Сабантуй — санра çăвăн илемӗ, мӗнпур чиперлӗхӗ!
Çӗр ӗҫӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ, ҫурхи ӗҫсем пӗтсен чаплӑ лару-тӑрура ирттерекен наци уявӗ — Сабантуй-Акатуй кӗрлесе иртрӗ
Сабантуй — уяв кăна мар, ăрусене пӗрлештерекен тата наци традицийӗсене упракан çутă пулăмсем пулнине çӗнӗрен çирӗплетрӗ.
Нацисен пӗрлӗхне палăртакан уяв
Сабантуй лаптăкӗнче наци костюмӗсене тӑхӑннӑ яш-кӗрӗмсемпе хӗрсен кашни хусканӑвӗнчех, хăйсене тыткаланинче нацийӗмӗрӗн илемӗпе пӗлтерӗшӗ палӑрса тăчӗ, вӑй-хал, малашлӑха ӗмӗт-шанăç кӳчӗ. Районти художествӑлла пултарулӑх, фольклор ансамблӗсем, «Тан» юрăпа ташă ушкӑнӗ авалхи йӑла-йӗркесене çутатса, халăха уяв илемӗ валеçрӗç. Наци апачӗ пулнă чак-чака, ҫӑкӑр-тӑвара илсе тухни вара — уява тата та илемлӗх хушрӗ.
Пысӑк мероприяти пуҫланас умӗн, ӗлӗкрен килекен йăлапа шурсухалсемпе канашласа илес йăла пулнӑ. Сабантуй уявӗ те азан сассипе уҫӑлчӗ. Чаплӑ маршпа уяв ялавӗ ҫӗкленчӗ.
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров мӗнпур Çӗпрел ҫыннисене, хӑнасене Сабантуй уявӗпе саламларӗ, тунă ăнăçусем çинче чарӑнса тӑчӗ, малашнехи ӗçсем çинчен калаçрӗ, паллах, Çӗпрел ҫыннисене уяв ячӗпе саламларӗ.
— Сабантуй уявӗ — вăл, пирвайхи черетре, халӑхсен туслӑхне çутатса паракан уяв. Паянхи лаптăка кăна илер, кунта пирӗн районта пӗрлӗхлӗ, килӗштерсе пурӑнакан тутар, чӑваш наци представителӗсем пурте пухӑннӑ — выляҫҫӗ, ташлаҫҫӗ, канаҫҫӗ. Ҫапла, ӗçченсене те, пӗр сӑмахсӑрах, чысламалла. Районта паттӑрсем, малта пыракансем, мăнаçланмалăх ҫынсем нумай. Уяв ячӗпе саламлатӑп сире, хисеплӗ ентешӗмӗрсем, пӗрле туслӑ, хамӑр района аталантарассишӗн тӑрӑшса ӗçлемелле пултăрччӗ, — терӗ вӑл.
Район пуçлăхӗ паянхи кун ятарлă çар операцийӗнче хутшăнакан каччăсен паттăрлăхӗ çинчен те каласа иртрӗ. Кӗске вăхăтлă отпускра пулнисене лаптăк варрине чӗнсе кăларса, тав турӗ, парнесем пачӗ.
Ҫӗпрел Сабантуйне Хусан хулинчен хисеплӗ хӑнасем нумаййăн килнӗччӗ. Тутарстан Республикин Раисӗн Рустам Миннихановăн саламлă сăмахӗсене Çӗпрел çыннисене Тутарстанпа Ульяновск облаҫӗнчи Патшалӑх пурлӑхне тытса пырас енӗпе ӗçлекен агентствӑн территорири управленийӗн ертӳҫи Альберт Хайрутдинов пӗлтерчӗ. Уяв ячӗпе Ҫӗпрел çыннисене Тутарстан Республикин Патшалӑх Совечӗн депутачӗ Ринат Гайзатуллин, Раççей Федерацийӗн правительствин культура енӗпе премийӗн лауреачӗ, ТР Обществăлла палатин членӗ, Тутарстан Республикин тата Крым Республикин тава тивӗҫлӗ искусство деятелӗ, «Сосвездие — Йолдызлык» тата «Наше время — Безнен заман» фестивалӗн юхăмӗн генеральнăй продюсерӗ Дмитрий Туманов, Хусан хулин Киров тата Мускав районӗсен администрацийӗн пуçлăхӗн çумӗ Руслан Забиров та саламларӗç.
Лаптăкра — ӗҫ паттăрсем
«Ҫӑкӑр пулсан, юрӑ та пулать», теҫҫӗ. Наци уявӗнче Сабантуйра вара ҫӗр ӗҫченӗсен ӗҫне чысласси тăрать.
Сабантуй лаптăкне те чи малтан ҫӗршывăмăрăн кӗлечӗсене туллилентерме пысӑк тӳпе хывнă уй-хир патӑрӗсене, малта пыракан сухаҫӑсене, механизаторсене чӗнсе кăларса чысларӗҫ.
Кӑҫалхи çул та «Уй-хир отраслӗ енӗпе чи культурăллă хуçалăх» конкурсăн I степеньлӗ Дипломне — «Цильна» общество (ертӳҫи Барис Гафуров) тата «Çӗпрел Рассвет Агро» общество (директорӗ Алексей Копанев) тата II степеньлӗ Диплома — «АгроТрансПорт» общество (ертӳҫи Фанис Багаутдинов) тивӗçлӗ пулчӗç.
Хресчен-фермер хуҫалӑхӗсем хушшинче:
I степеньлӗ Дипломпа «Бикчуров Р. А.» хуçалăхӗ (ертӳҫи Равиль Бикчуров), II степеньлӗ Дипломпа «Низамов А. А.» хуҫалӑхӗ (ертӳҫи Альберт Низамов), III степеньлӗ Дипломпа — «Махмутов И. Ф.» хуҫалӑхӗ (ертӳҫи Ильмир Махмутов) парнеленчӗ. Уйрăм предпринимательсем хушшинче: I степеньлӗ Диплома «Амосов А. Н.» хуçалăхӗ (Алексей Амосов), II степеньлӗ Диплома Виктор Артемьев тата Нафиса Мударисова, III степеньлӗ Диплома Нияз Дамаев тата Альфред Низамов тивӗçлӗ пулчӗç.
2025 ҫулхи «Ака паттăрӗсем» пулса «Цильна» обществӑн механизаторӗ Айрат Яфизов, «Рассвет-Агро» обществӑн механизаторӗ Петр Архипов тата Дмитрий Степанов, «Бикчуров Р. А.» хуçалăхăн механизаторӗ Фарит Басыров, «АгроТрансПорт» обествăн механизаторӗ Владимир Митрофанов, «Тăваньел пахчисем» кооперативăн механизаторӗ Владимир Илюхин палăрчӗç.
Ял хуҫалӑхӗнче нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн пӗр ушкăн Çӗпрел çыннисене патшалӑх наградисем, кӑкӑр çине çакмалли паллăсем, «Чистополье» Холдинг компанийӗн Хисеп грамотисене, «Ҫӗпрел районӗ йӗркеленнӗренпе 90 ҫул» медальсем, професси ӗҫӗнче ҫитӗнӳсем тунӑшӑн Хисеп Хӑми ҫинче вырӑн йышăнни ҫинчен калакан свидетельство пачӗç.
Тутар халӑхӗн йӑли-йӗркисене тата тутар писателӗсен творчествине пропагандӑлас ӗҫе пысӑк пай кӗртнӗшӗн: «ТАТМЕДИА» АО филиалӗн «Туган як» хаçатăн редактрӗ Римма Мавлютова, Кивӗ Кахăрлă ялӗнчи имам хатиб Адизян Мухитов, «Тан» халăх юрăпа ташă ансамблӗн балетмейстерӗ Лилия Замалетдинова, районти централизациленнӗ библиотекăн ӗçченӗ Зульфия Каримова, Кивӗ Шемӗршел вăтам шкулӗн тутар чӗлхи тата литература вӗрентекенӗ Миляуша Фатхуллина Заки Нурийӗн район премине тивӗҫлӗ пулчӗç.
Наци юрри-ташшисем — кӗрлерӗç
Торжествăлла мероприятисем хыҫҫӑн пӗтӗм халӑхăн тимлӗхӗ лаптăк варринче пулчӗ. Аслисемпе кӗҫӗннисем наци вӑййисенче хутшӑнчӗç: кĕвентепе шыв йăтса чупрĕç, чӳлмек ҫӗмӗрчӗç, турăх ăшӗнчи укҫасене шырарӗç, михӗсем тăхăнса чупрӗ, михӗсемпе пӗренесем ҫинче кӗрешрӗ, яка кашта ҫине хӑпарчӗç тата ытти ăмăртусенче хăйсене сăнаса пăхрӗç.
Тӗп сцена ҫинче тутар эстрадин артисчӗ Гульназ Асаеваюрри-ташшисемпе йыхравласа тăчӗç. Лаптăкăн пӗр енӗнче вара кӗрешӳ, тепӗр енче — наци вӑййисем пычӗç. Кашниех хӑй кăмăлланă ăмăртура вăй виçсе, парнесем илчӗ, хăшӗсем тата кӗрешекенсене хавхалантарса, вӗсене вăй парса тăчӗç.
Ачасемшӗн те йӑпанмалли нумай пулчӗ. Ашшӗ-амӑшӗсен, асламӑшӗсен тата аслашшӗсен кӗсйисем «тӳсчӗр кăна». Çамрăксемшӗн таканкка та пурччӗ, ачасем понисем çинче те ларса çӳрерӗç, тутлӑ мамӑкпа тата мороженӑйпа сăйланчӗç.
Таврара купăс сасси илтӗнсе тăчӗ, наци юррисем янӑрарӗç. Ҫӗпрел районӗнче мирлӗ те килӗштерсе пурӑнакан икӗ халӑхăн — тутарсемпе чӑвашсен пурнӑҫӗпе йӑлисем юрӑсемпе ташӑсенче кӑна мар, лаптăкпа юнашар лартнӑ ҫуртсенче те палăрчӗç. Кашни икӗ кил хӑнасене вӗрекен сӑмаварпа, чей-сахӑрпа, ҫӑкӑр-тӑварпа, сӑрапа хӑй патне йыхравласа тăчӗ. Вӗсенче тутарсемпе чӑвашсен авалхи ремеслисемпе: пир-авӑр тӗртес, ал арманӗнче тырă авăрса пăхас, мунчала хатӗрлес вăрттăнлăхсемпе паллашма май пулчӗ. Уявăн хӑнисем, кашни килтех тенӗ пекех пулса курса, нумаййине пӗлчӗç, авалхи ремесла ӗҫне пуçăнса, хăйсене сăнаса пӑхма пултарчӗç.
Районти библиотекарьсем хăйсен программисене ҫулсерен ҫӗнетсе тăраççӗ. Паянхи уявра та вӗсем нумай ҫутӑ самант парнелерӗç.
«Ак калфак» организацийӗн районти ертӳҫи Гульфий Яфизова хӑнасене наци промыслисен историйӗпе паллаштарчӗ, наци кухнин апат-ҫимӗҫне сӗнчӗ.
Лашасем — уявăн илемӗ
Сабантуйăн ӗлӗкрен юлнă илемӗ — вăл лашасен чупăвӗ. Юлашки ҫулсенче районта лашасем ӗрчетесси çине, уйрăммăн илсен, лаша спортне аталантарасси çине те тимлӗх ӳсрӗ. Кӑҫал та ӑмӑрту нумайлӑха астуса юлмалăх, интереслӗ те, ăна хăй патне туртса тăмалăх йӗркеленӗччӗ. Лашасен чупăвӗн ӑмӑртӑвӗ темиçе ушкӑнпа иртрӗ.
Таса ăратлă лашасен хушшинчен финиша пӗрремӗш пулса, «Хирсапа» Алешкин-Саплăк ялӗнчен юланутçă Сергей Кошкин килсе çитрӗ, 2-мӗшпе 3-мӗш вырăнсене «Гром» ятлă тусӗпе Сергей Ишмуков тата «Альбатрос» лашипе Владимир Яковлев çӗнсе илчӗç.
Ӗç лашисен ăмăртăвӗнче: 1-мӗш вырăна «Сокол» ятлă лашипе Сергей Ишмуков, 2-мӗш вырăна «Красотка» лашипе Владимир Яковлев, 3-мӗш вырăна «Заветный берег» тусӗпе Алина Бикчурова («Бикчуров Р. А.» хуçалăхӗ) йышăнчӗç.
2 çулта пулнă юртă лашасем хушшинче: 1-мӗш вырăна «Крупье» тусӗпе Ирек Мушарапов («Амосов А. Н.» хуçалăхӗ), 2-мӗш вырăна «Кемерон» тусӗпе Айдар Фахрутдинов («Лысов В. А.» хуçалăхӗ) тухрӗ.
3 çулта пулнă тата унран та ытларах юртă лашасен ăмăртăвӗнче: 1-мӗшӗ пулса, «Престол» лаши, Патăрьел районӗнчен Владимир Павлов, 2-мӗшӗ пулса, «Нептун» тусӗпе, çаплах, Патăрьел районӗнчен Сергей Кузьмичев, 3-мӗшӗ пулса, «Помпей» тусӗпе Шăнкăртамран килнӗ Фаниль Замдиханов финиша килсе çитрӗç.
Кӑҫалхи ӑмӑртусене район çынни Сергей Ишмуков тăватă лашине сӗннине те каласа иртес пулать. Тăваттăшӗ те призлă вырӑнсене йышӑнчӗҫ. Ирек Мушапов та ҫулсеренех чупăва лашине хатӗрлет. Лашасемпе ăмăртас спорт тӗсне хӗрсем те кăмăллаççӗ. Пирӗн пурнӑҫ мӗнле кăна улшӑнсан та, районта ҫакăн пек лаша «чунӗ» пырса тивнӗ ҫынсем пур-ха.
Кӗрешӳ
Сабантуйӑн тата тепӗр вырӑнӗ, куракансен йышне пухнӑскер — кӗрешӳ лаптӑкӗ. Ытти вӑйӑсемпе конкурссем вӗçленсен, лаптăкра ҫынсем сахаллансан та, кӗрешӗве юратакансем, тӗнче ҫинчен манса кайса, кӗрешекенсене сӑнарӗç, вӗсене вăй парса тăчӗç. Кӑҫалхи уявра хăйсен вăйне сăнаса пăхас текенсем нумай пулчӗҫ. Ку ӗнтӗ районта наци кӗрешӗвӗ аталанни ҫинчен калать. Кӗрешӳ кавирӗ ҫинчи ăмăртусем хӗрӳллӗн пычӗç. Сабантуй паттӑрӗ кам пулать? Такана кам илӗ-ши? Куракансем çак ыйтусем ҫине представлени вӗçлениччен хурава кӗтрӗç.
Хальхи Сабантуйра та пирӗн паттӑрсем, районти, ялсенчи спорт кружокӗсене çӳрекен ҫамрӑк кӗрешӳҫӗсем тупӑшрӗҫ. Кӗрешӗвӗн чаплӑ меслечӗсене — Ульяновск, кӳршӗ Чӑваш Енрен, пирӗн республикӑри районсенен килнӗ арҫынсем кӗрешӳ мелӗсене кӑтартрӗҫ. 2025 ҫулхи Сабантуйăн паттӑрӗ Кӗҫӗн Чăнлă ялӗнчен килнӗ Раиль Айнетдинов пулса тӑчӗ. Иртнӗ çул та Раиль çак ята çӗнсе илнӗччӗ.
Савӑнӑҫлӑ, юрӑсемпе, ташӑсемпе, амăртусемпе тулли пулнă Сабантуй кӗрлесе иртрӗ. Çӗпрел районӗн çыннисем, хӑнасем савăнса канчӗҫ. Кăçалхи Сабантуй хӑйӗн телейлӗ те ҫутӑ саманчӗсемпе, ӑшӑ тӗлпулӑвӗсемпе асра юлтӑрччӗ, ҫӗнӗ пуҫарусемпе ҫитӗнӳсем тума хавхалантартӑрччӗ!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев