чӳлмек ҫӗмӗрчӗç, турăх ăшӗнчи укҫасене шырарӗç, михӗсем тăхăнса чупрӗ, михӗсемпе пӗренесем ҫинче кӗрешрӗ, яка кашта ҫине хӑпарчӗç тата ытти ăмăртусенче хăйсене сăнаса пăхрӗç.

Тӗп сцена ҫинче тутар эстрадин артисчӗсем Зинирапа Ризат Рамазановсем юрри-ташшисемпе йыхравласа тăчӗç, лаптăкăн тепӗр енче вара кӗрешӳ, тепӗр енче — наци вӑййисем пычӗç. Кашниех хӑй кăмăлланă ăмăртура вăй виçсе, парнесем илчӗ, хăшӗсем тата кӗрешекенсене хавхалантарса вӗсене вăй парса тăчӗç.
Ачасемшӗн те йӑпанмалли нумай пулчӗ. Ашшӗ-амӑшӗсен, асламӑшӗсен тата аслашшӗсен кӗсйисем «тӳсчӗр кăна». Çамрăксемшӗн таканкка та пурччӗ, ачасем понисем çинче те ларса çӳрерӗç, тутлӑ мамӑкпа тата мороженӑйпа сăйланчӗç.

Таврара купăс сасси илтӗнсе тăчӗ, наци юррисем янӑрарӗç. Ҫӗпрел районӗнче мирлӗ те килӗштерсе пурӑнакан икӗ халӑхăн —тутарсемпе чӑвашсен пурнӑҫӗпе йӑлисем юрӑсемпе ташӑсенче кӑна мар, лаптăкпа юнашар лартнӑ ҫуртсенче те палăрчӗç. Икӗ килтен кашниех хӑнасене вӗрекен сӑмаварпа, чей-сахӑрпа, ҫӑкӑр-тӑварпа, сӑрапа хӑй патне йыхравласа тăчӗ. Вӗсенче тутарсемпе чӑвашсен авалхи ремеслисемпе: пир-авӑр тӗртес, ал арманӗнче тырă авăрса пăхас, мунчала хатӗрлес вăрттăнлăхсемпе паллашма май пулчӗ. Уявăн хӑнисем, кашни килтех тенӗ пекех пулса курса, нумаййине пӗлчӗç, авалхи ремесла ӗҫне пуçăнса, хăйсене сăнаса пӑхма пултарчӗç.

Районти библиотекарьсем хăйсен программисене ҫулсерен ҫӗнетсе тăраççӗ. Паянхи уявра та вӗсем нумай ҫутӑ самант парнелерӗç.

«Ак калфак» организацийӗн районти ертӳҫи Гульфий Яфизова хӑнасене наци промыслисен историйӗпе паллаштарчӗ, наци кухнин апат-ҫимӗҫне сӗнчӗ. 

Лашасем килеҫҫӗ, çул парӑр!

Сабантуйăн ӗлӗкрен юлнă илемӗ — вăл лашасен чупăвӗ. Юлашки ҫулсенче районта лашасем ӗрчетесси çине, уйрăммăн илсен, лаша спортне аталантарасси çине те тимлӗх ӳсрӗ. Кӑҫал та ӑмӑртӑва нумайлӑха астуса юлмалла йӗркеленӗ. 

Лашасен чупăвӗн ӑмӑртӑвӗ темиçе ушкӑнпа иртрӗ. Чи малтан аслă ушкăнри урхамахсем хушшинче 1 вырăна «Цильна» обществăн" «Чемберлен» ятлă лашипе юланутçă Алексей Краснов, 2-мӗш тата 3-мӗш вырăнсене «Нептун» тата «Пристол» ятлă урхамахӗсемпе «АгроТрансПорт» обществăран Сергей Кузьмичев тата Владимир Попов çӗнсе илчӗç. 

Кӗçӗн ушкăнри ăмăртусенче хăйӗн «Герой» ятлă лашипе район çынни Ирек Мушарапов 1-мӗш вырăна тухрӗ, 2-мӗш пулса, хăйӗн «Орликӗпе» «Амосов А. Н.» обществăран Владимир Павлов финиша килчӗç.

Таса ăратлă лашасен хушшинчен финиша пӗрремӗш пулса, «Дебат Жокейпа» Алешкин-Саплăк ялӗнчен юланутçă Сергей Пыркин килсе çитрӗ, 2-мӗшпе 3-мӗш вырăнсене «Магнит» ятлă тусӗпе Николай Нестеров тата «Гром» лашипе Сергей Ишмуков пайларӗç. 

Çурма ăратлă лашасем хушшинче «Красотка» ятлă лашипе Аслă Чăнлă ялӗнчен Алина Бикчуровапа танлашакан пулмарӗ. 2-мӗш вырăна «Лилия Жокей» ятлă лашипе Сергей Ишмуков çӗнсе илчӗç.
Кӑҫалхи ӑмӑртусене район çынни Сергей Ишмуков виҫӗ лашине сӗннине те каласа иртес пулать. Виҫҫӗшӗ те призлă вырӑнсене йышӑнчӗҫ. Ирек Мушапов та ҫулсеренех чупăва лашине хатӗрлет. Пирӗн пурнӑҫ темле улшӑнсан та, районта ҫакăн пек лаша «чунӗ» пырса тивнӗ ҫынсем пур-ха.

Паттăрсен алли пилӗк çинче

Сабантуйӑн тата тепӗр вырӑнӗ, куракансен йышне пухнӑскер — кӗрешӳ лаптӑкӗ. Ытти вӑйӑсемпе конкурссем вӗçленсен, лаптăкра ҫынсем сахаллансан та, кӗрешӗве юратакансем, тӗнче ҫинчен манса кайса, кӗрешекенсене сӑнарӗç, вӗсене вăй парса тăчӗç. Кӑҫалхи уявра хăйсен вăйне сăнаса пăхас текенсем нумай пулчӗҫ. Ку ӗнтӗ районта наци кӗрешӗвӗ аталанни ҫинчен калать. Кӗрешӳ кавирӗ ҫинчи ăмăртусем хӗрӳллӗн пычӗç. Сабантуй паттӑрӗ кам пулать? Такана кам илӗ-ши? Куракансем çак ыйтусем ҫине представлени вӗçлениччен хурава кӗтрӗç.

Хальхи Сабантуйра та пирӗн паттӑрсем, районта, ялсенчи спорт кружокӗсене çӳрекен ҫамрӑк кӗрешӳҫӗсем тупӑшрӗҫ. Кӗрешӗвӗн чаплӑ меслечӗсене — Ульяновск, кӳршӗ Чӑваш Енрен, пирӗн республикӑри районсенен килнӗ арҫынсем кӗрешӳ мелӗсене кӑтартрӗҫ.
2024 ҫулхи Сабантуйăн паттӑрӗ Кӗҫӗн Чăнлă ялӗнчен килнӗ Раиль Айнетдинов пулса тӑчӗ.

Савӑнӑҫлӑ, юрӑсемпе, ташӑсемпе, амăртусемпе тулли пулнă Сабантуй кӗрлесе иртрӗ. Çӗпрел районӗн çыннисем, хӑнасем савăнса канчӗҫ. Кăçалхи Сабантуй хӑйӗн телейлӗ те ҫутӑ саманчӗсемпе, ӑшӑ тӗлпулӑвӗсемпе асра юлтӑрччӗ, ҫӗнӗ пуҫарусемпе ҫитӗнӳсем тума хавхалантартӑрччӗ! 
Уява çапла анлăн, кашнине ăмсанмалăх ирттерни, ялсене чапа кӑларни, нацийӗмӗре, историйӗмӗре палăртни вăл. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев